Удмурт Республикинче паян инкек сиксе тухнӑ. Альберт Разин ӑсчах хӑйӗн тӑван чӗлхине хӳтӗлесе пӗчченле пикета тухса тӑнӑ. Кӑшт каярахпа вара вӑл хӑйне чӗртсе янӑ. Вырӑнта пулнӑ ҫынсем ҫулӑма тӳрех сӳнтереймен. Вунӑ минутран ҫитнӗ пушарпа кӗрешекенсем ҫеҫ ӑна сӳнтерме пултарнӑ. Ун хыҫҫӑн ӑсчаха пульницӑна леҫнӗ. Хӑйне ҫунтарса янӑ ӑсчах сывалайман, пулницӑра вилсе кайнӑ.
Альберт Разин — философи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, Удмуртин тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ. Вӑл 79 ҫулта пулнӑ. Удмурт чӗлхине аталантарассишӗн тӑрӑшнӑ, «Удмурт Кенеш» наци юхӑмӗн ӗҫне хутшӑннӑ.
Ку пӑтӑрмах пирки каланӑ чухне влаҫрисем республикӑра чӗлхе тӗлӗшӗнчен лару-тӑру йӗркеллех тесе пӗлтернӗ, ӑсчахӑн хӑйне ҫунтарса яма сӑлтавсем пулман имӗш.
Паян РФ Президенчӗ Владимир Путин Чӑваш Енри шалти ӗҫсен министрне палӑртнӑ. Ку пукана Волгоград облаҫӗнчи ШӖМ пуҫлӑхӗн ҫумӗ, шалти ӗҫсен службин генерал-майорӗ Виктор Шметков йышӑннӑ.
Виктор Анатольевич Астраханьте 1963 ҫулта ҫуралнӑ. Хальлӗхе вӑл Чӑваш Ене килмен-ха, пирӗн пата ҫитсен унпа ШӖМ ӗҫченӗсене, республика ертӳлӗхне паллаштарӗҫ.
Аса илтерер: унччен ку тивӗҫе полицин генерал-майорӗ Сергей Неяскин пурнӑҫланӑ. Вӑл ку ӗҫре виҫӗ ҫул тӑрӑшнӑ. Нумаях пулмасть, утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, РФ Президенчӗ ӑна отставкӑна янӑ.
Кӑҫал ҫӗртме уйӑхӗнче Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗн депутачӗ Анна Спиридонова иномарка рулӗ умӗнче ларнӑ чухне тепӗр машинӑна пырса лекнӗ, хӑй вара авари вырӑнӗнчен кайнӑ. Кун пирки пирки ЧР прокуратури пӗлтерет.
Ведомство хыпарланӑ тӑрӑх, кӗҫех 32 ҫулти депутата тупнӑ, протокол ҫырнӑ. Анчах ҪҪХПИ ӗҫченӗ административлӑ ӗҫ производствине чарса лартнӑ. Прокуратура вара Патшалӑх автоинспекцийӗн ӗҫченӗ ҫапла майпа йӗркене пӑснине палӑртнӑ.
Ӗҫе тепӗр хутчен пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн протокол ҫырнӑ, миравай суд вара Анна Спиридоновӑн водитель правине туртса илме йышӑннӑ. Депутат ӗҫе суда тепӗр хутчен пӑхса тухма панӑ, анчах усси пулман.
ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев отпускран тухнӑ. Паян, ҫурлан 31-мӗшӗнче, вӑл Совет Союзӗн Паттӑрӗ А.В.Кочетов ячӗллӗ Чӑваш кадет корпусӗнче пулнӑ. Унта халӗ хаккей центрне, стадион тӑваҫҫӗ.
Элтепер строительство ӗҫӗсем мӗнле пынипе кӑсӑкланнӑ. Унта йӑлтах планпа килӗшӳллӗн пурнӑҫланса пынине палӑртнӑ. Ҫитес эрнере рабочисем пӳлӗмсене отделка тума пуҫлӗҫ. Ӗҫсене ҫитес ҫул ҫу уйӑхӗнче вӗҫлемелле.
Футбол уйне вара кӗҫех туса пӗтерӗҫ. Ҫанталӑк лайӑх тӑрсан футбол матчӗсем ҫитес эрнере пулӗҫ.
Паян «Шалта-Балтай» телеграм-каналта Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев кӳршӗ Чулхула облаҫӗнчи кардиологи центрӗнче сипленни пирки пост тухнӑ. Михаил Васильевич чӑнах та каллех пульницӑра выртать-им?
Телеграмм-каналта кунашкал хыпар тухсан Элтеперӗн пресс-секретарӗ Олег Сидоров акӑ мӗнле пӗлтернӗ: «Элтепер 31-мӗшӗччен отпускра. Вӑл хӑйне чиперех туять, ӗнер унпа калаҫрӑм. Вӑл отпускра кӑна, вӑл канать кӑна».
Аса илтерер: утӑ уйӑхӗн 19-мӗшӗнче федераци МИХӗсенче Элтепер Питӗрти мероприятирен пульницӑна кардиологи уйрӑмне лекни пирки ҫырчӗҫ. Ун чухне унӑн пресс-секретарӗ Михаил Игнатьев плана кӗртнӗ отпускра пулни пирки, сывлӑхне тӗрӗслеттерни ҫинчен ӗнентернӗччӗ. Элтепер ӗҫе ҫурлан 5-мӗшӗнче тухнӑ, тепӗртакран, ҫурлан 12-мӗшӗнче, каллех отпуска кайнӑ.
Нумаях пулмасть Наци телекуравӗпе пыракан «По существу» кӑларӑмра ЧР Элтеперӗн хӑрушсӑрлӑх тата коррупципе кӗрешекен управленин пуҫлӑхӗ Сергей Галошев калаҫнӑ. Вӑл декларацире тупӑшсене пытарнӑ депутатсем пирки каласа кӑтартнӑ, Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗн депутачӗ Алексей Никитин ҫинче чарӑнса тӑнӑ.
Ҫак депутат декларацире хӑйӗн тата арӑмӗн тупӑшӗсене пӗтӗмпех кӑтартман-мӗн. Вӗсен тата нумай счетсем пур иккен, вӗсенче – вун-вун миллион тенкӗ. Материалсене Шупашкар хулин дупутатсен пухӑвне янӑ, депутатсем ун тӗлӗшпе айӑплав йышӑнма пултараҫҫӗ.
Чӑваш Енӗн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствинче Алексей Гурьев самай пысӑк вырӑн йышӑннӑ.
Алексей Юрьевича министр ҫумӗ пулма шаннӑ. Ҫавӑн ҫинчен калакан хушӑва Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин Иван Моторин паян, ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
730-мӗш номерлӗ хушӑва республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнчи «Саккунсем» ярӑмра вырнаҫтарнӑ.
Алексей Гурьев маларах Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗнчи Шалти политика управленийӗнче пуҫлӑх ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ. 2012-2015 ҫулсенче вӑл «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин регионти ӗҫтӑвкомӗн ертӳҫи пулнӑ.
Кӑҫалхи утӑ уйӑхӗнче Алексей Гурьев вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн ҫумӗ пулмалли кандидатсен конкурсӗнче ҫӗнтернӗ.
Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх министрӗн ҫӗнӗ ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ 38 ҫулти Дениса Паспекова ӗҫрен кӑларнӑ. Кун ҫинчен калакан хушӑва Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн ертӳҫи Иван Моторин паян, ҫурла уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
Аса илтерер: Чӗмпӗр облаҫӗнчи Тимирязев поселокӗнче ҫуралнӑ специалиста ЧР Ял хуҫалӑх министерствинчи пукана кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче шанса панӑччӗ.
Денис Иванович ку должноҫе йышӑниччен «Госсорткомисси» ертӳҫинче ӗҫленӗ. Маларах вӑл Раҫҫей Ял хуҫалӑх министерствинче тӗрлӗ должноҫре 10 ҫул тимленӗ. Ӳсен-тӑран, механизаци, химизаци тата ӳсен-тӑрана хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен департамент директорӗн ҫумӗ пулнӑ. Денис Паспеков — ял хуҫалӑх ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ.
Иртнӗ уйӑхра прокуратура Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗсене тӗрӗсленӗ. Ведомство вӗсен тата арӑмӗсен, 18 ҫул тултарман ачисен 2018, 2017 ҫулсенчи тупӑшӗсене, пурлӑхӗсене тишкернӗ.
Йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсене тупса палӑртнӑ: депутатсем деклараци тӑратнӑ чухне йӑнӑшсем янӑ. Халӑх тарҫисем пурӑнман икӗ помещение, машина туяннине, арӑмӗн хваттерне сутсан илнӗ тупӑша, хваттер туяннине декларацире кӑтартман.
Моторлӑ кимӗ, икӗ гидроцикл, хваттер, ҫӗр пайӗ, куҫман пурлӑх харпӑрлӑхра пулнине те пытарнӑ тӗслӗх пулнӑ. Пӗтӗмпе 25 депутатӑн декларацийӗнче йӑнӑш тупнӑ. Прокуратура Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗ тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев черетлӗ канӑва кайнӑ. ЧР Конституцийӗн 76-мӗш статйинче пӑхса хӑварнине шута илсе республика пуҫлӑхӗн тивӗҫне Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Иван Моторин (сӑнӳкерчӗкре) пурнӑҫлӗ.
ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Михаил Васильевич ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗччен канӗ. Апла пулсан вӑл республикӑн тӗп хули 550 ҫул тултарнине халалланӑ мероприятисене хутшӑнасси иккӗленӳллӗ.
Михаил Игнатьев Элтепер унччен нихӑҫан та ҫулла канман. Кӑҫал вӑл хӗллеччен тӑхтас темен.
Аса илтерер: Питӗрти пульницӑра сипленнӗ хыҫҫӑн Михаил Васильевич ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ӗҫе кӳлӗннӗччӗ. Ӗҫе тухиччен вӑл Атӑл хӗрринче уҫӑлса ҫӳренине, иртен-ҫӳренпе калаҫнине Инстаграмра пӗлтернӗччӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.07.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 24 - 26 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Николаев Владимир Николаевич, педагогика ӑслӑлахӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Егорова Анна Семеновна, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |