
Паян Ҫӗрпӳ округӗнче йӑлана кӗнӗ «Уй кунӗ – 2026» курав уҫӑлнӑ. Унта Раҫҫейри тӗрлӗ регионти агропромышленноҫ элчисем пухӑннӑ.
Пирӗн республикӑна 11 регионти 57 организаци, паллӑ селекционерсем, отрасльти экспертсем, аграри предприятийӗсен ертӳҫисем, аслӑ шкулсенчи вӗрентекенсем тата ҫамрӑк специалистсем килнӗ.
Курав программи пуян: ӑсталӑх класӗсем, семинарсем, ҫавра сӗтелсем иртеҫҫӗ, выльӑх апачӗ хатӗрлекен тата ытти техникӑна кӑтартаҫҫӗ. 32 ертсе пыракан компани ял хуҫалӑхӗнчи пурнӑҫа кӗртнӗ ҫӗнӗ шухӑшсемпе паллаштарнӑ.
Хальхи вӑхӑтра аграрисемшӗн топливо ыйтӑвӗ ҫивӗч. ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Андрей Макушев пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра аграрисем валли саппассем пур, ҫавна май ӗҫсене вӑхӑтрах вӗҫлемелле.

К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче 108-мӗш сезон «Нарспи» спектакльпе хупӑннӑ. Апла пулин те унта ҫу каҫипех кӑсӑклӑ мероприятисем иртӗҫ. Театрта черетлӗ сезон хупӑннӑ кун, ав, сӑмахран, «Юратнӑ Чӑваш Енӗм» живопиҫпе скульптура куравӗ уҫӑлнӑ. Унта культура ӗҫченӗсем, художниксем тата куракансем пухӑннӑ.
Курава уҫма республикӑн культура министрӗн ҫумӗ Георгий Богуславский хутшӑннӑ. Вӑл театр ертӳҫисене ырласа мухтанӑ, курав театр ӳнерӗпе килӗшсе тӑнине палӑртса хӑварнӑ.
Чӑваш Енри Художниксен союзӗн председателӗ Наталия Соловьева кун пек пулӑм театршӑн та, художниксемшӗн те пӗлтерӗшлӗ тесе каланӑ.
Театрта уҫӑлнӑ куравра пурӗ 25 ытла художник ӗҫӗпе паллашма пулать.

Чӑваш Енӗн патшалӑх ӳнер музейӗнче «Про обряды и наряды / Йӑла-йӗркепе тумсем ҫинчен» курав уҫӑлнӑ. Унта республика Элтеперӗ Олег Николаев, республикӑн культура министрӗ Светлана Каликова, Раҫҫейри хӗрарӑмсем канашӗн председателӗ тата телеведущи Мария Ситтель тата Олег Николаевӑн мӑшӑрӗ, Чӑваш Енри хӗрарӑмсен канашӗн председателӗ Наталия Николаева, ытти хӑна хушӑннӑ.
«Пирӗн республикӑра 120 ытла наци ҫынни пурӑнать, пирӗн тивӗҫӗмӗр вара чӑваш культурине, унӑн пуянлӑхне упраса хӑварасси», — тесе палӑртса хӑварнӑ Элтепер курав уҫнӑ чухне сӑмах каланӑ май.
«Про обряды и наряды / Йӑла-йӗркепе тумсем ҫинчен» курав авӑн уйӑхӗн 6-мӗшӗччен ӗҫлӗ.

Шупашкар хулинче Пензӑри ӳнерҫӗн Алексей Каменевӑн куравӗ уҫӑлнӑ. Унӑн ӗҫӗсемпе Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче паллашма пулать.
Куравра ӳнерҫӗн Пензӑра, Раҫҫейри тӗрлӗ регионта тата чикӗ леш енче ӳкернӗ картинисене курма май пур. Палӑртмалла: Алексей ҫак курава хӑйӗн 50 ҫулхи юбилейӗ умӗн ирттерме шухӑшланӑ. Вӑл Шупашкара иккӗмӗш хут килнӗ. Малтан, 10 ҫул каялла, пленэра хутшӑннӑ. Ҫавӑн чухне ӑна ӳнер музейӗ питӗ килӗшнине каланӑ вӑл.
Курав уйӑх вӗҫӗччен ӗҫлӗ. 14-22 ҫулсенчи ҫамрӑксем билетсене «Пушкин карттипе» туянма пултарӗҫ.

Эстонин тӗп хулинче, Таллинра, чӑваш ӳнерҫин Алексей Ястребовӑн куравӗ уҫӑлнӑ. «Мере» культура центрӗнче унӑн 71 ӗҫне курма пулать. Вӗсене ӳнерҫӗ ҫупа классика стилӗпе ӳкернӗ.
Курава килекенсене «Иртнӗлӗхе – алӑк» ярӑм килӗшет. Вӗсем ӑна хӑйне евӗр вӑхӑт машини теҫҫӗ.
Алексей Ястребов Йӗпреҫ районӗнчи Эйпеҫ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, РСФСР халӑх ӳнерҫи Ревель Федоров патӗнче ӑсталӑхне туптанӑ. Паянхи кун унӑн ӗҫӗҫем тӗнчипех сарӑлнӑ: Италирен пуҫласа Япони таран. Ҫавӑн пекех Шупашкарти музейсенче пур.
Алексей Ястребов 1990 ҫулсен вӗҫӗнченпе Эстонири Пярну хулинче ӗҫлесе пурӑнать, Эстонири тата Скандинавири куравсене хутшӑнать. Унччен вара Мускавра та куравсем ирттернӗ.

К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче (вӑл Шуашкарти Ленинград урамӗнче вырнаҫнӑ) Юхма Мишши ҫыравҫӑн 90 ҫулхине халалласа «Чӑвашлӑх ҫыравҫи» курав уҫӑлнӑ.
Ҫавна музейра экскурси иртнӗ. Курава уҫма Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артисчӗсем Алевтина Семенова тата Николай Тарасов хутшӑннӑ. Вӗсем «Шурҫамка» спектакль сыпӑкне кӑтартнӑ. Чӑваш патшалӑх пукане театрӗн артисчӗсем Елена Хорькова тата Алина Каликова «Непослушный цыплёнок Шип» спектакльти сыпӑка кӑтартнӑ. Асӑннӑ ӗҫе театрта 20 ҫула яхӑн лартнӑ. Пукане театрӗпе Юхма Мишши 50 ҫула яхӑн туслӑ ҫыхӑну тытать. Унӑн пӗрремӗш пьесине театрта 1976 ҫулта лартнӑ. Унтанпа сцена ҫине унӑн 13 спектакльне кӑтартнӑ.

Красноармейскинчи тӗп вулавӑшра лавкка хуҫин куравӗ уҫӑлнӑ. Асӑннӑ курав лавккапа паллаштармасть-ха. Унта тӗрленӗ ӳкерчӗксен ытарайми, пӑхса ытарайми илемӗпе паллашма пулать. Ҫав ӗҫсен авторӗ — Марина Егорова.
Марина Егорова вӑрлӑх сутакан лавкка хуҫи. Усламҫӑ пушӑ вӑхӑтра та ахаль ларма пӗлмест, вӑл алла йӗппе ҫип илет те тӗрлеме тытӑнать. Чӑн-чӑн тӗрӗ ӑстин, ылтӑн алӑллӑ хӗрарӑмӑн ӗҫӗсем чӑннипех ҫыпӑҫуллӑ пулса тухаҫҫӗ. Ун пек ӳкерчӗксем кирек епле киле те илемлетме пултараҫҫӗ.
Хӑйӗн ӗҫӗсенче Марина Егорова хӗллехи сӑна та, ҫуллахи илеме те, савӑк ҫуркуннепе тулӑх кӗркуннене те кӑтартса парать.
Куравра пулса курнӑ Трак ен ҫыннисем ӑстан картинисене питех те ырлаҫҫӗ, тӗлӗннине пытармаҫҫӗ.

Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «Хождение за словом» (чӑв. Тӗрленет сӑмах тӗрри) проектпа паллаштарнӑ. Ҫавӑн чухнех вулавӑшра ҫавӑн ятлӑ курав уҫӑлнӑ. Ӑна чӗрӗ халӑх сӑмахне пухнӑ икӗ ҫынна халалланӑ. Ҫав датӑсем — «Толковый словарь живого великорусского языка» словарь авторӗ Владимир Даль (1801-1872) ҫуралнӑранпа 225 ҫул ҫитни тата «Чӑваш чӗлхи словарӗн» авторӗ Николай Ашмарин (1870-1933) ҫуралнӑранпа 155 ҫул ҫитни.
Курав экспозицине сайра тӗл пулакан кӑларӑмсенчен, архиври документсенчен, ҫырусенчен, литература тата ӑслӑлах ӗҫӗсенчен, Николай Ашмаринпа Владимир Даль публикацийӗсенчен, тӗрлӗ тӗпчевҫе аса илӗвӗнчен хатӗрленӗ. Тата, паллах, Владимир Даль хатӗрленӗ тӑватӑ томлӑ «Толковый словарь живого великорусского языка» словарьпе Николай Ашмаринӑн 17 томлӑ «Чӑваш чӗлхи словарӗ» пулнӑ.

Ыран, пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ «Театр ӳнерӗн каҫӗ» пӗтӗм ҫӗршыври акцие хутшӑнӗ. Ӑна Раҫҫейри театр ӗҫченӗсен союзӗ 150 ҫул тултарнине халалланӑ.
Чӑваш театрӗнче 18 сехетре ыран «Чӑваш театрӗн легендисем» сӑнӳкерчӗксен куравӗ ӗҫлеме пуҫлӗ. Театрӑн пӗчӗк сцени ҫинче «Халӑх йӑли — пурнӑҫ йӗрки» мероприяти иртӗ, унта тӑван халӑхӑмӑрӑн йӑли-йӗркипе: туйпа, салтака ӑсатнипе, улах ларнипе — паллаштарӗҫ.
18 сехет те 30 минутра сцена ҫинче хитре калаҫма вӗрентекен ӑсталӑх лаҫҫи ӗҫлеме пуҫлӗ. Ӑна Анна Цветкова вӗрентӗ.
19 сехет те 30 минутра «Пӗтӗм тӗнче — театр» экскурси пуҫланӗ. Анна Морозкина экскурсовод кӑсӑклӑ вырӑнсене илсе ҫитерӗ.
21 сехет те 30 минутра чӑваш халӑх артисчӗпе Геннадий Медведевпа тӗлпулу иртӗ.
22 сехет те 30 минутра чӑваш ташшипе ӑсталӑх лаҫҫи пулӗ. Ӑна Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ Наиль Мингазов ертсе пырӗ.
23 сехет те 30 минутра «Пӗтӗм тӗнче — театр» каҫхи экскурси иртӗ.
Ҫурҫӗр иртни 30 минутра «Чувашский театр сквозь века» документлӑ кино кӑтартӗҫ.
Мӗнпур мероприяти тӳлевсӗр пулӗ. Хутшӑнма ҫак каҫӑпа иртсе регистрациленмелле.

Пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче «Тӗрленет сӑмах тӗрри» курав ӗҫлеме пуҫлать. Ӑна вырӑс тата чӑваш чӗлхисен пуянлӑхне пухнӑ паллӑ тӗпчевҫӗсене — Владимир Дальпе Николай Ашмарина халалланӑ. Кӑҫал Даль ҫуралнӑранпа 225 ҫул, Ашмарин ҫуралнӑранпа вара 155 ҫул ҫитет.
Куравӑн тӗп вырӑнӗнче — тӗпчевҫӗсем хӑйсен пурнӑҫне халалласа хатӗрленӗ паллӑ словарьсем. Сӑмах май, Владимир Даль хӑй вырӑс пулман, Николай Ашмарин вара вырӑс ҫемйинче ҫуралса ӳснӗ. Ҫапах та вӗсем хӑйсем тӗпченӗ халӑх чӗлхине чунтан юратнӑ.
Стеллажсем ҫинче сайра тӗл пулакан кӗнекесемпе, архив докуменчӗсемпе тата авалхи япаласемпе паллашма пулӗ. Уйрӑмах сӑмах пухаканӑн ӗҫ сӗтелӗ кӑсӑклӑ, унта сӑн ӳкерӗнме те юрӗ. Тӗрлӗ вӑйӑсемпе викторинӑсем вара курава кӑсӑклӑрах тӑвӗҫ. Уяв марафонӗ шайӗнче уҫӑлнӑ курав кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн 16-мӗшӗччен ӗҫлӗ.
