Паян Шупашкарти «МТВ» суту-илӳ центрӗнче «Ҫӗрулми» курав уҫӑлнӑ. Вӑл кӑҫалхипе 17-мӗш хут иртет. Унта килнӗ ҫынсем пӗр кунра 39,5 тонна вӑрлӑх ҫӗрулми туяннӑ. Кун пек хисеп 17 ҫулта пулманнине пӗлтернӗ.
Вӑрлӑх туянма ыран та кая мар-ха. Курав ыран та ҫав вырӑнтах ӗҫлӗ. Ку кӑна мар-ха. Ака уйӑхӗнче иртекен «Ҫуркунне» ярмӑрккӑсенче те сутӗҫ. Сӑмах май, кун пек ярмӑрккӑ мӗнпур хулапа округра уҫӑлӗ.