Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Ялта ял пек пулмалла, ҫынра ҫын пек пулмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: куравсем

Персона
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗн «Кӗмӗл ӗмӗрӗ» галереийнче «Бичурин и мы: диалог времён» (чӑв. Бичурин тата эпир: ӗмӗрсен диалогӗ) курав уҫӑлнӑ.

Унта Чӑваш Енри, Питӗрти, Китайри художниксен ӗҫӗсем вырӑн тупнӑ. Вӗсем — Бичурин ячӗллӗ пӗтӗм тӗнчери пӗрремӗш пленэра хутшӑннӑ ӑстасем.

Иакинф архимандрит Раҫҫейре китаеведение пуҫарса яраканни. Вӑл Шупашкар районӗнчи Шӗнерпуҫ ялӗнче ҫуралнӑ.

 

Культура
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

Шупашкарта Рязань ӑстин куравӗпе паллашма пулать. Кӳлмекре вырнаҫнӑ Чӑваш тӗррин музейне кӑна ҫитмелле.

Ирина Риффель – Рязаньти реставратор, Раҫҫейӗн тӗрленӗ картти ҫинчи Рязань пайӗн авторӗ. Вӑл авалхи техникӑпа тӗрлет.

Шупашкарти куравра унӑн ӗҫӗсене курма пулать; сӗтел ҫивиттисем, алшӑллисем, панно... Ку кӑна мар, халӑх тумне тӑхӑнтартнӑ пуканесем те пур. Ҫавӑн пекех Рязань облаҫӗн тӗрленӗ карттине курма пулать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-194537172_26680
 

Персона
ЧР Культура министерствин сӑнӳкерчӗкӗ
ЧР Культура министерствин сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарти Патшалӑхӑн хальхи вӑхӑтри историйӗн архивӗнче чӑваш халӑх поэчӗн Юрий Сементерӗн 85 ҫулхи юбилейне халалланӑ курав уҫӑлнӑ. «Зеркало чувашской души» (чӑв. Чӑваш чунӗн тӗкӗрӗ) документлӑ куравра поэтӑн пирвайхи публикацийӗсенчен пуҫласа халӑхра ят-сум илнӗ хайлавӗсем таранах вырӑн тупнӑ. Унӑн алҫырӑвӗсем те пур.

Курава уҫма 85 ҫулти поэт хӑй те хутшӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-170179245_10571
 

Культура
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

Етӗрне округӗнче ашшӗпе ывӑлӗ, Семеновсем, тӗлӗнмелле илемлӗ картинӑсем хатӗрлеҫҫӗ. Вӗсене пусма татӑкӗсемпе усӑ курса хатӗрлеҫҫӗ.

Картинӑсем самаях пухӑннӑ. Ҫапла курав та йӗркеленӗ. Вӑл Тури Ачак ялӗнчи вулавӑшра нарӑсӑн 10-мӗшӗччен ӗҫлӗ.

Михаил тата Иван хатӗрленӗ картинӑсем тӗрлӗ тӗслӗ мозаикӑна аса илтереҫҫӗ. Питӗ илӗмлӗ вӗсем.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-163599942_16970
 

Персона
vk.com/club211725618 сӑнӳкерчӗкӗ
vk.com/club211725618 сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енӗн хальхи вӑхӑтри историйӗн музейӗнче «Зеркало чувашской души» документлӑ курав уҫӑлӗ. Экспозици кӑрлач уйӑхӗн 22-мӗшӗнче 10 сехетре ӗҫлеме пуҫлӗ. Курава чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер 85 ҫул тултарнине халаллӗҫ.

Экспозици поэтӑн автобиографийӗпе, сӑввисемпе тата поэмисемпе, фотодокуменчӗсемпе тата ытти паха материалпа паллаштарать. Документсем 1962 ҫултан пуҫласа 2023 ҫулчченхи тапхӑра ҫутатса параҫҫӗ.

 

Культура
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

И.Н.Ульнов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче «Ҫӗр сывлани» курав ӗҫлеме пуҫланӑ. Кунашкал курав йӗркелес шухӑш ҫак университетра 6-мӗш курсра вӗренекен Касем Хулуд Али Алванӑн пулнӑ.

Хӗр космоса юратни унӑн ӗҫӗсенче те курӑнать. Касем Хулуд — пулас тухтӑр. Вӑл хӑйӗн ҫӗршывӗнче, Иракра, пурӑннӑ чухне Иван Айвазовскин пултарулӑхӗпе кӑсӑкланнӑ. Паллӑ ӳнерҫӗ ҫуралнӑ ҫӗршывра пулса курас тесех вӑл Раҫҫее вӗренме килнӗ.

Палӑртма кӑмӑллӑ: ЧПУра ют ҫӗршыв студенчӗн куравӗ пӗрремӗш хут йӗркеленнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_16028
 

Ял хуҫалӑхӗ
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, ҫуркунне Шупашкарта «Ҫӗрулми» курав иртет. Ҫитес ҫул вӑл пуш уйӑхӗн 4-5-мӗшӗсенче пулӗ.

Темиҫе ҫул ӗнтӗ курава МТВ-центрта йӗркелеҫҫӗ. Хальхинче те ҫавӑнтах пулӗ. Унта вӑрлӑх ҫӗрулми сутнисӗр пуҫне ял хуҫалӑх техникин куравӗ те пулӗ. А.Г.Лорх ячӗллӗ ҫӗрулмин тӗпчев федераци центрӗ тӗрлӗ сортпа паллаштарӗ.

 

Культура
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Шупашкарта мари ӳнерҫисен картинисемпе паллашма май пулӗ. Тӗп хуламӑрта курав уҫӑлӗ.

Ку таранччен кун пекки пулман: Мари Элти художниксен ӗҫӗсемпе Туслӑх ҫуртӗнче паллаштарӗҫ. Курав раштавӑн 5-мӗшӗнче уҫӑлӗ. Вӑл 2026 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн вӗҫӗччен ӗҫлӗ.

Куравра 100 ытла професссионал тата ҫамрӑк ӳнерҫӗсен картинисене курма май пулӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_15960
 

Культура
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Паян 15 сехет ҫурӑра Шупашкарта Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче «Пӗрле тӑватпӑр» этномастерской уҫӑлать.

Унта хутшӑнакансем паян эрешсемпе паллашӗҫ, хӑйсен аллипе мӗн те пулин ӑсталӗҫ. «Йӑх паллисем» курав иртнине тата пуласлӑха ҫыхӑнтаракан кӗпер пулӗ. Унта хӑйне евӗр тутӑрсен тӗслӗхӗсем пулӗҫ, вӗсем — салтаксемпе рекрутсем валли сыхчӑ пек тӗрленисем.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chebcult21
 

Персона
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

Улатӑр хулинче пурӑнакан Наталья Бажанова илемлӗ пуканесем ӑсталать. Ку чун киленӗҫӗпе вӑл кӑҫал кӑсӑкланма тытӑннӑ.

Унччен Наталья 11 ҫул шкулта ачасене истори предметне вӗрентнӗ. Анчах ӑна алӑ ӗҫӗ ытларах илӗртнӗ-тӗр – Наталья пуканесем ӑсталама тытӑннӑ.

Унӑн кашни пукани хӑйне евӗр пулса тухать. Натальйӑн ӗҫӗсене куравсенче, ярмӑрккӑсенче кӑна мар, уйрӑм ҫынсен коллекцийӗсенче те курма пулать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_15671
 

Страницӑсем: 1, 2, [3], 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, ... 70
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне питӗ лайӑх иртӗ. Шӑпах халӗ тахҫанах канӑҫсӑрлантарнӑ ыйтусене татса пама пултаратӑр. Ертӳлӗх сире урӑхла хаклама тытӑнӗ, шухӑшне лайӑх енне улӑштарӗ. Ӗҫре сӑмах патӑр тӑк ӑна тытӑр, уйрӑмах — килӗшӳсем тунӑ чухне.

Ҫурла, 29

1891
135
Назаров Андрей Кузьмич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1916
110
Осокина Софья Павловна, пир ҫинче ӳкерекен ӳнерҫӗ ҫуралнӑ.
1937
89
Чернышев Александр Александрович, опера юрӑҫи, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ.
1963
63
Маттикасси, Хырлӑх, Чӑршӑ тата Чӗрӗп ялсене пӗрлештерсе Вомпӑкасси ялне йӗркеленӗ.
1968
58
Былинкина Лариса Геннадьевна, актриса, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки ҫуралнӑ.
2010
16
Игнатьев Михаил Васильевич президент вырӑнне йышӑннӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи