Календарьти ҫак кунсенчи паллӑ пулӑмсенчен пӗри вылякан пуканесемпе ҫыхӑннӑ. Виҫӗмкун вӗсем пӗтӗм тӗнчипех хӑйсен професси уявне паллӑ турӗҫ. Пуканесен кунӗнче чӑваш пуканисем, урӑхла каласан, Чӑваш патшалӑх пуканесен театрӗ Мускава тухса кайнӑ. Унта вӗсене Ӳнер ӗҫченӗсен тӗп ҫуртӗнче иртекен гала-концерта йыхравланӑ. Ҫапла вара ӗнер вӗсем унта хӑйсен тӗрлӗ регионти ӗҫтешӗсемпе пӗрле пултарулӑха Мускав сцени ҫинче кӑтартнӑ.
Чӑн-чӑн пуканесем, ӑстаран та ӑстасем хутшӑнакан мероприятие пирӗн артистсене кашни ҫулах йыхравланине ӗнентерет республикӑн Культура министерстви. Классика меслечӗпе лартнӑ спектакльсемпе пӗрлех ӑсталӑха ҫӗнӗ йышши мелпе куракан патне ҫитерекен номерсем те ун пек уявсенче туллиех тесе ӗнентереҫҫӗ. Пирӗннисем К. Чуковский хайлавӗпе лартнӑ «Муха-цокотуха» юмаха кӑтартнӑ.
Пӗтӗм тӗнчери театр кунӗ ҫывхарнӑ май республикӑра «Чӗнтӗрлӗ чаршав» конкурс ирттерме хатӗрленнине маларах эпир пӗлтернӗччӗ.
Театр ӳнерӗн Пӗтӗм тӗнчери кунне пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче уявлаҫҫӗ. Асӑннӑ конкурса Чӑваш Енре яланхиллех ҫав кун пӗтӗмлетӗҫ.
Театрсем пирки пӗтӗмӗшле каласан, паян пирӗн республикӑра патшалӑхӑн профессилле театрӗсем улттӑ. Раҫҫей тата тӗнче шайӗнче ят-сум ҫӗнсе илнӗ театр учрежденийӗсен шутне республикӑн Культура министерстви Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрне кӗртет. Ҫакна вӑл ҫав театр пӗтӗм тӗнче шайӗнчи балет тата опера фестивалӗсем ирттернипе те сӑлтавлать тесе ӑнланма пулать асӑннӑ ведомствӑн сайтӗнчи хыпар тӑрӑх. Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ тата Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ пирки те ыррине самай калама пулать. Чӑн та, унта лартакан спектакльсемпе миҫе ӑру ӳсмен-ши?! Вырӑс драма театрӗн те хӑйӗн кураканӗ. Патшалӑхӑн шутланакан драмӑн сӑнавлӑ театрӗ те ҫак ӳнере юратакансем хушшинче ятлӑрах та, сумлӑрах та пулса пырать темелле. Пукане театрне вара пӗчӗк куракансем кӑна мар, вӗсене курма ертсе пыракан аслисем те кӑмӑллаҫҫӗ.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ куракансем валли мӗн те пулин ҫӗннине-кӑсӑклине шыраса тупсах тӑрать. Хальхинче театр хӑйӗн черетлӗ, 83-мӗш, ҫуралнӑ кунне куракансемпе савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура ирттерессине пӗлтерет.
Ҫав кун театр «Кот в сапогах» ача-пӑча спектаклӗ кӑтартма палӑртса хунӑ. Унта 3 ҫултан пуҫласа 12 ҫулчченхи шӑпӑрлана ашшӗ-амӑшӗпе, асламӑшӗ-аслашшӗпе, кукамӑшӗ-кукашшӗпе (тепӗр тесен, кирек кампа пырсан та хапӑл) кӗтеҫҫӗ. Икӗ билет туянсан виҫҫӗмӗшне тӳлевсӗр парӗҫ.
Театр ӗҫченӗсем мюзикл евӗр хатӗрленӗ «Кот в сапогах» спектакль пуриншӗн те — ваттишӗн те, вӗттишӗн те — кӑсӑклӑ пуласса шанаҫҫӗ. Унта юрри те ҫителӗклех пулӗ, ташши те, ӑса вӗрентсе калани те, картса хӑвармалли те тупӑнӗ.
Ҫак кунсенче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗн «Чӑваш кӗнеки» центрӗ «Чӑваш литературинчи ӗҫ ҫыннин прозӑри сӑнарӗ» темӑпа уҫӑ лекци ирттернӗ. Ӑна вулавӑш И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн историпе филологи факультечӗн тӗпчевҫисемпе пӗрле йӗркеленӗ.
Филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Александр Мефодьев чӑваш литературинчи рабочи сӑнарне тӗплӗн уҫса пани пирки пӗлтерет республикӑн Культура министерстви. Филолог ӗҫ ҫынни сӑнарне икӗ пая уйӑрнӑ: хресчене тата рабочие. Рабочи теми пахалӑхӗпе ял темине ҫитеймест, апла пулин те Совет саманин юлашки тапхӑрӗнче ҫыравҫӑсем чылай паха роман калӑпланӑ тесе шухӑшлать иккен тӗпчевҫӗ. А. Талвирӑн «Никӗс», И. Лисаевӑн «Тивӗҫ», Г. Красновӑн «Ҫамрӑклӑх пӗрре килет», «Кӗвӗҫекене кӗвӗ ҫиет» романӗсем, В. Чебоксаровӑн «Вутпа тимӗр», И. Григорьевӑн «Хумсем пӗрлешеҫҫӗ» повеҫсем — ҫаксем тата ытти хайлавсем тӗрлӗ савут-хапрӑкра ӗҫлекенсен пурнӑҫне уҫса панӑ.
Ӗҫ теми халӑх сӑмахлӑхӗнче те анлӑ тӗл пулать: сӑвай ҫапакансен, бурлаксен, кӗпер тӑвакансен юррисем халӑхра хӑй вӑхӑтӗнче питӗ анлӑ сарӑлнӑ.
Пушӑн 16-мӗшӗнче Шупашкарти «Кӑнтӑр» клубра хула шайӗнчи «Кӗмӗл сасӑ» конкурс фестиваль иртнӗ.
Конкурса пултаруллӑ ҫамрӑксене тупса палӑртас тӗллевпе ирттереҫҫӗ. Унта 15–35 ҫулсенчи ҫамрӑксем хутшӑнаҫҫӗ.
Хула шайӗнче Юлия Мокеева мала тухнӑ. Вӑл Шупашкарти 18-мӗш шкулта ӑс пухать. Иккӗмӗш вырӑна культура училищинче вӗренекен Алексей Николаев йышӑннӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑна Шупашкарти 22-мӗш шкулти Анастасия Давыдова тата Евгения Аникина тухнӑ.
Юлия Мокеева ҫӗнтерӳҫӗ Пӗтӗм Раҫҫейри «Кӗмӗл сасӑ» конкурса хутшӑнӗ. Вӑл пушӑн 24-26-мӗшӗсенче Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче иртӗ.
Шупашкарта «Егор Шилов» фильмӑн режиссерӗ Юрий Спиридонов тепӗр фильм ӳкерме хатӗрленет. Унӑн каҫхи клубра массӑллӑ сцена ӳкермелле. Кун валли 100 яхӑн ҫын кирлӗ.
Малтанлӑха каланӑ тӑрӑх, ку ӳкерчӗке пуш уйӑхӑн 22-мӗшӗнче камера ҫине куҫарӗҫ. Унта кирек кам та хутшӑнма пултарать. Клуба тӳлевсӗрех кӗртеҫҫӗ.
Унта ӳкернӗ чухне ытларах Граф анти-герой тавра ӗҫ-пуҫ пулса иртӗ. Ҫавантах икӗ сӑнар, арҫынпа хӗрарӑм, паллашнине те ӳкерӗҫ.
Ӳкерӗве паллӑ тата пултаруллӑ dj Kastas хутшӑнать. Юрий Спиридонов клубра ӳкерӗнмешкӗн дресс-кода пӑхӑнмаллине асӑрхаттарать. Тата кӑмӑл лайӑх пулмалла.
Республикӑри халӑх пултарулӑх центрӗ хатӗрленӗ «Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» видеохӑтлав «Диво России» (чӑв. Раҫҫей тӗлӗнтермӗшӗ) фестиваль-конкурсӑн ҫурма финалне лекнӗ.
Чи лайӑххисен йышне ҫӗршывӑн 34 регионӗнчен 49 видеохӑтлава суйланӑ.
Ҫурма финалта Крымри, Атӑлҫи федераци округӗнчи, Тӗп, Ҫурҫӗр-Хӗвеланӑҫ, Ҫурҫӗр-Кавказ, Кӑнтӑр федераци округӗсенчи проектсем «тупӑшӗҫ». Куҫӑн майпа йӗркелекен ҫурма финал пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Мускавра, унти «Крокус-экспо» курав залӗнчи конференц-залра иртмелле.
Ҫурма финала «Объекты приключения и событийного туризма» номинацире Чӑваш Енрисӗр пуҫне Самар, Вологда облаҫӗсенчен, Тутарстан Республикинчен тӑратнӑ ӗҫсем лекнӗ. Вӗсенчен чи лайӑххи финала лекӗ.
Ҫак уйӑхӑн 17–18-мӗшӗсенче Шупашкарта сахал йышлӑ халӑхсен культура форумӗ иртмелле.
Ҫӗршывӑн Культура министерствисем йӗркелекен ку мероприятие кӑҫал VI хут пуҫтараҫҫӗ. Канашлӑва Шупашкарта ирттернине республикӑн Культура министерстви пирӗн тӑрӑхра 128 наци ҫыннипе 8 этнос ушкӑнӗ туслӑ та килӗштерсе пурӑннипе сӑлтавлать. Халӑхсемпе конфессисен хушшинче туслӑх хуҫаланнине палӑртнӑ май канашлӑва Атӑлҫи федераци округӗнчи 10 ытла делегаци хутшӑнассине пӗлтерет. Федераци тата регионсенчи тӳре-шара та килсе ҫитмелле унта.
Форумӑн тӗп мероприятийӗсем К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче иртмелле. Ун вӑхӑтӗнче тӗрлӗ темӑпа «ҫавра сӗтелсем» йӗркелӗҫ. Ҫав шутра сахал йышлӑ халӑхсен культурине упраса хӑварас ыйтӑва та хускатӗҫ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи халӑх пултарулӑхӗн хӑй тӗллӗн вӗреннӗ ушкӑнӗсем «халӑх» ятне хӳтӗлессишӗн тӳре али витӗр тухнӑ. Республика шайӗнчи комиссие юрас тесе вӗсем хӑйсен пултарулӑхне кӑтартса парассишӗн хытах тӑрӑшнӑ. Ҫине тӑни сая кайман.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Культура ҫуртӗнчи ветерансен хорӗ (ертӳҫи — Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Геннадий Курсов), асӑннӑ Культура ҫуртӗнчи «Цивиляночка» вокал ансамблӗ (ертӳҫи — Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Эльза Тимофеева), Вӑрманкас Кӗҫтемӗрти ял клубӗнчи юрӑпа ташӑ ансамблӗ (ертӳҫи — Александр Пушкин, балетмейстерӗ — Сергей Казаков), Опытнӑй поселокри халӑх инструменчӗсен оркестрӗ (ертӳҫи — Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Маргарита Чиркина), Первомайскинчи «Шурвар» фольклор ансамблӗ (ертӳҫи — Нина Григорьева) «халӑх» ячӗсене хӳтӗлесе хӑварнӑ.
Патӑрьел районӗнче ҫамрӑк ҫемьесен конкурсне ирттерме йышӑннӑ. Хӑйне евӗр тупӑшӑва район администрацийӗн вӗренӳ, ҫамрӑксен политикин, физкультура тата спорт управленийӗн ҫамрӑксемпе ӗҫлекен центрӗ йӗркеленӗ.
Кирек мӗнле ӑмӑртури евӗрех конкурса хутшӑнакансене ятарлӑ комисси хаклӗ. Вӑлах конкурса хутшӑнакансене тата финала тухакансене палӑртӗ.
Ӑмӑртӑва хутшӑнас тесен мӑшӑрсен 35 ҫултан аслӑрах пулмалла мар тата ачаллӑ ҫемьесене кӑна суйлӗҫ. Хут уйӑрса пурӑннине те пӑхӗҫ.
Конкурс икӗ тапхӑрпа иртӗ. Малтанхи, куҫӑнсӑрри, пуш уйӑхӗн 14-мӗшӗнче пуҫланнӑ ӗнтӗ, ҫак уйӑхӑн 31-мӗшӗнче вӑл вӗҫленӗ. Кунта ҫӗнтернисем финала тухӗҫ те ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче йӗркелекен куҫӑн тапхӑрта пултарулӑха кӑтартӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Александр Георгиевич, чӑваш кӗвӗ ҫыраканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Юдин Василий Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, талмачӗ, публицисчӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |