Ҫурла уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Шупашкарти социаллӑ экономика аталанӑвне пӗтӗмлетнӗ. Ку мероприятие Элтепер яланах хутшӑннӑ. Анчах хальхинче вӑл унта курӑнман. Кун пирки «Правда ПФО» сайт ҫырать.
«Мероприятире пӗртен-пӗр кӗтменлӗх Михаил Игнатьев ҫукки пулчӗ», - ҫапла ҫырнӑ сайт. «Правда ПФО» пӗлтернӗ тӑрӑх, Элтепер ҫитес эрнерен каллех отпуска каять. Вӑл каннӑ чухне сывлӑхне малалла ҫирӗплетет-мӗн.
Аса илтерер: утӑ уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Михаил Игнатьев Питӗрти пульницӑра кардиологи уйрӑмӗнче сипленнӗ. Унтан вӑл утӑн 27-мӗшӗнче таврӑннӑ, Михаил Васильевич кун пирки Инстаграмри хӑйӗн страницинче те пӗлтернӗ.
Пульницӑран таврӑнсан Элтепер ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ӗҫе кӳлӗннӗ. Ҫав кунах вӑл Атӑл хӗрринче уҫӑлса ҫӳренӗ, иртен-ҫӳренпе калаҫнӑ.
Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Правительство ҫуртӗнче республикӑн строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ пулмалли кандидата суйламалли конкурс иртнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: конкурс комиссийӗн ларӑвне ЧР Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумӗ – Элтепер Администрацийӗн Ертӳҫи Юрий Васильев ертсе пынӑ.
Паян республикӑн строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ пулма ҫирӗплетесси ҫинчен хушу кӑларнӑ. Ӑна ЧР Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Иван Моторин алӑ пуснӑ. Документа Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
Министр ҫумӗн пуканне ӗнерхи конкурс ҫӗнтерӳҫине Павел Порфирьева шанса панӑ.
Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Правительство ҫуртӗнче республикӑн строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ пулмалли кандидата суйламалли конкурс иртнӗ. Конкурс комиссийӗн ларӑвне ЧР Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумӗ – Элтепер Администрацийӗн Ертӳҫи Юрий Васильев ертсе пынӑ.
Министр ҫумӗ пулма кандидатсене суйламалли конкурс иртессине маларах Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче тата РФ граждан службин кадрӗсен управленийӗн тӗнче тетелӗнчи пӗрлехи тытӑмӗнче утӑ уйӑхӗн 26-мӗшӗнче пӗлтернӗ.
Министр ҫумӗн пуканне йышӑнас кӑмӑллисем иккӗн тупӑннӑ: Денис Валерианович Афанасьев тата Павел Николаевич Порфирьев.
Конкурс комиссийӗн пайташӗсем Павел Порфирьев кандидатурине ырланӑ.
Шупашкар ҫыннине Сартура РФ Президенчӗн тулли полномочиллӗ полпречӗ пулма шаннӑ. Ҫав ӗҫе Григорий Сергеев пурнӑҫлӗ.
Григорий Витальевич 1983 ҫулта Шупашкарта ҫуралнӑ. Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 6-мӗшӗнче ӑна Сарту тӑрӑхӗнче полпред тивӗҫне шаннӑ. Ҫурла уйӑхӗн 6-мӗшӗнче ӑна полпред пулма ҫирӗплетнӗ.
Григорий Сергеев 2005 ҫулхи юпа уйӑхӗнчен пуҫласа Чӑваш Енӗн Президенчӗн Администрацийӗнче патшалӑх граждан службин тата кадрсен пайӗнче тӗп специалистӗнче, консультантра ӗҫленӗ. 2008 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче ӑна маларах асӑннӑ пайри патшалӑх службин секторӗн заведующине лартнӑ. Ҫав ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче вӑл унта пай пуҫлӑхӗ пулса тӑнӑ. 2009 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче РФ Президенчӗн Атӑлҫи федераци округӗнчи полпредствинче кадр ыйтӑвӗ, патшалӑх награди тата патшалӑх служби енӗпе канашҫӑра тӑрӑшма тытӑннӑ. Чулхула облаҫӗн полпречӗ те пулнӑ.
«Медиалоги» информаципе аналитика тытӑмӗ Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи хуласен мэрӗсен черетлӗ танлаштарӑмне хатӗрленӗ. Хальхинче вӗсен утӑ уйӑхӗнчи ӗҫӗ-хӗлне хакланӑ.
Хальхинче Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ 5 йӗрке аялалла аннӑ, ҫапла майпа вӑл 10-мӗш йӗркене йышӑннӑ. Алексей Ладыковӑн медиаиндексӗ, федераци тата регионти массӑллӑ информаци хатӗрӗсенчи кӑтартусене илсен, 3 089-па танлашнӑ.
Танлаштарӑмра хальхинче Чулхула хула администрацийӗн, Сарӑту хула администрацийӗн, Ӗпхӳ хула администрацийӗн пуҫлӑхӗсем малти вырӑнсене йышӑннӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Атӑл хӗррине уҫӑлма тухнӑ.
Тӗрӗссипе, унччен те вӑл сывӑ пурнӑҫ йӑли-йӗркине тытса пынӑ-ха, спортпа туслипе палӑрать. Хӗлле йӗлтӗрпе, ҫулла ролик конькипе тата велосипедпа ярӑнать. Халӗ вӑл каллех Атӑл хӗррине уҫӑлма тухнӑ. Спорт тумӗ тӑхӑннӑ, хаваслӑ сӑнлӑ Элтепер ҫынсемпе калаҫнӑ, вӗсемпе сӑн ӳкерӗннӗ. Сӑн ӳкерчӗксен айне: «Хастар тата позитивлӑ ҫынсем ҫыран хӗрринче яланхиллех. Атӑл вӑй парать!» — тесе ҫырнӑ.
Сӑн ӳкерчӗксене пӑхсан Элтепер мӗнпе ярӑнни паллӑ мар. Вӑл, ахӑртнех, уҫӑлса ҫӳренӗ.
Атӑл ҫыранӗ хӗрринчи сӑн ӳкерчӗксене Инстаграма паян, ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, ҫур сехет каярах вырнаҫтарнӑ. Сӑн ӳкерчӗксен айне ҫак самантра тӑватӑ ҫын комментари ҫырнӑ.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков пӗлтӗр тупӑш декларацийӗнче банк счечӗсене туллин кӑтартман-мӗн. Ҫакна прокуратура тӗрӗслев хыҫҫӑн тупса палӑртнӑ.
Ведомство администраци ертӳҫи тӗрӗс мар кӑтартусем панине палӑртсан Шупашкарти депутатсен хула пухӑвне представлени панӑ. Хула пухӑвӗ Алексей Ладыкова дисциплинарлӑ майпа явап тыттарнӑ. Мӗнле майпа явап тыттарнине туллин кӑтартман. Саккунпа килӗшӳллӗн, муниципалитет тӳре-шарине асӑрхаттару, выговор пама е ӗҫрен кӑларма пултараҫҫӗ.
Аса илтерер: Алексей Ладыков пӗлтӗр тӗп ӗҫ вырӑнӗнче 1 465 496 тенкӗ ӗҫлесе илнӗ, хушма тупӑш 3 пинпе танлашнӑ.
ЧР Элтеперӗ Питӗрте пульницӑра кардиологи уйрӑмӗнче сипленни пирки хыпарланӑччӗ. Михаил Игнатьев Инстаграмри страницинче хӑйӗн пирки тӑтӑшах пӗлтерсе тӑрать. Хальхинче те ҫӗнӗ хыпар тупӑннӑ – Михаил Васильевич Чӑваш Ене таврӑннӑ.
Утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, паян, Михаил Васильвич страницинче ҫапла ҫырнӑ: «Чӑваш Ене таврӑнтӑм. Пурне те тӑван тӑрӑхра салам яратӑп!»
Аса илтерер: ЧР Элтеперӗ Питӗрти пӗр пульницӑра кардиологи уйрӑменче сипленнӗ. Администраци ертӳҫи Юрий Васильевич хыпарланӑ тӑрӑх, ку планпа пӑхса хунӑ сиплев пулнӑ. Анчах Элтепер пульницӑна ӗҫлӗ тӗлпулу хыҫҫӑн ӑнсӑртран лекнӗ.
Чӑваш Енӗн Раҫей Федерацийӗн Президенчӗ ҫумӗнчи полпречӗн ҫумӗ пулма Сергей Григорьева шаннӑ. Ку хушӑва паян, утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, республикӑн премьер-министрӗ Иван Моторин алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнчи «Законодательство» (чӑв. Саккунсен пуххи) ярӑма вырнаҫтарнӑ.
Сергей Вениаминович Григорьев унччен Чӑваш Енӗн экономика аталанӑвӗн, промышленноҫӑн тата суту-илӗвӗн министрӗн ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ. Ҫав пукана ӑна 2017 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче шаннӑччӗ. Тӗнче тетелӗнчи уҫӑ ҫӑлкуҫсем пӗлтернӗ тӑрӑх, министерствӑри яваплӑ портфельпе ҫӳреме пуҫличчен Сергей Григорьев Чӑваш Енӗн Суту-илӳпе промышленность палатин Професси квалификацийӗсен сертификацийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ.
ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Питӗре ӗҫпе кайсан пульницӑна кардиологи уйрӑмне лекни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ темиҫе хут та хыпарларӗ.
Шӑматкун, утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, Юрий Шакеев блогер Питӗре Элтепер патне пульницӑна кайнӑччӗ. Турра шӗкӗр, Михаил Васильевич хӑйне аван туять иккен. Ҫакӑн пирки хайхи-майхи блогер та пӗлтернӗччӗ. Паян ЧР Правительствинче тунтикунсерен иртекен канашлура та ҫавӑн пиркиех каланӑ. Михаил Васильевич патне республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Викторов ҫитсе килнӗ. Михаил Игнатьев министрсене телефонпа та ӗҫлӗ хушусем парать иккен.
Юрий Васильев вице-премьер — ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн Ертӳҫи Юрий Васильев Элтепере курас тесе Питӗре чӑваш блогерӗ кайнине ырламан. Чирлесси, чӑн та, такамӑн та пулать. Пульницӑра концерт кӑтартмаҫҫӗ — курмалли ним те ҫук.
Хамӑр енчен ҫапах та ҫакна палӑртар: Михаил Игнатьев чирленине Элтеперӗн пресс-служби пытарма хӑтланни МИХсенче тӗрлӗ сӑмах ҫуратрӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.07.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 24 - 26 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Николаев Владимир Николаевич, педагогика ӑслӑлахӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Егорова Анна Семеновна, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |