Куславкка муниципаллӑ округӗнчи Тӗрлемес станцийӗнче ӗнер, юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, ирхи 7 сехет ҫурӑра ҫурт ҫунма пуҫланӑ. Ҫулӑм шалти отделкӑна сиенлетнӗ, мансардӑна тӗп тунӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерствин ӗҫченӗсем вырӑна ҫитсен пушара кӳршӗ хуралтӑсене куҫма паман.
Ҫулӑма сӳнтерсен ҫын виллине тупнӑ. Инкекре 35 ҫулти арҫын вилнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар пирус асӑрханмасӑр туртнӑран тухнӑ.