Чӑваш Ен республикӑмӑр туристсене мӗнпе илӗртме пултарни ҫинчен Китайра каласа кӑтартнӑ. Пекин хулинче пӗтӗм тӗнчери China Outbound Travel & Tourism Market курав иртет. Чӑваш Ен те унта хутшӑнать.
Курава 70 ҫӗршыври туризм отраслӗн 20 пине яхӑн специалисчӗ, эксперчӗсем пуҫтарӑннӑ иккен. Чӑваш Енпе Раҫҫейӗн Discover Russia стенчӗ патӗнче паллашма май туса панӑ. Кун пирки республикӑн Экономика министерстви пӗлтернӗ.