Ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Мускавра Халӑх хуҫалӑхӗн ҫитӗнӗвӗн куравӗнче «Нумай нациллӗ Раҫҫей» фестиваль иртет. Ӑна Раҫҫей кунне халалласа ирттереҫҫӗ. Ҫавна май ҫӗршыври халӑхсен культури тата йӑли-йӗрки валли тимлӗх ытларах уйӑрӗҫ.
«Халӑхсен туслӑхӗ» фонтан патӗнчи сцена ҫинче иртекен концерт программи пуян пулӗ. Унта тӗрлӗ наци ушкӑнӗсем хутшӑнӗҫ. Кӑҫал Чӑваш Республикинчен унта «Уяв» халӑх фольклор ансамблӗ кайӗ. Ӑна РФ тата ЧР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Зинаида Козлова ертсе пырать.
«Уяв» ушкӑн пӗтӗм тӗнчери, Раҫҫейри, республикӑри, хулари фестивальсенче тата конкурссенче лауреат, дипломант ятне пӗрре мар илтнӗ. Ушкӑн ӗлӗкхи йӑла-йӗркене манмасть. Вӗсен репертуарӗ 1985 ҫултанпа пуян.
Вӑрнар районӗнчи Кивӗ Шуртанта хальхи вӑхӑтра ял уявне хатӗрленеҫҫӗ. Ытти хӑш-пӗр ялти пек ӑна ҫулсерен йӗркелемеҫҫӗ — пилӗк ҫулта пӗрре пухӑнаҫҫӗ. Хӑҫан уявлассине Ҫимӗке кура палӑртаҫҫӗ. Ун умӗнхи шӑматкун ял уявне йӗркелеҫҫӗ.
Ял кунӗччен вырӑнтисем тавралӑха тирпей-илем кӗртеҫҫӗ. Кил умне кӑна мар, урама та хӑтлӑх кӳреҫҫӗ. Пӗве хӗррине пӑрахса хӑвармаҫҫӗ: ун тавралла ӳсекен курӑка ҫулса тирпейлеҫҫӗ, тасатмаллине тасатаҫҫӗ. Унта-кунта ӳсекен ват йывӑҫсемпе кирлӗ-кирлӗ мар хунава та касса тухаҫҫӗ. Ӗҫе пӗр самантра вӗҫлеме ҫук та, темиҫе кунах аппаланаҫҫӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн 17-мӗшӗчченех тимлеме палӑртса хунӑ. Ваттисен праҫникӗнче вара яла хӑна-вӗрле пуҫтарӑнӗ. Тӑван-пӗтенпе тата ял-йышпа пӗрле савӑнӗ.
«Чӑваш хӗрарӑмӗн» тусӗсем хушшинче иртнӗ ҫул такмаксен конкурсне ирттернӗ. Авторсен ӗҫӗсене ЧР тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ Светлана Асамат сӑвӑҫ пахаланӑ.
Пӗрремӗш вырӑна Муркаш районӗнчи Елена Никитина йышӑннӑ. Иккӗмӗш вырӑнта икӗ автор: Красноармейски районӗнчи Николай Ершовпа Елчӗк районӗнчи Глафира Григорьева. Виҫҫӗмӗш вырӑна 3 такмакҫӑ тивӗҫнӗ: Красноармейски районӗнчи Георгий Тусли, Вӑрнар районӗнчи Анна Пескова тата Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Галина Зотова.
Конкурса хӑйсен хайлавӗсемпе Шупашкар хулинче пурӑнакан Николай Краснов, Вӑрнар районӗнче пурӑнакан Алексей Сувар, Канаш районӗнчи Николай Агаков, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Анатолий Пукаш, Тутарстанра пурӑнакан Александр Акимов тата Комсомольски районӗнчи Мария Козлова та хутшӑннӑ.
Хаҫат редакцийӗ такмак авторӗсене ҫӗртмен 9-мӗшӗнче Пичет ҫуртӗнче чысларӗ. Вулакансемпе тӗл пулма «Хыпар» хаҫат тӗп редакторӗ Михаил Арланов, тӗп редакторӑн пӗрремӗш ҫумӗ Геннадий Максимов, «Чӑваш хӗрарӑмӗ» хаҫат редакторӗ Маргарита Ильина, редакцире вӑй хуракан журналистсем Елена Атаманова, Татьяна Наумова, Марина Тумаланова тата Светлана Асамат сӑвӑҫ ӑшшӑн кӗтсе илчӗҫ.
Раҫҫей эстрадин ҫӑлтӑрӗсенчен пӗри, Раҫҫей халӑх артисчӗ Филипп Киркоров ӗнер чӑваш кӗпиллӗ пулса тӑнӑ. Унта чӑваш наци орнаменчӗпе юрӑҫ тата шоу ячӗсене ҫырса хунӑ. Филипп Киркоров портретне те вырнаҫтарнӑ.
Паллӑ юрӑҫа кӗпене республикӑн Элтеперӗ Михаил Игнатьев парнеленӗ.
Раҫҫей эстрадинче поп-патша тесе калакан юрӑҫ ӗнер Шупашкарта концерт лартнӑ. Унта Михаил Игнатьев ҫемйипех кайнӑ: мӑшӑрӗпе Лариса Юрьевнӑпа, ывӑлӗпе Иванпа, хӗрӗпе Марийӑпа. Артистпа вӗсем концерт пуҫланас умӗн калаҫнӑ. Элтепер эстрада ҫӑлтӑрне ӑшшӑн йышӑннӑ май Филипп Киркоров пултарулӑхне юратакансем республикӑра йышлӑн пулнине палӑртнӑ. Унтан вӑл ӑна чӑваш тӗрриллӗ кӗпе тӑхӑнтартнӑ. Парни тата шӑп та лӑп пулнӑ.
Ҫӗртмен 17-мӗшӗнче Шупашкарта "Открой рот" (чӑв. Ҫӑварна уҫ) ятпа сасӑпа вулакансен Раҫҫей чемпионачӗ иртет.
Кун пек ӑмӑртӑва хутшӑнма йывӑр мар тесе ӗнентереҫҫӗ. Унта лекме кӑмӑл тунисен чемпионат йӗркелӳҫисем малтанах суйласа илнӗ кӗнекесенчи сыпӑксене вуламалла. Илемлӗ вулама пӗлнипе пӗлсех кайманнине тӳресем хаклӗҫ. Суйлав турӗнче ҫӗнтернине самай сумлӑ парнепе хавхалантарма шантараҫҫӗ. Кайран ҫав ҫын ҫурма финал конференцине хутшӑнӗ. Унта та хӑйне кӑтартма пултарсан финалти чемпионатра сасӑпа кӗнеке вулӗ. Петӗмлетӳ Мускавра, ҫулталӑк вӗҫӗнче, иртмелле.
Хальхи, ҫӗртмен 17-мӗшӗнчи, конкурс Чӑваш наци вулавӑшӗнче 18 сехетре пуҫланать. Унта хутшӑнас кӑмӑллисен 18 ҫултан аслӑрах пулмалла.
Чӑваш кӗнеке издательствинче Нелли Петровскаян «Тухатмӑш» кӗнекин иккӗмӗш пайӗ кун ҫути курнӑ.
Вулакансенчен самайӑшне килӗшнӗ ҫак кӗнеке авторӗ 2001 ҫултах леш тӗнчене уйрӑлса кайнӑ. Романӑн алҫырӑвне ҫыравҫӑн килти архивӗнче асӑрханӑ. «Тухатмӑшӑн» пӗрремӗш кӗнекине 2012 ҫулта кун ҫути кӑтартнӑ.
Романӑн тӗп сӑнарӗ — Минке. Тухатма пӗлнишӗн унӑн чунӗ асапланать. Ҫылӑха каҫарас тесе хӗрарӑмӑн ҫӗнӗрен ҫуралса тепӗр хутчен пурӑнса ирттерме тивет.
Романӑн иккӗмӗш пайӗнчи сюжет ачасӑр ҫемьере 20 ҫултан хитре хӗр ҫуралнинчен пуҫланать. Аталану шайӗпе пӗчӗклех хӗрача ыттисенчен уйрӑлса тӑрать. Анчах пурнӑҫӗ унӑн пӗртте ҫӑмӑл килмест: самай кӑткӑслӑха ҫӗнсе малалла тапаҫланма лекет.
Романа вуласа тухнисем унӑн чӗлхи ҫӑмӑллине, сюжечӗ кӑткӑссине палӑртаҫҫӗ.
Патӑрьел районӗнче нумаях пулмасть юмах лартассипе ӑмӑрту иртнӗ. 7–10 ҫулхисем хушшинче пӗрремӗш вырӑна Кивӗ Ахпӳртри тӗп шкулта вӗренекенсем, иккӗмӗшне Ҫӗньялти тӗп шкулти ачасем тата Шӑнкӑртамри пӗрремӗш вӑтам шкула ҫỹрекенсем йышӑннӑ. Кивӗ Ахпӳртри тӗп шкулта вӗренекенсен тепӗр ушкӑнӗ виҫҫӗмӗш вырӑна тухнӑ. Ҫавӑн пекех жюри Патӑрьелӗнчи пӗрремӗш вӑтам шкулти иккӗмӗш классен ӗҫне те виҫҫӗмӗш вырӑна хурса хакланӑ.
Аслӑрах ҫулхисенчен Патӑрьелӗнчи иккӗмӗш вӑтам шкулти пиллӗкмӗшсене тата Ҫӗнӗ Ахпӳртри тӗп шкулти улттӑмӗшсене палӑртмалла. Икӗ ушкӑнӗ те хрантсус поэчӗн Ш. Перро юмахӗсене калӑпланӑ.
Мероприятие пуянлатма Патӑрьелӗнчи иккӗмӗш вӑтам шкулти Р. Илюткина, М. Сугутская, О. Спинова ертсе пыракан иккӗмӗш классен ташӑ ушкӑнӗсем тата централизациленӗ клуб системинчи В. Арланова юрӑҫ та пулӑшнине А. Астраханцева асӑннӑ районти «Авангард» хаҫатра пӗлтерет.
Укҫа тесен чылайӑшӗ пуҫа ҫухатма хатӗр. Уншӑн ҫынсене ӳпкелеме те пӗлмелле мар-тӑр — паянхи саманара пурнӑҫӗ укҫа ҫинче тытӑнса тӑрать те... К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн «Укҫа чул кастарать» спектаклӗнче те ҫав шухӑшах палӑрать. Камитре амӑш укҫишӑн тӑванпа тӑван тупӑшать.
Ыран ку спектакле театр артисчӗсем Йӗпреҫ районӗнчи Пучинкере кӑтартӗҫ.
Яла спектакльпе СССР халӑх артистчӗ Вера Кузьмина, РСФСР тата ЧАССР халӑх артисчӗ Нина Яковлева, Чӑваш Енӗн халӑх артисчӗ Геннадий Медведев, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ Надежда Воюцкая тата Александр Демидов, Надежда Зубкова, Василий Иванов, Николай Котеев актерсем ҫитӗҫ. Ҫу каҫиччен артистсем ытти тӑрӑха та ҫитсе килме палӑртаҫҫӗ
Шупашкар районӗнчи вулавӑшсенче «Вула, район» ятпа урамри вулав вырӑнӗсем уҫнӑ. Шупашкарта та ун пеккисем уҫнӑ-ха, анчах районта хӑйӗн специфика иккенне кура ҫавна та шута илме тивет.
Район центрӗнче кӑна мар, ялсенчинче те ҫуллахи вулав вырӑнӗсем ӗҫлӗҫ. Вӗсем кӗҫнерникунсерен ҫу каҫипех ҫынсене кӗтӗҫ.
Кӳкеҫре уҫӑ вырӑнти вулав залӗсене Тӗп вулавӑш умӗнчи лапамра, «Бичурин тата хальхи самана» музейӑн Бичурин пахчинче тата Советски урамри 69-мӗш ҫурта хирӗҫ вырнаҫнӑ ача-пӑча лаптӑкӗнче йӗркеленӗ.
Ҫуллахи вулав вырӑнӗсене район центрӗнче ӗнер уҫнӑ.
Мероприятин тӗп хӑни И. Ильфпа Е. Петровӑн «Двенадцать стульев» романӗнчи Остап Бендер пулнӑ. Шупашкар районӗнчи тӗп вулавӑшра ӗҫлекенсем кӗнекене кино ҫӗнӗ пурнӑҫ кӗртме пултарать тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Чӑваш Енӗн РФ Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчелӗхӗн сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Мускав хулин думин комиссийӗ хулара чӑваш халӑхӗн Ҫуттакӑларуҫине, чӑваш алфавичӗн йӗркелӳҫине Иван Яковлева халалланӑ палӑка лартас ыйтӑва пӑхса тухнӑ.
Ыйтӑва сӳтсе явас ҫӗре элчелӗх пайташӗсем, Мускаври чӑвашсен ентешлӗхӗ, Раҫҫей архитекторӗсен пӗрлӗхӗн пайташӗ Владимир Филатов хутшӑннӑ. Ҫавӑн пекех Иван Яковлевӑн Чӗмпӗрте вырнаҫтарнӑ палӑкӗн авторӗ, ЧР тава тивӗҫлӗ ӳнерҫи Владимир Нагорнов скульптор та пулнӑ.
Палӑка Мускаври Пысӑк Уҫланкӑ урамӗнче лартма палӑртнӑ. Ку «Полянка» метро станцийӗнчен инҫех мар. Палӑка лартсан сквер та Иван Яковлев ячӗпе хисепленӗ.
Ку ыйтӑва Якиманка муниципалитет округӗнче ҫу уйӑхӗ вӗҫӗнче ҫӗкленӗ ӗнтӗ. Анчах ун чухне палӑк вырӑнне тӗплӗн тишкерме палӑртнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Александр Георгиевич, чӑваш кӗвӗ ҫыраканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Юдин Василий Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, талмачӗ, публицисчӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |