Ӗнер Чӑваш Республикин Элтеперӗ темиҫе ҫынна хисеплӗ ятсем пама йышӑннӑ.
Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрӗн аслӑ медицина сестрине Светлана Архиповӑна «Чӑваш Республикин сывлӑх сыхлавӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ят панӑ, Шупашкарти электроаппаратура савучӗн пахалӑх службин бюровӗн пуҫлӑхне Владимир Бахарева, Шупашкарти электроаппаратура савучӗн автомат цехӗн участок мастерне Валерий Максимова — «Чӑваш Республикин промышленноҫӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ», Шупашкарти юханшыв порчӗн электрооборудование юсакан тата тытса тӑракан электромонтера Олег Григорьева — «Чӑваш Республикин транспортӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ».
Республикӑн кардиологи диспансерӗнче ӗҫленӗ Владислав Кашин кардиохирургӑн чӗри тапма чарӑннӑ. Ку усал хыпара Александр Белов журналист Фейсбукра паян каҫхине пӗлтернӗ.
«Пултаруллӑ Владислав Кашин хирург-кардиолог миҫе чӗрене ҫӑлса хӑварнине шутласа пыман пулӗ. Анчах хӑйӗнне упрайман. Вӑл 60 урлӑ каҫнӑ ҫеҫ. Вӗреннӗскер, ӑслӑскер, ирониллӗ», — тесе ҫырнӑ журналист.
Владислав Юрьевич 1960 ҫулхи юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Шупашкарта ҫуралнӑ. 1984 ҫулта И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Кардиодиспансерта студент ҫулӗсенчех, 1981 ҫулта, ӗҫлеме тытӑннӑ. Санитартан пуҫласа пульницӑн тӗп врачӗн хирурги енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ таран ҫитнӗ. Чӑваш Республикин Сывлӑх сыхлав министерствин чӗрепе юн тымарӗсен штатра тӑман тӗп хирургӗ шутланнӑ.
Паян тепӗр 129 ҫын кӑшӑлвируспа инфекциленнӗ. Ҫапла майпа ку таранччен республика 14306 ҫын чирленӗ. Кун пирки стопкоронавирус.рф сайтра пӗлтернӗ.
14306 ҫынран 12820-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра вилекенсем каллех пулнӑ, хальхинче — 5 ҫын. Ку таранччен республикӑри 375 ҫыннӑн пурнӑҫӗ кӑшӑлвируса пула татӑлнӑ.
Юлашки талӑкра 129 ҫын инфекциленнӗ. Сывалакансем сахалрах пулнӑ: 98 ҫын. Хальхи вӑхӑтра Чӑваш Енре 1111 ҫын кӑшӑлвирусран сипленет. Вӗсем килте амбулатори мелӗпе е пульницӑра сипленеҫҫӗ.
Чӑваш Ене кӑшӑлвирусран прививка тумалли вакцина кӳрсе килнӗ. Хальлӗхе — 500 доза. Ӑна «Фармация» предприятин складне пушатнӑ.
Препарат ячӗ — «Гам-Ковид-Вак». Ӑна Н.Ф. Гамалея ячӗллӗ Эпидемиологипе микробиологин наци тӗпчев центрӗнче туса кӑларнӑ.
Вакцина икӗ компонентран тӑрать. Ӑна мышцӑран икӗ хутчен тумалла.
Эмеле республикӑри пульницӑсене валеҫсе парӗҫ. Унпа чи малтанах тухтӑрсене, учительсене, социаллӑ ӗҫченсене тӑвӗҫ. Шӑпах вӗсем халӑхпа ӗҫлеҫҫӗ. Килес ҫултан халӑхӑн ытти сийне тума пуҫлӗҫ. Анчах вӑйпа мар, кӑмӑл пулсан ҫеҫ.
Чӑваш Енри фельдшерсем те телемедицина пулӑшӑвӗпе усӑ курайӗҫ. Ку меслет врачсене пӗр-пӗринпе инҫет ҫыхӑну мелӗпе канашлама май парать. Кӑшӑлвирус инфекцийӗ алхаснӑ вӑхӑтра ку пулӑшу пушшех те питӗ кирлӗ тесе пӗлтереҫҫӗ республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствинче.
Кӑҫал 26 пульницӑра 35 телемедицина пункчӗ йӗркеленӗ. Ҫапла вара республикӑри мӗнпур медицина учрежденине телемедицина мелӗпе ҫыхӑнтарнӑ. Инҫет ҫыхӑну мелӗпе тухтӑрсем федераци шайӗнчи медицина центрӗсенчи пултаруллӑ та ӑста специалистсемпе канашлама, консультаци илме пултараҫҫӗ. Кӑҫал ун пек майпа ҫыхӑнасси 30 процент ӳснӗ, 5 пине ҫывхарнӑ.
Раштав уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Вӑрҫӑ ветеранӗсен республикри клиника госпиталӗ Уҫӑ алӑксен кунне ирттерет. Ӑна Диабетпа кӗрешмелли куна халалланӑ.
Ҫынсене терапевт тата ансӑр специалистсем: невролог, отоларинголог, офтальмолог, кардиолог, гинеколог, эндокринолог — йышӑнӗҫ. Тухтӑр патне кайнӑ чухне медицина тӗрӗслевӗсене тата клиника анализӗсене пӗрле илсен лайӑх.
Уҫӑ алӑксен кунне 8 (8352) 45-05-45, 8(8352) 45-07-70 телефон номерӗсемпе шӑнкӑравласа ҫырӑнма пулать.
Госпиталь ҫак адреспа вырнаҫнӑ: Шупашкар хули, Мускав проспекчӗ, 49-мӗш ҫурт.
Ӗнер, раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, республикӑри икӗ пульницӑра ҫӗнӗ тӗп тухтӑрсене ҫирӗплетнине пӗлтернӗ. Кун пирки сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов видеоселектор мелӗпе ирттернӗ канашлу вӑхӑтӗнче каланӑ.
Республикӑн кардиологи диспансерӗн тӗп тухтӑрӗ пулма Вадим Бабокина ҫирӗплетнӗ. Ҫӗнӗ ертӳҫӗпе паллаштарнӑ май министр Вадим Егорович кардиологи тытӑмӗн ӗҫне аван пӗлет, вӑл чӗрепе юн тымарӗсен хирургӗ, унӑн кардиологи центрне ертсе пырас опыт пур тесе палӑртнӑ.
Муркаш районӗнчи тӗп пульницӑн тӗп врачӗ пулма Оксана Поповӑна ҫирӗплетнӗ. Вӑл унччен ҫав пульницӑра тӗп врачӑн ҫумӗ пулнӑ.
Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлекенсем кашни кунах тупӑнсах тӑраҫҫӗ. Республика ертӳҫисем ҫынсемшӗн тӑрӑшни пирки пӗлтерсех тӑраҫҫӗ. Кӑшӑлвирус сарӑлнипе кӗрешекен оперштабӑн паянхи ларӑвӗнче ҫӗнӗ йышши оборудовани кӳрсе килесси пирки сӑмах хускатнӑ.
Хӑрушӑ вируса тупса палӑртма тата сиплеме республика хыснинчен тепӗр 26 миллион тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ. Республика Элтеперӗ Олег Николаев ларура каланӑ тӑрӑх, Канашри медицина центрӗ валли ҫитес вӑхӑтра 11 лаборатори оборудованийӗ туянӗҫ. Ковдипа чирлисене сиплеме кислород концентраторӗсем 50 штук туянма палӑртнӑ.
Сӑмах май каласан, чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗ тӗлне чирлисен йышӗ тата тепӗр 126 ҫын хутшӑннӑ. Вилекенсен йышӗ 6 ҫын нумайланса 265-е ҫитнӗ.
Улатӑр район пульници ҫумӗнче паян вертолет лапамӗ уҫӑлнӑ. Республикӑри ҫавӑн пек пӗрремӗш лапама Шупашкарти васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн пульници тӗлӗнче тунӑччӗ.
Улатӑртине уҫма Улатӑрпа Пӑрачкав епископӗ Феодор, район пульницин тӗп тухтӑрӗ Юрий Боголюбов, Улатӑр хулин пуҫлӑхӗ — Депутатсен пухӑвӗн председателӗ Денис Трифонов, хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Лукишин, Республикӑн катастрофа тата васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн центрӗн тӗп врачӗ Ольга Краузе, ҫавӑн пекех Мускаври хӑнасем – Ҫветтуй Лука ячӗллӗ фондӑн правленийӗн ертӳҫи Елена Шморгун тата Спиридон Ҫветтуй ячӗллӗ центрӑн президенчӗ Павел Карпухин хутшӑннӑ.
Сӑмах май каласан, Улатӑртан пӗрремӗш пациента Республикӑн клиника пульницине авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнче вертолетпа илсе кайнӑ. Паянхи куна ун пеккисен йышӗ 12 ҫынна ҫитнӗ. Пульницӑна илсе кайнисен пысӑк йышӗ 55 ҫултан аслӑрах арҫынсем. Вӗсене миокард инфаркчӗпе илсе каяҫҫӗ.
Кӑшӑлвирусран килте сипленекен ҫынсене пулӑшма республикӑра ятарлӑ центр йӗркеленине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: тухтӑрсен ӗҫне ҫӑмӑллатас тесе транспортпа тивӗҫтерме палӑртнӑччӗ. Ҫапла майпа вӗсем нумайрах пациента пулӑшайӗҫ.
Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн гаражӗнчи машинӑсене те тухтӑрсене уйӑрса пама йышӑннӑ. Автомобильсене водительсемпе пӗрлех уйӑрнӑ. Виҫӗ машинӑна Хулари клиника пульници валли уйӑрнӑ, тепӗр виҫҫӗшне — Шупашкарти Иккӗмӗш клиника пульницине, тӑваттӑшне — Шупашкарти ача-пӑча клиника пульницине.
Районсемпе ытти хулари медицина учрежденийӗсем те машинӑсемсӗр юлмӗҫ. Вӗсем валли 61 автомобиль уйӑрмалла. Автомобильсене муниципалитетсем те, предприятисем те памалла.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.08.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 19 - 21 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Вирьял Юрий Петрович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Иванщиков Юрий Васильевич, техника ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Охливанкин Иван Николаевич, пӗрремӗш чӑваш опера юрӑҫисенчен пӗри вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |