Ҫӗртмен 11-мӗшӗнче, ыран, Чӑваш наци музейӗнче Раҫҫей халӑхӗсен пуҫ хатӗрӗсен куравӗ ӗҫлеме тытӑнӗ.
Экспозицире 200 ытла экспонат пулӗ, вӗсемпе Раҫҫей этнографи музейӗ тивӗҫтернӗ.
Ҫавӑн пекех ачасемпе вӑйӑ занятийӗсем, квестсем, ӑсталӑх класӗсем пулӗҫ. Курав аван уйӑхӗччен ӗҫлӗ.
Сӑмах май, ӗлӗк пуҫ хатӗрӗсене кура ҫыннӑн ӳсӗмне, социаллӑ статусне пӗлме пултарнӑ.