35 ҫултан ҫамрӑкрах тухтӑрсене, хула поликлиникисене е пӗтӗмӗшле практика тухтӑрӗсен офисӗсене ӗҫлеме килнӗскерсене, компенсаци парӗҫ. 200 пин тенке илес тесен вӗсен хӑйсен участокӗнче пӗр ҫул ӗҫлемелле.
Халӗ ҫӑмрӑк тухтӑрсем аслисен поликлиникисенче те, ачасен пульницисенче те кирлӗ. Ҫамрӑк специалистсем компенсацие кирек мӗнле тӗллевпе те тӑкаклама пултараҫҫӗ: счет ҫине хума та, вӗренӳшӗн тӳлеме те май пур. Ҫапах чылайӑшӗ 200 пин тенке пурӑнмалли ҫурт-йӗр условийӗсене лайахлатма ярать.
Аса илтерер: нумаях пулмасть РФ Президенчӗ Патшалӑх Думине янӑ Ҫырура ялсенчи шкулсене ӗҫлеме килекен вӗрентекенсене те 1 миллион тенкӗпе хавхалантармалли пирки каланӑ.
Паян Ҫӗнӗ Шупашкарта автошкул машини пӑтӑрмаха лекнӗ. Руль умӗнче стажер ларса пынӑ, автошкулӑн инструкторӗ — пассажир ларкӑчӗ ҫинче.
Ҫул-йӗр ҫинчи инкеке лекнӗ «ВАЗ-2107» автомобиль хуҫи Сӗнтӗрвӑрринчи автошкулсенчен пӗри иккен.
Чӑваш Енри Шалти ӗҫсен министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, курсанта машинӑпа ҫӳреме хӑнӑхтаракан инструктор тата хайхин стажерӗ Ҫӗнӗ Шупашкар урамӗпе пынӑ. Светофор вырнаҫтарман, анчах ҫынсене каҫма ирӗк пур тӗлтен шкул ачи каҫнӑ. Пулас водитель 11 ҫулти хӗрачана асӑрхаман-ши е транспорта чарса ӗлкӗреймен-ши — ачана ҫапса кайнӑ. Инкек кӑнтӑрла иртни 2 сехет ҫурӑ тӗлӗнче пулнӑ.
Урине ыраттарнӑ ачана пульницӑна илсе кайнӑ.
Пӑтӑрмах сӑлтавне халӗ тӗпчеҫҫӗ.
Чӑваш Енӗн тӗп хулинче тата тепӗр ҫын ҫине ҫурт ҫивитти ҫинчен юр йӑтанса аннӑ. Хӗрарӑмӑн тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтма тивнӗ. Вӑл пуҫне тата сулахай аллинчи икӗ пӳрнине ыраттарнӑ. Тухтӑрсем пулӑшнӑ хыҫҫӑн ӑна килне янӑ.
Инкек пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Шупашкарти Николаев урамӗнче пулса иртнӗ. Ку факта пӗлнӗ хыҫҫӑн РФ Следстви комитечӗ Чӑваш Енри управленийӗн тӗпчевҫисем тӗпчев пуҫарнӑ. Вӗсен тӗллевӗ — инкек сӑлтавне палӑртасси. Тата тӗрӗсрех каласан, нумай хутлӑ ҫурт-йӗре тытса тӑракан управляющи компани хӑйӗн тивӗҫне епле пурнӑҫланине тишкересси.
Иртнӗ уйӑхра Шупашкарта 14 ҫулти ача пульницӑра сипленмеллех шар курнӑччӗ. Ун ҫине юр тата пӑр йӑтӑнса аннӑччӗ. Ҫав факта тӗпе хурса тӗпчевҫӗсем пуҫиле ӗҫех пуҫарнӑччӗ.
Ыран, пуш уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Шупашкарта халӑха йышпа зарядка тума Хӗрлӗ лапама пуҫтарӗҫ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ.
«Пуш уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ умӗнчи Хӗрлӗ лапамра Пӗрлехи зарядка кунӗ иртӗ!
Пурне те ирхи зарядкӑна йыхравлатпӑр! Хал пухассине тата хаваслӑ кӑмӑл пурне те шантаратпӑр», — тесе ҫырнӑ министерствӑн сайтӗнче.
Канмалли кун хавас кӑмӑл шыраса ҫaвӑнта ҫити камсем каяссине пӗлеймӗпӗр. Массӑллӑ ҫавӑн йышши мероприятисене бюджет организацийӗсенче ӗҫлекенсене тата студентсене чылай чухне илсе тухни вӑрттӑнлӑх мар. Ыран та, ахӑртнех, Шупашкарти пульницӑсенче тӑрӑшакансемпе ытти хысна учрежденийӗнчи ӳркенмен маттурсем пухӑнӗҫ-тӗр.
Республикӑри сывлӑх сыхлавӗн учрежденийӗсем канмалли кунсене пӑхмӗҫ. Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ ведомствӑн учрежденийӗсем пуш уйӑхӗн 8-10-мӗшӗсенче епле ӗҫлессине палӑртнӑ ӗнтӗ.
Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗнче пульницӑсем этем ретлех канӗҫ. Тӳрех палӑртар: кунта сӑмах стационарта пулӑшу кӳрекенсем пирки мар. Амбулатори пулӑшӑвӗ ҫинчен калатпӑр. Пуш уйӑхӗн 9-мӗшӗнче шурӑ халатлисем ӗҫе тухӗҫ. Вал кун вӗсем шӑмат кунхи расписанипе ӗҫлӗҫ. Пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, вырсарни кун, яланхиллех канӗҫ.
Ҫынна васкавлӑ пулӑшу кирлӗ пулсан пульницӑсем ӗҫлемеҫҫӗ тесе шикленмелле мар. Васкавлӑ пулӑшу кӳрекенсем канмалли кунсенче те, уявсенче те талӑкӗпех йышӑнӗҫ.
Ача-пӑча кухнисемпе ача-пӑча апатне валеҫекен пунктсем пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗпе 10-мӗшӗнче канӗҫ, 9-мӗшӗнче ӗҫлӗҫ.
Дмитрий Абрамов ятлӑ ҫын тӗнче тетелӗнчи «Контактра» халӑх ушкӑнӗнче пульницӑри пӑтӑрмаха ҫырса кӑтартнӑ.
Дмитрий ачипе Шупашкарӑн Кӑнтӑр-Хӗвеланӑҫ районӗнчи Энтузиастсен урамӗнчи 28-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ ача-пӑча пульницине кайнӑ иккен.
«Вӑл вырӑн пирки япӑх калаҫнине унччен те
чылай илтнӗччӗ. Ҫав учреждение тарӑхнипе уйрӑм ҫын клиникисене каякансем пуррине те пӗлетӗп», — тенӗ пост авторӗ.
Вӑтам ҫулсенчи врач ӗҫ вырӑнӗнче чылай вӑхӑт пулман хыҫҫӑн: «Мӗншӗн кая юлса килетӗр?» — тесе кӗтсе илнӗ-мӗн. «Хӑй вӑл ӑҫта ҫӳрет?» — тӗлӗннӗ Дмитрий.
Пост авторӗ тухтӑра ун пек сасӑпа калаҫмалла марри пирки малтан лӑпкӑн асӑрхаттарнӑ иккен, кайран тавлашасси патне ҫитнӗ. Унтан тухтӑр йышӑнмассине пӗлтернӗ, кайма сӗннӗ.
Нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Маяк ялӗ ҫывӑхӗнче «Патӑрьел – Канаш – Шупашкар» маршрутпа ҫӳрекен автобус аварие лекнӗ. Ун чухне салонра пулнӑ виҫӗ ҫын – 18 ҫул тултарман ачасем – суранланнӑ. 10-ри ача комӑна кӗрсе ӳкнӗ.
Шел те, ӗнер пульницӑран хурлӑхлӑ хыпар килнӗ: 10 ҫулти арҫын ача тӑна кӗмесӗрех вилнӗ. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 16-ри тата 17-ри арҫын ачасем халӗ те пульницӑра.
Ҫав кун КамАЗ транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухнӑ та микроавтобуспа ҫапӑннӑ. КамАЗ водителӗ вырӑнтан тарса ҫухалнӑ. Ӑна Канаш районӗн чиккинче тытса чарнӑ. Вӑл ун чухне урӑ пулнӑ.
Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, ӑна ШӖМ следователӗсем тӗпчеҫҫӗ.
Нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнчи Вӑрманкас Пайкилт ялӗнче инкек пулни пирки хыпарланӑччӗ. Аса илтерер: унта виҫӗ ватӑ ҫынна икӗ овчарка тапӑннӑ. Пӗри, 76 ҫулти хӗрарӑм, вилмеллех суранланнӑ.
Ку инкек ир-ирех пулнӑ. Йытӑ ҫынна тапӑннине курсан пӗри кӗреҫепе сусӑр старике хӳтӗлеме тухнӑ. Анчах иккӗшне те йытӑсем ҫыртса пӗтернӗ. Пӗрин алли суранланнӑ, теприн — пуҫӗ.
ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви йытӑсенчен шар курнӑ икӗ ватӑ ҫын хӑйсене мӗнле туйни пирки пӗлтернӗ. Пӗри — амбулатори сиплевӗнче, тепри Ҫӗрпӳ районӗн пульницинче выртать, унӑн сывлӑхӗ хӑрушлӑхра мар.
Инкек вырӑнӗнче юн нумай тӑкӑннӑ. Шар курнӑ ҫынсен кӳршисем каланӑ тӑрӑх, вӗсем йытӑсем тапӑннине курман, мӗншӗн тесен ку ирех пулнӑ. Ял халӑхӗ овчаркӑсем каҫхине ирӗкре чупса ҫӳренине курнӑ. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, хуҫисем вӗсене хӑш чухне каҫхине сӑнчӑртан салтса янӑ.
Шупашкар хула администрацйӗнче иртнӗ планеркӑра хальхинче ҫуртсен тӑрринчи юр, тумла пӑрӗсем пирки калаҫнӑ. Ҫак ыйтӑва ҫӗклемешкӗн сӑлтавӗ те пулнӑ: икӗ ҫын ҫине юр персе аннӑ.
Нарӑс уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Водопровод урамӗнчи 15-мӗш ҫурт тӑрринчен 13 ҫулти ача ҫине юр чӑмакки йӑтӑнса аннӑ. Тӳрех каласа хӑвармалла: ҫак ҫурта «Управдом» управляющи компанийӗ пӑхса тӑрать. Ачан пуҫӗ суранланнӑ, ӑна пульницӑна илсе кайнӑ.
Нарӑсӑн 16-мӗшӗнче Ленин Комсомолӗн урамӗнче 28 ҫулти хӗр суранланнӑ. Ун ҫине 10/1-мӗш ҫурт тӑрринчен юр ӳкнӗ. Ку ҫурта «Эркер» ТСЖ пӑхса тӑрать.
Хула пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков район ертӳҫисене асӑрхаттару панӑ, ҫурт тӑррисене юртан тасатма хушнӑ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Вӑрманкас Пайкилт ялӗнче пысӑк инкек пулса тухнӑ. Унти пӗр фермерӑн икӗ овчарки килтен тухса кайнӑ та урампа иртсе пыракан 76 ҫулти хӗрарӑма тапӑннӑ. Инкеке асӑрхаса хӗрарӑма пулӑшма чупса ҫитнӗ 70-ти тата 60 ҫулти арҫынсене те шеллемен ҫавсем. Иккӗшне те пульницӑна лекмеллех ҫыртса пӗтернӗ.
Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн тӗпчевҫисем ку инкек тӗлӗшпе ҫийӗнчех пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Йытӑ хуҫине РФ Пуҫиле кодексӗн 109-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе айӑплама пултараҫҫӗ. Ку статья — асӑрханмасӑр ҫынна вӗлерни пирки. Усал йытӑсене персе пӑрахма йышӑннӑ.
Пуҫиле ӗҫе тӗпченӗ май хаяр овчаркӑсем урама епле тухса кайнине, хуҫи вӗсене епле усранине тата ыттине тӗпчӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.11.2024 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |