Чӑваш Енри тухтӑрсем телемедицина мелӗпе тӑтӑшах канашлаҫҫӗ, ҫавна май вӗсем ҫынсене вилӗмрен те ҫӑлса хӑвараҫҫӗ.
Кӑҫалхи 4 уйӑхра 1500-е яхӑн телемедицина консультацийӗ ирттернӗ. Районсенчи тухтӑрсем республикӑрисемпе канашлаҫҫӗ, республикӑрисем — федераци клиникисенчисемпе.
Пысӑк шайри пултаруллӑ тухтӑрсем хӑйсен ӗҫтешӗсене видеомелпе тӗрлӗ канаш параҫҫӗ. Хӑш-пӗр чухне медицина консилиумӗсем пухаҫҫӗ.
Телемедицина пулӑшӑвӗ аталаннине пула пациента тепӗр больницӑна илсе кайса кӑтартма хӑтланмалла мар.
Чӑваш Енре пурӑнакансен ӗмӗрӗ вӑрӑмланнӑ (анчах ҫав цифра миҫе ҫулпа танлашнинеРеспубликӑн клиника больницин сайтӗнчи хыпарта асӑнман). Ырӑ хыпара республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов ӗнер, ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Республикӑн клиника больницинче иртнӗ Тӗп тухтӑр кунӗнче палӑртса хӑварнӑ.
Сывлӑх сыхлав министерствин медицина профилактики енӗпе ӗҫлекен штатра тӑман тӗп специалисчӗ Елена Наумова диспансеризаци тата профилактика тӗллевӗпе ирттерекен медтӗрӗслевсен пӗлтерӗшӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Кӑҫал 64 пин ытла ҫынна ҫав тӗллевпе тӗрӗслесе ӗлкӗрнӗ. Елена Анатольевна чӗрепе юн тымарӗсен чирӗсене, усал шыҫҫа, сахӑр диабетне тата ӳпкен чирне иртерех тупса палӑртни пӗлтерӗшли ҫинчен те чарӑнса тӑнӑ.
Психиатри пульницине тӗпрен юсасшӑн. Ҫавна май аукцион иртет, тендера патшалӑх закупкисен сайтне вырнаҫтарнӑ.
Тӗплӗ юсава Шупашкарти Пирогов урамӗнче вырнаҫнӑ Республикӑри психиатри пульницин хӗрарӑмсен корпусӗнче тӑвӗҫ.
Аукционри пуҫламӑш хак – 119 миллион тенкӗ. Психиатри пульницине ҫӗнетмешкӗн республикӑри хыснаран укҫа уйӑрӗҫ.
Аукцион ҫӗнтерӳҫин ӗҫсене кӑҫалхи раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗччен вӗҫлемелле.
Етӗрне районӗн тӗп пульници тинех ковид-режимран тухнӑ. Вӑл ковид-госпиталь пек ӗҫлеме пуҫланӑранпа кӗҫ-вӗҫ 2 ҫул ҫитмеллеччӗ. Унта 2020 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче кӑшӑлвируспа чирлисене сиплеме пуҫланӑ.
Ҫак икӗ ҫулта Етӗрнери ковид-госпитальте 4 пине яхӑн ҫын сипленнӗ. Чирлекенсем сахалланнине кура ӑна ахаль режимпах ӗҫлеттерме йышӑннӑ. Халӗ унта виҫӗ хутӗнче те дезинфекци тунӑ.
Паянхи кун пульница пациентсене унчченхи пекех йышӑнать, чирлисене планпа килӗшӳллӗн сипленме вырттараҫҫӗ. Анчах, паллах, пульницӑна выртиччен пациентсем кӑшӑлвирус пуррипе ҫуккине тӗрӗслеме анализ параҫҫӗ.
Ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Республикӑн клиника пульницинче Уҫӑ алӑксен кунне ирттерӗҫ. Тухтӑрсем ҫынсене 8 сехетрен тытӑнса 13 сехетчен йышӑнӗҫ.
Республика пульницин консультацин 1-мӗш уйрӑмӗнче (вӑл Шупашкарти Мускав проспектӗнче 11-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ, «Республика пульници» чарӑнура тухмалла) ҫак специалистсем йышӑнӗҫ: акушер-гинеколог, аллерголог-иммунолог, гастроэнтеролог, гематолог, невролог, нейрохирург, офтальмолог, пульмонолог, ревматолог, нефролог, уролог, хирург, травматолог, эндокринолог.
Консультацин 2-мӗш уйрӑмӗнче (вӑл Шупашкарти Мускав проспектӗнче 19/4-мӗш ҫуртӗнче вырнаҫнӑ, «Афанасьев урамӗ» чарӑнура тухмалла) гастроэнтеролог, акушер-гинеколог, невролог-паркинсонолог, эпилептолог, офтальмолог, ревматолог, сурдолог-отоларинголог, терапевт, кардиолог, хирург-колопроктолог йышӑнӗҫ.
Специалистсем патне лекес тесен Республика пульницин поликлиникин call-центрне 8 (8352) 45-95-58) номерпе шӑнкӑравласа ҫырӑнмалла.
Республикӑри кардиологи диспансерӗнче хамӑр ҫӗршывра туса кӑларакан оборудованипе тата ытти материалпа ӑнӑҫлӑ усӑ кураҫҫӗ. Республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, кардиохирургсем тӑван ҫӗршывра кӑларнӑ чӗре клапанӗсен протезӗсене вырнаҫтараҫҫӗ.
«Паян эпир Раҫҫейре туса кӑларакан чӗре клапанӗсемпе ӗҫлетпӗр. Всем шанчӑклӑ, пысӑк пахалӑхлӑ», — тесе каланӑ кардидиспансерӑн кардиохирурги пайӗн заведующийӗ Андрей Родионов.
Кардиодиспансерта чӗрепе юн тымарӗсен чирӗсемпе ҫыхӑннӑ 3 пин ытла операци ҫулсерен ирттереҫҫӗ, ӗҫре пысӑк шайри технологисемпе усӑ кураҫҫӗ. 2021 ҫулта чӗре клапанӗсен 65 протезне вырнаҫтарнӑ.
Шупашкарта вырнаҫнӑ Республикӑри клиника онкологи диспансерӗн ҫуртне тӗпрен юсаса ҫӗнетме палӑртнӑ. Халӗ юсав ирттерекен организацие суйлама аукцион ирттерессине пӗлтернӗ. Контрактӑн пуҫламӑш хакӗ 321,4 миллион тенкӗпе танлашнӑ.
Онкодиспансерӑн хирурги корпусне, пульницӑн тулаш енне, ҫавӑн пекех хирургипе радиологи корпусӗсен территорине тирпей-илем кӗртесшӗн.
Юсав ӗҫӗсене 2023 ҫулхи раштав уйӑхӗн 11-мӗшӗнчен кая юлмасӑр вӗҫлемелле.
Ҫӗмӗрлере пурӑнакан 72 ҫулти арҫынна питӗ ӑннӑ темелле. Ӑна санавиаци вертолечӗпе Шупашкара хӑвӑрт илсе ҫитернӗ.
Пӗр кун маларах арҫынна васкавлӑ медпулӑшупа Ҫӗмӗрлери пульницӑна илсе ҫитернӗ. Унӑн кӑшӑлвирус чирне пула миокард инфаркчӗ пулнӑ. Тухтӑрсем унӑн сывлӑхӗ йывӑр пулнине палӑртнӑ.
Пациента санитари вертолечӗпе Шупашкара, Республикӑри кардиологи диспансерӗн ковид-госпитальне, илсе ҫитернӗ.
Палӑртмалла: юлашки уйӑхра санавиаци вертолечӗ Ҫӗмӗрлери пульницӑна тӑватӑ хут вӗҫнӗ.
Кӑшӑлвирус вӑйлӑ сарӑлнӑ вӑхӑтра Ҫӗнӗ Шупашкарти пульница ковид-госпиталь пек ӗҫленӗ. Юлашки вӑхӑтра каварлӑ чир парӑнма пуҫланӑ, ҫавна май спутник хулари пульница та ахаль чухнехи пек ӗҫлеме пуҫлӗ.
Ҫак сывлӑх сыхлавӗн учрежденийӗ ахаль режим ҫине ырантан, пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнчен, куҫӗ. Пульницӑра дезинфекци тунӑ. Ырантан унта
пациентсене йышӑнма пуҫлӗҫ.
Сӑмах май, иртнӗ эрнере Хулан 2-мӗш пульници те ковид-госпиталь пек ӗҫлеме пӑрахнӑ.
Республикӑн кардиологи диспансерӗнче ҫӗнӗ йышши аппаратпа юн тасатма тытӑннӑ. Ҫӗнӗлӗхе хӑнӑхтарма сывлӑх сыхлав учрежденийӗнче ӑсталӑх сехечӗсем иртӗҫ, врачсен лекцисем вулӗҫ. Ку ӗҫе сывлӑх сиплев учрежденийӗ пӗр уйӑхра туса ирттерме палӑртнӑ.
Иртнӗ эрнере пӳре чирӗпе нушаланакан ҫыннӑн юнне ҫавӑн пек мелпе тасатнӑ та ӗнтӗ. Токсинсене ҫав аппаратпа организмран кӑларса организма таса юнпа тивӗҫтернӗ. Тухтӑрсем COVID-19 чирпе нушаланакан пациентсен юнне те ятарлӑ аппаратпа тасатӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ржанов Василий Тимофеевич, чӑваш драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| Шупашкарта Чӑваш тӗп музейӗ уҫӑлнӑ. | ||
| Одюков Иван Ильин, чӑваш фольклорне пухаканӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |