ЧР финанс министрӗн пӗртӑванне Маргарита Замчинская тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарни пирки, ӑна суд тӗрмене хупмасӑр 7,5 ҫуллӑха айӑплани, аудитор ӗҫӗпе 2 ҫул ӗҫлеме чарни ҫинчен хыпарланӑччӗ.
Паян ЧР Аслӑ сучӗ аппеляцие пӑхса тухнӑ. Унӑн приговорӗ тата ҫирӗпрех пулнӑ. Замчинскаяна пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 5 ҫул та 6 уйӑхлӑха яма йышӑннӑ. Ҫавӑн пекех унӑн аудитор ӗҫӗпе 2 ҫул ӗҫлеме юрамӗ. Маргарита Замчинскаяна суд залӗнчех арестленӗ.
Аса илтерер: Замчинскаяна кӑҫал нарӑс уйӑхӗнче ФСБ ӗҫченӗсем укҫа илнӗ вӑхӑтра тытса чарнӑ. Следстви версийӗ тӑрӑх, вӑл ӑна Шупашкарти пӗр фирмӑран илнӗ, ытлашши сӑмах каламасса шантарнӑ.
Илья Варламов блогер ҫулталӑк вӗҫӗнче яланхи пекех ҫулталӑкри чи «паттӑр» 10 тӳре-шарана аса илнӗ. Кун пирки вӑл хӑйӗн «Чӗрӗ Журналӗнче» (выр. «Живой Журнал») пӗлтернӗ.
Ҫак списока чӑваш Енри тӳре-шара та лекнӗ. Элтепер администрацийӗн ертӳҫи Юрий Васильев блогер хатӗрленӗ «Вӑрӑм чӗлхесем» танлаштарӑмра 9-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Кӑҫал ҫуркунне вӑл ЧР Патшалӑх Канашӗн сессийӗнче тухса калаҫнӑ чухне сахал шалу илекен вӗрентекенсем сахал ӗҫлени пирки каланӑ.
«Чӑннипе, сахал ӗҫ укҫи илекен вӗрентекенсем пур, анчах вӗсем сахал ӗҫлеҫҫӗ. Тирпейлӗ, тӳрӗ кӑмӑллӑ, ӗҫчен вӗрентекенсем тата тухтӑрсем тивӗҫлӗ шалу илеҫҫӗ», - блогер унӑн сӑмахӗсене асӑнса хӑварнӑ.
Константин Ишутов блогера суд туни пирки, ӑна хӳтӗлекенсем Мускавра тата Шупашкарта пикет туни пирки ӗнер кӑна пӗлтернӗччӗ. Паян ун тӗлӗшпе приговор вуланӑ. Блогера тӗнче тетелӗнче ача-пӑча порнографине сарнӑшӑн, нацизма реабилтациленӗшӗн айӑпланӑ. Кашни статьяпа – икӗ эпизод.
Суд Константин Ишутова пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 3 ҫул та 6 уйӑхлӑха яма йышӑннӑ. Кунсӑр пуҫне унӑн 150 пин тенкӗ штраф тӳлемелле. Блогера суд залӗнчех арестленӗ.
Чӑваш Енри блогер Константин Ишутова тытса чарни пирки, ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарни ҫинчен пӗлтернӗччӗ. Блогер айӑпне ӗненмен ҫынсем – Юрий Сидоровпа Сергей Зотов общественниксем – пикет ирттернӗ.
Юрий Сидоров Мускавра тӗп прокуратура умӗнче пикета тухнӑ. Сергей Зотов вара Чӑваш Енри прокуратура тата ШӖМ умне плакат йӑтса тухнӑ.
Вӗсем Чӑваш Ен прокурорне Василий Пословские отставкӑна яма ыйтнӑ. Унӑн ҫыннисем судра Ишутова тӗрмене ӑсатма пысӑк срок ыйтнӑ-мӗн. Ҫак хастарсем пикет кунпа кӑна вӗҫленмессине пӗлтереҫҫӗ, вӗсем тата ӑна йӗркелӗҫ.
Палӑртмалла: Константин Ишутов тӗлӗшпе суд пулнӑ, приговора ыран вулӗҫ
Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗн депутачӗ Петр Мишин тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, ӑна тытса чарнӑ. Вӑл Шупашкарти хула строительствипе хуҫалӑх техникумӗн директорӗ те. Ӑна укҫа тӑкакланӑшӑн, должноҫӗпе ытлашши усӑ курнӑшӑн айӑпласшӑн.
Следстви шутланӑ тӑрӑх, кӑҫал авӑн уйӑхӗнче директор техникумӑн профсоюз организацине 340 пин тенкӗ куҫарма хушу панӑ, ку нухратпа культура мероприятийӗсем ирттермелле пулнӑ-мӗн. Анчах пуҫлӑх ку укҫапа путевка туянса канса килнӗ. «Ку укҫапа вӑл хӑй пӗлнӗ пек усӑ курнӑ, Словение каймашкӑн 346 пин тенкӗ тӑракан путевка туяннӑ, унта вӑл мӑшӑрӗпе каннӑ», - ҫапла пӗлтернӗ Следстви комитечӗ.
Ҫавӑн пекех директор пӗлтӗр авӑн тата раштав уйӑхӗсенче пӗр организаципе юсавпа строительство ӗҫӗсем тума килӗшӳ алӑ пуснӑ. Пӗтӗмӗшле сумма – 1,3 миллион ытла тенкӗ. Анчах подрядчик ӗҫе пурнӑҫламан, ун вырӑнне студентсем ӗҫленӗ – ку практика пулнӑ-мӗн. Подрядчик счечӗ ҫине вара килӗшӳре кӑтартнӑ сумма куҫнӑ.
ЧР Элтеперӗн администрацийӗн автобази кӗҫех ҫӗнелӗ: 5 ҫӗнӗ машина туянма палӑртнӑ. Ку тӗллевпе 9 миллион тенкӗ тӑкаклама хатӗр. Ҫапла майпа пӗр машина 1,8 миллион тенке кайса ларӗ.
Аукцион ирттересси пирки Патшалӑх закупкисен сайтӗнче пӗлтернӗ. Малтанхи хак – 8,93 миллион тенкӗ. Укҫа-тенке республика хыснинчен тӗллевлӗ субсиди пек уйӑрӗҫ.
Иномаркӑсенче климат-контроль, ҫумӑр, ҫутӑ тата парковка датчикӗсем, круиз-контроль, харушсӑрлӑх минтерӗ тата карри пулмалла. Ку машинӑсемпе патшалӑх влаҫӗнче вӑй хуракансем ҫӳрӗҫ.
Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗн депутатне, «Победа» фирмӑн экс-директорне Виктор Шмакова мандатсӑр хӑварӗҫ. Вӑл тупашӗсем пирки деклараци тӗрӗс мар тӑратнӑ-мӗн.
Малтан Шмаковӑн декларацине ЧР Элтеперӗн общество харушсӑрлӑхӗн тата коррупцие хирӗҫ кӗрешес ыйтусемпе ӗҫлекен управленийӗ тӗрӗсленӗ, унтан Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗ ҫумӗнчи комисси пӑхса тухнӑ. Пӗтӗмлетӳ ҫапла тунӑ: Шмаковӑн декларацинче тупӑшсем тулли мар тата тӗрӗс мар. Шупашкар пуҫлӑхӗ Евгений Кадышев патне ӑна депутат мандачӗсӗр хӑварас ыйтупа тухнӑ.
Палӑртмалла: Виктор Шмаков тӗлӗшпе темиҫе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ку Калинин урамӗнчи 83-мӗш ҫуртпа ҫыхӑннӑ. Нумай хутлӑ ҫурта халӗ те хута яман, «Победа» фирма вара панкрута тухнӑ.
Паян Чӑваш Енӗн Ҫутҫанталӑк тата экологи министерствин ҫӗнӗ ертӳҫине ҫирӗплетнӗ. Яваплӑ ҫак должноҫе Иван Исаева шаннӑ.
Ҫапла, хӑй вӑхӑтӗнче ҫак ведомствӑра министрта тӑрӑшнӑ Иван Васильевич Исаева. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ те пуҫарнӑччӗ. 2015 ҫулта Иван Исаева министр пуканӗсӗр хӑварнӑччӗ.
Иван Исаева министр тилхепине тыттарасси ҫинчен калакан хӑйӗн хушӑвне Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян, чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнчи «Саккунсем» ярӑмра вырнаҫтарнӑ.
ЧР Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствин сайтӗнчи тытӑмра ҫӗнӗ министр ятне ҫырса хунӑ, хушу номерне кӑтартнӑ. Сӑнӳкерчӗке тата биографие ҫак самантра вырнаҫтарманччӗ.
Чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев каллех тӳрӗ лини ирттерет. Хальхинче – Чӑваш наци телекуравӗпе. Аса илтерер: юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Михаил Васильевич Наци радиовӗпе тата «Тӑван радиопа» тӳрӗ лини ирттернӗ.
хальхинче Элтепер республикӑри социаллӑ экономика лару-тӑрӑвӗ пирки каласа кӑтартӗ, малашнехи плансене уҫӑмлатӗ тата ҫынсен ыйтӑвӗсене хуравлӗ. Элтепере ыйту парас килсен 56-51-00 номерпе шӑнкӑравламалла. Чӳк уйӑхӗн 12-13-мӗшӗсенче шӑнкӑравсене 17 сехетчен йышӑнаҫҫӗ. Чӳкӗн 14-мӗшӗнче тӳрӗ лини вӗҫленичченех ыйтусене йышӑнӗҫ.
Тӳрӗ лини 13 сехетре пуҫланӗ.
«Медиалоги» информаципе аналитика тытӑмӗ Атӑлҫи федерацийӗнчи субъектсенчи тӗп хуласен администрацийӗсен ертӳҫисен танлаштарӑмне хатӗрленӗ. Пуҫлӑхсен кӑҫалхи юпа уйӑхӗнчи ӗҫӗ-хӗлне тишкернӗ.
Иртнӗ танлаштарӑмра Шупашкар хула администрацийӗн ертӳҫи Алексей Ладыков 6-мӗш вырӑнта пулнӑ. Хальхинче вӑл пӗр йӗрке хӑпарнӑ, 5-мӗш вырӑна куҫнӑ.
Иртнӗ уйӑхра федераци тата регион шайӗнчи массӑллӑ информаци хатӗрӗсене тишкернине пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх, Алексей Ладыковӑн медиаиндексӗ 5 пинпе танлашнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Николаев Владимир Николаевич, педагогика ӑслӑлахӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Егорова Анна Семеновна, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |