
Республикӑра санитари авиацийӗ ӗҫлеме пуҫлани пирки унччен пӗлтернӗччӗ. Хальхинче вертолетпа пушарта шар курнӑ арҫынна Шупашкара илсе ҫитернӗ.
Улатӑр округӗнче пурӑнаканскер пиҫсе кайнӑ. Малтанах ӑна районти пульницӑна илсе ҫитернӗ. Хулари специалистсемпе телемедицина консультацийӗ ирттернӗ хыҫҫӑн пациента Республикӑри клиника пульницине илсе кайма йышӑну тунӑ.
Темиҫе сехетренех ӑна хулари тухтӑрсем тӗрӗслеме, сиплеме пуҫланӑ. Арҫыннӑн кӗлеткин 35 проценчӗ тата сывлав ҫулӗсем пиҫсе кайнӑ. Халӗ вӑл сипленет. Кайран унӑн чылай вӑхӑт вӑй илмелле пулӗ.

Ҫулла пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре икӗ ача ҫӗлен сӑхнинчен шар курнӑ. Иккӗшне те Республикӑри ача-пӑча клиника пульницине илсе килнӗ.
11 ҫулти арҫын ача ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле дачӑра пулнӑ. Уҫӑлса ҫӳренӗ чухне вӑл хура ҫӗлен ҫине пуснӑ. Ӑна васкавлӑ медпулӑшу машинипе Шупашкарти пульницӑна илсе ҫитернӗ. Унта тухтӑрсем хура ҫӗлен наркӑмӑшне пӗтерекен сыворотка янӑ. Арҫын ача стационарта 10 кун сипленнӗ.
13 ҫулти арҫын тусӗпе уҫӑлса ҫӳренӗ чухне ури тӗлӗнчен темӗн чикнине туйнӑ. Ун хыҫҫӑн вӑл ҫав вырӑнта хӗрлӗ пулнине асӑрханӑ. Вӑл та пульницӑра сипленнӗ.
Аса илтерер: ҫӗртме уйӑхӗнче республикӑра ҫичӗ ҫынна хура ҫӗлен сӑхнӑ.

Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерстви больницӑран бензин вӑрланипе вӑрламаннине тӗрӗслӗ.
Ку пӑтӑрмахла историе «PRO Город» кӑларӑм МАХри каналта ӗнер хыпарланӑччӗ. Унта Шупашкарти 1-мӗш клиника больницинче сипленекен ҫын ӳкерсе илнӗ видеона вырнаҫтарнӑ.
Видеора арҫын канистрпа тем йӑтса тухса ҫӑмӑл машина багажникне лартса хуни курӑнать.
Видеона ӳкерекен арҫын кун пек япалана курсан тӗлӗннӗ. Вӑл патшалӑх сывлӑх сыхлав учрежденийӗсем валли уйӑракан бензина ҫавӑн пек вӑрлаҫҫӗ иккен-ха тесе кӑмӑлсӑрланнӑ.
Видео халӑх тетелне лекнӗ хыҫҫӑн ку пӑтӑрмаха республикӑн Сывлӑх сыхлав министерстви тӗрӗслессине пӗлтернӗ. Енчен чӑнах та вӑрланӑ пулсан яваплисем право тӗлӗшӗнчен те хак парассине шантарнӑ.

Шупашкар хулинчи тухтӑрсем зубочистка ҫӑтса янӑ 37 ҫулти арҫыннӑн пурнӑҫне ҫӑлнӑ.
Ку ҫапларах пулса иртнӗ: арҫын ирхине вӑрансан мухмӑрпа, хырӑм ыратнипе аптӑраса ӳкнӗ. Унӑн ӳт температури те хӑпарнӑ. Ыратнине ирттерекен эмелсем ӗҫнӗ, анчах вӗсем пулӑшман. Больницӑнах кайма тивнӗ.
Хулари тӗп пульница тухтӑрсем тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн унӑн вун ик пумӑклӑ пыршӑлӑхӗнче темӗнле япала тӑрӑнса ларнине асӑрханӑ. Ку зубочистка тесе палӑртнӑ. Ҫакна Васкавлӑ медпулӑшу пульницин тухтӑрӗсем те ҫирӗплетнӗ.
Хирургсем арҫынна операци тунӑ. Чӑнах та, вун ик пумӑклӑ пыршӑлӑхӗнче зубочистка пулнӑ.
Тухтӑрсем асӑрхаттараҫҫӗ: зубочистка ҫӑтса ярса ҫын вилме пултарать. Шӗвӗрскер апат ҫулне, хырӑмлӑха е пыршӑлӑха тӑрӑнса ларма пултарать, ҫавна май шала юн каять е перетонит пулать.

Паян ирхине 10 сехет те 15 минутра Шупашкарта Эгер бульварӗнче, «Рябинка» общество транспорчӗн чарӑнӑвӗнчен инҫех мар, 45-мӗш маршрутпа ҫӳрекен автобус тӑрук чарӑннипе икӗ пассажир пульницӑна лекнӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Лотос» автобус рулӗ умӗнче ларнӑ 52 ҫулти водителӗн хӑвӑрт кӑна чарӑнма тивнӗ. Хӑй ӑнлантарнӑ тӑрӑх, малти вӗренӳ машини тӑрук чарӑннипе вӑл тормоз ҫине вӑйлӑ пуснӑ. Халӗ Патшалӑх автоинспекцийӗн ӗҫченӗсем ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Ҫав самантра салонра 7 ҫын пулнӑ. Автобус тӑрук чарӑннипе 1954 ҫулта ҫуралнӑ тата 1961 ҫулта кун ҫути курнӑ икӗ хӗрарӑм ӳксе аманнӑ. Вӗсене иккӗшне те Шупашкарти васкавлӑ медпулӑшу пульницине илсе ҫитернӗ. Унти тухтӑрсем вӗсен сывлӑхне тӗрӗслӗҫ тата сиплӗҫ.

Шупашкарти тухтӑрсем 6-мӗш хутран ӳкнӗ 16 ҫулти хӗрӗн пурнӑҫне ҫӑлса хӑварнӑ.
Хальхи вӑхӑтра вӑл Республикӑри ача-пӑча клиника больницинче реабилитаци витӗр тухать. Сиплев вӑраха тӑсӑлӗ, анчах тухтӑрсем лайӑххине кӑна шантараҫҫӗ: реабилитаци витӗр тухсан хӗр утма кӑна мар, ташлама та пултарӗ.
Нумаях пулмасть пульницӑра катастрофа медицинин тата васкавлӑ медпулӑшу центрӗн тӗп тухтӑрӗ Ольга Краузе пулнӑ. Вӑл анестезиологи тата реанимаци уйрӑмӗнче выртакан 16-ри хӗр патне те кӗрсе тухнӑ. Пациентка ун чухне тухтӑр пулма ӗмӗтленнине пӗлтернӗ. Ольга Краузе унпа пӗрле Шупашкарти медицина колледжне экскурсие кайса килме калаҫса татӑлнӑ.
Сӑмах май, кӑҫал Республикӑри ача-пӑча клиника пульницине ҫӳллӗшӗнчен ӳкнӗ 6 ачана илсе ҫитернӗ.

Паян ирхине Сӗнтӗрвӑрри районӗн пульницинче рентген аппарат ҫунма тытӑннӑ. Юрать-ха, никам та шар курман, ҫурт та сиенленмен.
ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, хальхи вӑхӑтра пульница расписанипе килӗшӳллӗнех ӗҫлет. Рентген аппарат мӗншӗн ҫунма тытӑннине тӗпчеҫҫӗ. Ведомство лару-тӑрӑва сӑнаса тӑрать.
Аппарат ҫунма тытӑнсан пациентсене тата медӗҫченсене пурне те урама кӑларнӑ. Ҫулӑма вара Инкеклӗ лару-тӑру министерствин специалисчӗсем хӑвӑртах сӳнтернӗ.

Чӑваш Енре арҫын ӳсӗрнипе Хулари 1-мӗш клиника пульницине пулӑшу ыйтма пынӑ. Тухтӑрсем КТ тунӑ: унӑн ӳпкинче темӗнле япала курӑннӑ.
Специалистсем лайӑхрах пӑхнӑ та – ҫав япала грануляци тӗртӗмӗпе хупланнине палӑртнӑ. Эппин, вӑл унта тахҫанах лекнӗ.
Малтан тухтӑрсем диагноза тӗрӗс палӑртма биопси илнӗ, кайран видеоэндоскоп пулӑшнипе ҫав япалана кӑларнӑ. Ӳпкере какай шӑмми пулнӑ иккен. Пациент ӑна тахҫан апат ҫине чыхне сывласа илнӗ.
Операци йӗркеллех иртнӗ. Халӗ пациент вӑй пухать.

Канаш округӗнче 6 ача арпус ҫисе наркӑмӑшланнӑ та пульнцӑна лекнӗ. Вӗсене ӗнер каҫхине илсе ҫитернӗ.
Ҫакӑ паллӑ: вӗсем пурте пӗр ялта хӑнара пулнӑ, арпус ҫисен хӑйсене япӑх туйма тытӑннӑ. Ачасене пульницӑна вырттарнӑ. Тухтӑрсем вӗсен сывлӑхне сӑнаса тӑраҫҫӗ.
ЧР Сывлӑх сыхлавӗн тӗп диетологӗ Алина Степанова каланӑ тӑрӑх, пиҫме вӑхӑт ҫитиччен арпус тата ытти культура сывлӑхшӑн сиенлӗ, унра нитрат тата ҫимӗҫе ӳсме пулӑшакан хими нумай пулма пултарать. Ун пек ҫимӗҫсене пула уйрӑмах ачасем йывӑр наркӑмӑшланаҫҫӗ.

Республикӑн кардиологи диспансерӗнче нумаях пулмасть икӗ ватӑна кардиостимулятор лартса янӑ. Чӗре чирӗпе аптӑракан 84 ҫулти Раиса Егоровнӑпа 86 ҫулти Варвара Михайловнӑна тухтӑрсем нумаях пулмасть операци тунӑ.
Кардиодиспансерта пӗлтернӗ тӑрӑх, ку кинемейсем выҫлӑха аван астӑваҫҫӗ. Кашни апатах тутлӑн пулнӑн ун чухне вӗсене. Хырӑм вара ялан выҫӑ ҫӳренӗ.
Халӗ кинемейсен пурнӑҫӗнче ҫӗнӗ тапхӑр пуҫланнӑ темелле. Вӗсен чӗрисем малашне электрокардиостимуляторпа ӗҫлӗҫ.
«Халӗ чӗре лайӑх тапать. Малтанхи пек сывлӑш пӳлӗннипе аптӑрамастӑп», – хавхаланса та хавасланса каласа кӑтартнӑ операци хыҫҫӑн Варвара Михайловна.
Ватӑсене Ҫӗнтерӳ кунӗпе чӗре тухтӑрӗсем саламланӑ, асӑнмалӑх вӗсене чечек парнеленӗ.
