Юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗнче 10 сехетре Канаш хулинче пӗр арҫын хваттер алӑкне уҫайман. Хайхискер пур-пӗрех урама тухма шутланӑ – чӳречерен сикнӗ.
Алӑк ҫинчи ҫӑра ҫӗмӗрӗлсе кайнӑ-мӗн. Ӑна уҫса юсас тесе вӑл чӳречерен, иккӗмӗш хутран, сикнӗ. Анчах ку ӑнӑҫлах пулса тухман – вӑл аманнӑ.
Канаш арҫынни иккӗмӗш хутран сиксе урине самаях вӑйлӑ амантнӑ: хуҫӑлсах кайнӑ. Ӑна Канашри пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Муркаш районӗнче влаҫ ҫыннине кӳрентернӗшӗн суд тунӑ.
Чӑваш Ен прокуратуринче пӗлтернӗ тӑрӑх хакласан, влаҫра ӗҫлекен ҫын 60 ҫулти арҫын сӑмахне йывӑра илнӗ. Лешӗ ӑна усал сӑмахсемпе ятланӑ иккен.
Влаҫра тӑрӑшакана ӗҫ вӑхӑтӗнче кӳрентернӗшӗн РФ Пуҫиле кодексӗн 319-мӗш статйипе явап тыттарма пулать. 60 ҫулти арҫын тӗлӗшпе шӑпах ҫапла тунӑ та.
...Пӑтӑрмах кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче сиксе тухнӑ. Кӑнтӑрла иртни 15 сехет тӗлӗнче вӑйпиттине Шалти ӗҫсен министерствин Муркаш районӗнчи ӗҫченӗсем ӳсӗррине палӑртма вырӑнти пульницӑна илсе ҫитернӗ. Ҫавӑншӑн тарӑхнӑ арҫын пакунлине хутлӑ-хутлӑ сӑмахсемпе ҫын умӗнчех кӳрентернӗ.
Сӑмаха шутласа калаҫман арҫынна Муркаш районӗнчи суд ӗҫлеттерме йышӑннӑ.
Ҫӗмӗрле арҫыннине кӑҫал ҫу уйӑхӗнче тытса чарнӑ. Анчах ӑна пульницӑна хирурги уйрӑмне сиплеме хунӑ. Вӑл ан тартӑр тесе конвой сыхланӑ.
Анчах конвой та уншӑн пӑтӑрмах кӑларса тӑратман – вӑл пульницӑран тухса тарнӑ. Хайхискер пӗр кунхине туалета кайма ирӗк ыйтнӑ. Унта пӗччен тӑрса юлсан пациент чӳречерен тухса тарнӑ.
Анчах ирӗкре нумай пурӑнайман вӑл – ӑна ҫав кунах тытса чарнӑ. Арҫынна Пушкин урамӗнчи пӗр ҫурт чартакӗ ҫинче тупнӑ. Халӗ унӑн йӗплӗ пралук леш енче тата нумайрах ларма тивӗ: суд ӑна 3,9 ҫуллӑха хупма йышӑннӑ.
Чӑваш Енре пӗр кунра пӗр ялта пурӑнакан икӗ ҫын вӑкӑртан шар курнӑ. Авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Элмен Сунар ялӗнче икӗ хӗрарӑм суранланнӑ.
Пӗрне вӑкӑр тӗкнӗ. Ҫав кун ирхине уйра 8 сехетре выльӑх хӗрарӑма тапӑнса тӗкнӗ. Суранланнӑскере пульницӑна илсе кайнӑ.
Ҫав кунах 12 сехет те 35 минутра тепӗр хӗрарӑм, 52 ҫултискер, вӑкӑра вӗренпе ҫавӑтса пынӑ. Вӗрен ӑнсӑртран хуҫине ҫакланнӑ. Выльӑх ӑна ҫӗр тӑрӑх сӗтӗрнӗ. Хӗрарӑман пуҫӗ суранланнӑ, ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ, тухтӑрсем пулӑшу панӑ.
Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Шупашкарта Потребительсен правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен координаци канашӗн ларӑвӗ иртнӗ. Ӑна Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ертсе пынӑ. Ҫавӑнта сывлӑх сыхлав учрежденийӗсен ӗҫне те тишкернӗ.
ЧР Сывлӑх сыхлав министерствине пӑхӑнакан учрежденисенче 2018 ҫулта планпа пӑхнӑ 12, планпа пӑхман 123 тӗрӗслев ирттернӗ. Тӗрӗслев хыҫҫӑн 12 акт, 91 асӑрхаттару хучӗ ҫырнӑ. Кӑҫалхи 6 уйӑхра асӑрхаттару хучӗсен шучӗ 46-па танлашнӑ.
Тӗп ҫитменлӗх медицина ӗҫ-хӗлне, медицина хучӗсене йӗркелессипе, диспансеризаци тӗрӗслевӗ кӑларассипе, медицина пулӑшӑвӗн стандарчӗсене пӑхӑннипе ҫыхӑннӑ. Росздравнадзор управленийӗ те тӗрӗслев ирттернӗ. Вӗсем чылай чухне ҫынсем ҫахавлани тӑрӑх тӗрӗслев йӗркеленӗ. 2018 ҫулта Ҫӗнӗ Шупашкарти хула пульници пирки ытларах евителнӗ пулсан, кӑҫал — Шупашкарти васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн пульници пирки.
«Республикӑн синкер медицини тата васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗ» хысна учрежденийӗнче пӗлтерне тӑрӑх, васкавлӑ пулӑшу номерӗпе теприсем шӳтлесе те шӑнкӑравлаҫҫӗ.
Тӗрӗссипе, тухтӑрсен выляса ларма вӑхӑт ҫук. Иртнӗ эрнере, авӑн уйӑхӗн 16-22-мӗшӗсенче, диспетчерсем 10 пин ытла шӑнкӑрав йышӑннӑ. Васкавлӑ пулӑшу машини 5720 пациент патне тухса кайнӑ. 3209 ҫынна пульницӑна вырттарма илсе кайнӑ. Кая юлмасӑр пулӑшмалла тӗслӗхсем те пулаҫҫӗ. Иртнӗ эрнере ун пеккисем 5 процент тупӑннӑ.
Диспетчер ыйтӑвне тӗрӗс те уҫӑмлӑн хуравлама сӗнеҫҫӗ. Апла тусан васкавлӑ пулӑшу машини вырӑна хӑвӑртрах тухса кайӗ. Ӑҫта пымаллине те йӗркеллӗ ӑнлантарма ыйтаҫҫӗ. Ҫын урамра пулсан хушма ориентирсене кӑтартма сӗнеҫҫӗ.
Чӑваш Енре Глаукома центрӗ уҫасшӑн. Ҫакӑн пирки ӗнер, авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, Республикӑн клиника офтальмологи пуььницинче сӑмах хускатнӑ. Сывлӑх сиплев учрежденийӗнче глаукома диагнозӗллӗ пациентсем валли уҫнӑ шкулӑн черетлӗ занятийӗ иртнӗ.
Мероприятие пуььницӑн тӗп врачӗ, ЧР Сывлӑх сыхлав министерствин штатра тӑман тӗп специалисчӗ-офтальмологӗ Дмитрий Арсютов уҫнӑ. Вӑл ӗнентернӗ тӑрӑх, республикӑра глаукомӑпа чирлисен реестрне йӗркеленӗ. Ҫывӑх вӑхӑтра Глаукома центрне уҫасшӑн. Унта чирлисем ҫулталӑкра сахалтан та пӗр хут тӗрӗсленейӗҫ.
«Глаукома — куҫӑн хӑрушӑ чирӗсенчен пӗри. Вӑл суккӑрлатма пултарать. Пирӗн пульницӑра ӗҫлекенсем ҫав чирпе аптӑракансемпе кунсерен тӗл пулаҫҫӗ. Чи кирли — пациентсемпе вӗсен ҫывӑх ҫыннисене глаукомӑн аталанӑвне чарса лартма май пуррине ӑнлантарасси», — тенӗ Дмитрий Арсютов.
Йӗпреҫ районӗнчи Ҫӗнӗ Выҫлинче ҫӗнӗ ФАП хута кайнӑ. Фельдшерпа акушер пунктне паян савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ.
Паян республикӑра Пӗрлехи информаци кунӗ иртнӗ май асӑннӑ района Шупашкартан пырса ҫитнӗ тӳре-шара та хӗрлӗ хӑю касма хутшӑннӑ. Патшалӑхӑн конкурентлӑ политика тата тариф службин ертӳҫи Марина Кадилова, Йӗпреҫ район пуҫлӑхӗ Александр Яковлев, Йӗпреҫ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Горбунов, Хурамал ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Дмитрий Петров, Йӗпреҫ район пульницин тӗп врачӗ Наталья Мясникова, ял ҫыннисем хутшӑннӑ.
Вӗсем вырӑнтисем малашне хӑтлӑ ФАПра тухтӑр пулӑшӑвӗ илме пултарассине каланӑ. Ял ҫыннисем те ҫӗнӗ тухтӑр ҫурчӗшӗн савӑннӑнине палӑртнӑ, ӑна уҫнӑшӑн тав тӑвакансем те тупӑннӑ.
Мотоблок темле пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ транспорт мар-ха. Апла пулин те ун умне ларнӑ чух асӑрхануллӑ пулмалла.
Авӑн уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Красноармейски районӗнче мотоблокпа пыракан арҫын инкеке лекнӗ. Ун пирки ШӖМӗн Красноармейски районӗнчи полици уйрӑмне тухтӑрсем пӗлтернӗ. Васкавлӑ пуьюлӑшу уйрӑмне арҫын ҫул-йӗр ҫинчи инкеке пула лекнӗ.
Арҫын каҫхи пилӗк сехет тӗлӗнче «Шупашкар –.Сурски – Шӑпӑрлӑвар» ҫулпа пынӑ. «Нева» мотоблок прицеппа пулнӑ. Ҫул айккипе пыраканскерӗн транспорчӗ ҫаврӑнса ӳкнӗ. Руль умне лариччен кӑшт маларах эрех ӗҫнине арҫын тунман.
Хӗрарӑмсем те руль умне ӳсӗрле ларнине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах _ /news/23063.html|пӗлтернӗччӗ__. Аса илтерер:
Вӑрнар районӗнче пурӑнакан 46 ҫулти хӗрарӑм ҫул-йӗр инспекторӗсенчен тарма хӑтланса пульницӑна лекнӗ.
Кӑҫал пирӗн республикӑра пурӑнакан халӑхӑн 48 процентӗнчен кая мар грипран прививка тумалла. Пульницӑсем предприятисемпе килӗшӳсем тӑвассине те йӗркеленӗ. Авӑн уйӑхӗн 9-мӗшӗ тӗлне 2542 доза вакцина илме заявка тӑратнӑ. Тепӗр майлӑ каласан, вакцинӑшӑн предприятисем хӑйсем тӳлеҫҫӗ.
Кунсӑр пуҫне республикӑра прививка тумалли 869 пӳлӗм хута янӑ. Тухтӑрсем предприятисемпе организацисене ҫитсе грипран вакцинаци тума палӑртаҫҫӗ. Ҫав тӗллевпе 160 бригада хатӗрленӗ. Ҫак эрне пуҫламӑшне илсен, планпа пӑхса хӑварнинчен 13 процентне прививка туса ӗлкӗрнӗ.
Тухтӑрсем шухӑшланӑ тӑрӑх, грипп тата ОРВИ кӑрлач уйӑхӗн вӗҫӗнче е тата нарӑс уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче ытларах аптӑратма пултарӗ. Пульницӑсенче аслисем валли 143 койка, ачасене валли 265 вырӑн хатӗрленӗ. Халӑх хушшинче чир-чӗр анлӑ сарӑлас пулсан, 1529 хушма вырӑн та йӗркелеме май пур.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.11.2024 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |