Паян, чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, кӑнтӑрла Шупашкарта троллейбус ҫуннӑ. Вӑл 6-мӗш маршрутпа ҫӳрекенскер пулнӑ.
Троллейбус кивви мар, ҫӗнниех. Вӑл "Олимпийский" чарӑну патне ҫитсен ҫунма пуҫланӑ. Ҫав вӑхӑтра салонра пассажирсем те пулнӑ. Ҫынсем салонран тухнӑ.
"Про Город" хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм троллейбус тӑрринче курӑннӑ. Вырӑна пушарнӑйсем, васкавлӑ медпулӑшу ҫитнӗ.