Сывлӑх
![]() tonometr58.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар районӗнчи тӗп пульницӑна 19 дефибриллятор кӳрсе килнӗ. Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерствин сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, аппарата сывлӑх сыхлавӗн пирвайхи сыпӑкне юсаса ҫӗнетессипе ҫыхӑннӑ программӑпа килӗшӳллӗн туяннӑ. «Дефибриллятор чӗрепе ӳпке чирӗпе чирлесен реанимаци вӑхӑтӗнче, кардиоплегипе ҫыхӑннӑ операцисенче кирлӗ. Чӗре кӗтмен ҫӗртен чарӑнса ларасран пулӑшать», — ӑнлантарнӑ Шупашкар районӗнчи тӗп пульницӑн аслӑ фельдшерӗ Алевтина Окликова. Реанимаци оборудованине пульницӑн подразделенийӗсене ҫывӑх вӑхӑтра валеҫсе парӗҫ. 9 дефибриллятора врач амбулаторийӗсене парӗҫ, пӗрне — 1 Ишлейри пульницӑна, пӗрне — Тутаркассинчи участок пульницине. 7 дефибриллятора халӑх йышлӑ вырӑнсенчи ФАПсене илсе кайӗҫ, пӗри район пульницинче юлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |