Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Хусанта ҫӗртме уйӑхӗн 25-26-мӗшӗсенче Атӑлҫи, Урал, Ҫурҫӗр Хӗваланӑҫ тата Алтай халӑхӗсен наци литературин конференцийӗ иртет. Ӑна йӗркелекенни — Раҫҫейри писательсен союзӗ.
Мероприятие чӑваш писателӗсем те хутшӑнаҫҫӗ. Конференцие ҫӗршывӑн 13 регионӗнчи делегатсем пухӑннӑ. Вӗсем Аҫтӑрхан облаҫенчен, Пушкӑртсанран, Тутарстанран, Мари Элтен, Мордва, Удмурт, Чӑваш, Карели, Коми республикисенчен, Алтайран, Пермь тӑрӑхӗнчен тата Ханты-Манси автономи округӗнчен килсе ҫитнӗ.
Конференцире наци литературин хальхи вӑхӑтри тӑрӑмне, хальхи авторсене пулӑшассине, регионсем хушшинче литература енчен ҫыхӑну йӗркелессине сӳтсе явнӑ.
Чӑваш Енрен конференцие Раҫҫейри писательсен союзӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗн председателӗ Сергей Павлов, Улькка Эльмен прозаик, Кервен поэт хутшӑнаҫҫӗ.
