Ҫӗнӗ Шупашкар хулинчи стоматологи поликлиникинче кӑҫал ӗҫе кӳлӗннӗ ҫамрӑк специалиста, Никита Новокрещенова, халӑх халех килӗштерет. «Питӗ лайӑх, тимлӗ, ылтӑн стоматолог!» – ырланӑ, сӑмахран, ӑна шӑл кӑларттарма пынӑ В.П. Панина. Ҫамрӑк тухтӑра ӗҫтешӗсем те мухтаҫҫӗ. Терапи стоматологи уйрӑмӗн заведующийӗ Оксана Григорьева Никита Новокрещенова яваплӑ та талпӑнуллӑ специалист тес ехаклать.
Пульницӑра пӗлтернӗ тӑрӑх, каччӑ И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Хӗрлӗ дипломлӑ специалист, ординатор. Тӑршуллӑ Никита ЧПУн фармакологи, клиника фармакологийӗ тата биохими факультетӗнче те ӗҫлеме ӗлкӗрет. Унччен те вӑл хастарлӑхпа палӑрнӑ: ӑслӑлӑх конференцийӗсене хутшӑннӑ, тӗпчев ӗҫесем ҫырнӑ.
Йӗпреҫ районӗнче пурӑнакан 66 ҫулти хӗрарӑм ҫырла пуҫтарма кайнӑ. Вӑл ҫӗлен сӑхнине те сисмен.
Кӑштахран ывӑннине, пуҫ ҫаврӑннине, хырӑм ыратнине туйнӑ, хӑсма пуҫланӑ. Пульницӑна илсе ҫитерсен унӑн артери юн пусӑмне те виҫеймен, вӑл анса ларнӑ. Чӗри минутра 120 хутчен тапнӑ, хӗрарӑм аран сывланӑ. Унӑн пурнӑҫӗ кӗҫ-вӗҫ татӑлма пултарнӑ.
Хӗрарӑмӑн анафилактика шокӗ ҫӗлен наркӑмӑшне пула аталанни палӑрнӑ. Унӑн шалти органӗсем йӗркеллӗ ӗҫлеме пӑрахнӑ. Анестезиологсемпе реаниматологсем интенсивлӑ терапи ирттернӗ. Пӗр талӑкран пациентӑн сывлӑхӗ лайӑхланнӑ.
Сӑмах май, кӑҫал республикӑра 25 ҫынна ҫӗлен сӑхнӑ. Ҫӗлен сӑхнӑ хыҫҫӑн ҫын вилнӗ тӗслӗх юлашки хутчен 2017 ҫулта пулнӑ
Шупашкар хулинче вырнаҫнӑ Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрӗ кӑшӑлвируспа чирлисене сиплеме пӑрахӗ. Кун пирки паян республикӑн Правительство ҫуртӗнче сӑмах хускатнӑ. Чӑваш Ен сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов каланӑ тӑрӑх, травматологи центрӗнче пӳлӗмсемпе ӗҫ хатӗрӗсене сиенсӗрлетесси вӗҫленсе пырать. Раҫҫей Сывлӑх сыхлав министерствинчен хушу килсен центр унчченхилле йӗркепе ӗҫлеме тытӑнӗ.
Аса илтерер: ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче травматологи центрӗнче кӑшӑлвируспа чирлисене йышӑнма пуҫланӑччӗ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег НиколаевCOVID диагнозӗллисене сиплемелли центрсем йӗркеленӗ республикӑри ытти пульницӑна та хӑйсен унчченхи йӗркипе ӗҫлеттерме тытӑнмаллине каланӑ. Анчах паян-ыранах мар. лару-тӑру лайӑхланнӑҫемӗн.
Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерствин Президент пепкелӗх центрӗнче виҫӗреш ҫуралнӑ. Кӑҫал унта апла тӗслӗх халиччен пулман. Хӗрарӑм виҫӗреш ҫуратакан тӗслӗхсем ытти чухне ҫулталӑкра пӗр хутран пуҫласа тӑватӑ хут таран пулкаланӑ.
Халӗ асӑннӑ тӗслӗхре ҫут тӗнчене виҫӗ хӗр килнӗ. Вӗсем 1,5 килограма яхӑн таяҫҫӗ. Ҫут тӗнчене вӑхӑт ҫитиччен васкасарах килнисен сывлӑхӗшӗн тухтӑрсем тӑрӑшаҫҫӗ.
Ачасен амӑшӗ шурӑ халатлисене каланӑ тӑрӑх, пӗр харӑс виҫӗ пепке ҫуралнӑшӑн килтисем савӑннӑ. Хӗрарӑм унчченхи ачана 2018 ҫулта ҫуратнӑ. Ҫавӑн чухне ҫамрӑк ҫемьене ывӑл килнӗ. Халӗ телейлӗ мӑшӑр харӑсах тӑватӑ ачаллӑ пулса тӑнӑ.
Утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Ҫӗмӗрле районӗн пульницинче 40 ҫулти хӗрарӑм вилнӗ. Вӑл реанимаци уйрӑмӗнче утӑ уйӑхӗн 4-мӗшӗнченпе выртнӑ.
Хӗрарӑма упӑшки хӗнесе пӗтернӗ, кун хыҫҫӑн вӑл реанимацие лекнӗ. Следстви версийӗ тӑрӑх, утӑ уйӑхӗн 4-мӗшӗнче 40 ҫулти упӑшки ӳсӗр пулнӑ, арӑмӗпе хирӗҫсе кайнӑ. Арҫын ӑна аллипе, йӗлтӗр патакӗпе пуҫӗнчен, кӗлеткин ытти пайӗнчен ҫапнӑ.
Упӑшки тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна следстви вӑхӑтӗнче хупас ыйтӑва пӑхса тухаҫҫӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗнченпе Шупашкар хулин тӗп пульницине ҫӗлен сӑхнӑ 10 ҫын пулӑшу ыйтма пынӑ. Вӗсенчен 5-шӗ сывалнӑ, тепер 5-шӗ сипленеҫҫӗ.
Ҫапла, шӑрӑх ҫанталӑкра ҫӗленсем нумайланнӑ, хӗвел питтине тухма тытӑннӑ. Чӑваш Енре хурӑн пуҫлӑ ҫӗлене, медянкӑна тата хура ҫӗлене тӗл пулма пулать. Хура ҫӗлен – наркӑмӑшлӑ.
Специалистсем асӑрхаттараҫҫӗ: ҫӗленсем хӑйсем пӗрремӗш нихӑҫан та тапӑнмаҫҫӗ. Ӑна курсан майӗпен чакмалла, хӳтӗленсе алла малалла тӑсмалла мар. Ытларах чухне ҫӗленсем ҫынсене утӑ пуҫтарнӑ чухне, вӑрмана, улӑх-ҫарана ҫырлана кайсан сӑхаҫҫӗ.
Утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Ҫӗпрел ялӗнче 12 ҫулти арҫын ача путнӑ. Вӑл пӗвере вӗрсе хӑпартнӑ матрас ҫинче ишнӗ. Унччен те пулман – вӑл ҫаврӑнса ӳкнӗ, шывран тухайман.
Ачана ҫыран хӗррине илсе тухнӑ, тухтӑрсем ҫитиччен медпулӑшу панӑ. Васкавлӑ медпулӑша фельдшерӗсем тата районти пульницӑн тухтӑрсем арҫын ачана леш тӗнчерен тавӑрнӑ. Кун хыҫҫӑн ӑна Шупашкара Республикӑри ача-пӑча клиникине санавиаципе ӑсатнӑ.
ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, ача амӑшӗнчен шыва кӗме ирӗк ыйтнӑ, анчах лешӗ хирӗҫленӗ. Вара вӑл ашшӗнчен ирӗк илсе пӗве хӗррине кайнӑ.
Елчӗк районӗнчи Ҫӗнӗ Арланкассинче ҫӗнӗ фельдшерпа акушер пункчӗ тӑваҫҫӗ. Ӗҫ епле пынипе районти тӗп пульницӑн тӗп врачӗ Надежда Уркова паллашнӑ.
Асӑннӑ ялта фельдшерпа акушер пункчӗ халӗ те пур-ха. Анчах вӑл кивӗ ҫуртра вырнаҫнӑ.
Ҫӗнӗ ҫурта сывлӑха сыхласси ҫинчен калакан наци проекчӗпе килӗшӳллӗн хӑпартаҫҫӗ. Асӑннӑ нацпроекта ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин пуҫарнӑ.
Модульлӗ ФАПӑн никӗсне янӑ ӗнтӗ, стенасене хӑпартнӑ. Фельдшерпа акушер пунктӗнче тӗрлӗ пӳлӗм пулӗ. ФАПа кирлӗ оборудованипе тивӗҫтерӗҫ, территорие хӑтлӑлатӗҫ. Чи кирли тухтӑрсем халӑха ӑшӑ кӑмӑлпа кӗтсе илсе, тӗплӗн тӗрӗслесе ырӑ кӑмӑлпа ӑсатчӑр тесси ҫеҫ юлать.
Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерствин Президент пепкеллӗх центрӗнче организмра кӑшӑлвируса хирӗҫ ятарлӑ белок (вырӑсла ӑна антитела теҫҫӗ) пуррине палӑртма май пур. Тӗпчев меслечӗ – иммуноферментлӑ анализ.
Анализа Шупашкарти Ярославль урамӗнчи 48-мӗш ҫуртри репродуктивлӑ пулӑшу кӳрекен 2-мӗш уйрӑмӗн хуҫалӑх расчечӗн пайӗнче (вӑл «Республика лапамӗ» чарӑнура вырнаҫнӑ) йышӑнаҫҫӗ: тунтикун, юнкун кӗҫнерникун – ирхи 7 сехет те 30 минутран пуҫласа 9 сехет те 30 минутчен; шӑматкун – 8 сехетрен пуҫласа 12 сехетчен. Ҫумра паспорт тата укҫа кирлӗ.
Анализ париччен 2-3 сехет маларах апат ҫимелле мар, пирус туртма юрамасть. Газсӑр тӑрӑ шыв ӗҫнишӗн тем мар.
Анализ парас тесен 8 (8352) 62-02-84 телефонпа тунтикунтан пуҫласа эрнекун таран ирхи 8 сехетрен тытӑнса 14 сехетчен шӑнкӑравласа ҫырӑнмалла.
Ҫӗртме уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Раҫҫейре Пирогов орденне ҫирӗплетнӗ. Медицина ӗҫченӗсен кунӗнче унпа тухтӑрсене чысланӑ.
Ҫак ордена Ҫӗнӗ Шупашкар хула пульницин тӗп тухтӑрӗн ҫумӗ Вера Алексеева тата Шупашкарти васкавлӑ медпулӑшу пульницин инфекци уйрӑмӗн заведующийӗ Сергей Ефимов тивӗҫнӗ.
Сергей Ефимов асӑннӑ пульницӑра 35 ҫул ӗҫлет, инфекци уйрӑмне 19 ҫул ертсе пырать. Вера Алексеева тӑрӑшнипе пульницӑра кӑшӑлвируспа чирлӗ ҫынсем валли 75 койка хатӗрленӗ. Вӑл унти тухтӑрсене пандеми вӑхӑтӗнче ӗҫлеме вӗрентнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.08.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 19 - 21 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Вирьял Юрий Петрович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Иванщиков Юрий Васильевич, техника ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Охливанкин Иван Николаевич, пӗрремӗш чӑваш опера юрӑҫисенчен пӗри вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |