Сывлӑх
![]() Шупашкар районӗнче икӗ пульницӑна тӗплӗн юсама палӑртнӑ. Ку хыпара республикӑн Сывлӑх сыхлав министерстви паян пӗлтернӗ. Ӗнер Шупашкар районӗнче сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов пулнӑ. «Перекетлӗ поликлиника» наци проектне пурнӑҫа кӗртнӗ май район пульницинчи стационарта тивӗҫлӗ ӗҫсем туса ирттермелле. Министр пульницӑн путвалӗнче юсав ӗҫӗсем епле пынипе те паллашнӑ. Маларах асӑннӑ наци проекчӗпе килӗшӳллӗн Ишлейри 2-мӗш номерлӗ район пульницине тата Тутаркассинчи участокри пульницӑна та тӗплӗн юсаса ҫӗнетме палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |