Республикӑра
![]() medicin.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗсемпе усӑ курса Таисия Ташней хатӗрленӗ коллаж Комсомольски районӗнчи тӗп больницӑра ҫӗнӗ тӗп тухтӑр ӗҫе кӳлӗннӗ. Унпа республикӑн сывлӑх министрӗ Владимир Степанов видеоконференци ҫыхӑну мелӗпе ирттернӗ канашлура коллектива паллаштарнӑ. Коллектив, тӗрӗссипе, хӑйӗн ҫӗнӗ пуҫлӑхне унччен те пӗлнӗ-палланӑ-ха. Инна Ефремова тӗп врачӑн медицина енӗпе заместитель пулса тӑрӑшнӑ. Тӗп врача лартиччен ҫав тивӗҫе пурнӑҫласа пынӑ. Инна Ефремова 1993 ҫулта И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУран вӗренсе тухнӑ, «Сиплев ӗҫӗ» специальноҫа алла илнӗ. Терапевт специальноҫӗсӗр пуҫне вӑл кардиологи енӗпе аслӑ квалификациллӗ врач шутланать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |