Шупашкарта «Контрабас тӗнчи» пӗтӗм тӗнчери III фестиваль иртнӗ. Унта тӗнчери пултаруллӑ контрабасҫӑсем хӑйсен пултарулӑхне тата ҫак музыка инструменчӗн илемлӗ янӑравӗпе куракана тыткӑнланӑ.
Фестиваль кунӗсенче май тӗп хуламӑрти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищинче Эрик Хансен тата Ростислав Яковлев маҫтӑр-класс ирттернӗ.
Эрик Хансен — контрабас профессорӗ. Вӑл АПШри Юта штатри Бригам ячӗллӗ университетри музыка шкулӗнче симфони оркестрӗн дирижерӗнче тӑрӑшать. Унсӑр пуҫне вӑл Юта оркестрӗн солисчӗ тата дирижерӗ.
Ростислав Яковлев — Пӗтӗм Союзри конкурс лауреачӗ, Питӗрти филармонин симфони оркестрӗн солисчӗ.
Фестиваль вӑхӑтӗнче асра юлмалла концертсем те иртнӗ. Вӗсенчен пӗри куракансене Шупашкарти филармони залне пухнӑ.
Чӑвашран тухса тӗнчипе ят-сум илнӗ Никита Бичурин ӑсчах-академик, Раҫҫейре китаейпӗлӗвне пуҫарса янӑ Никита Бичуринӑн пӗртен-пӗр музейӗнче, Кӳкеҫре вырнаҫнӑ «Бичурин тата хальхи самана» ятлӑскерте, вӗҫӗмех шыравра.
Никита Бичурин, сӑмах май, Шупашкар район ҫынни. Вӑл унти Типнерте ҫуралнӑ. Паллӑ ентешне халалланӑ музея уҫнӑранпа ертсе пыракан Ирина Удалова аваллӑх управҫинче нумаях пулмасть китай чӗлхипе маҫтӑр-классем ирттерме тытӑннине пӗлтерет.
Малтан ачасем «Научный подвиг Н.Я. Бичурина» (чӑв. Н.Я. Бичуринӑн ӑслӑлӑхри паттӑрлӑхӗ) залри экспонатсемпе паллашаҫҫӗ. Кайран вӗсене музей экскурсовочӗ А.В. Данилова иероглифсемпе, китай чӗлхинче сасӑсене епле каланипе паллаштарать. Шкул ачисене вӑл ансат сӑмах ҫаврӑнӑшӗсемпе китайла сывлӑх сунма, тав тума, сывпуллашма вӗрентет. Пӗчӗк кӑна диалогсем те ирттерет вӑл вӗсемпе тата темиҫе иероглиф ҫырма хӑнӑхтарать.
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа музейри маҫтӑр-класра Шупашкарти тӑватӑ вӗренӳ учрежденийӗнчи — 2-мӗш гимназири, 14-мӗш кадет шкулӗнчи тата 3-мӗшпе 57-мӗш вӑтам шкулсенчи — ачасем пулнӑ.
Пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче филармонии залӗнче вӑрнарсен Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкарти «Туслӑх» ентешлӗхӗн савӑнӑҫлӑ каҫӗ пулса иртрӗ. Уяв яланхи пекех ентешлӗхӗн гимнне пурте ура ҫине тӑрса юрланипе пуҫланчӗ. Юрӑ-ташӑ ӑстисем хӑйсен пултарулӑхне кӑтартнӑ май экран ҫинче вӑрнарсен паллӑ ҫыннисен, ӗҫ паттӑрӗсен, культурӑпа ҫутлӑх ӗҫченӗсен, кунтан тухнӑ чаплӑ ҫар ҫыннисен сӑнӳкерчӗкӗсем ылмашӑнса тӑчӗҫ.
Хӑйне евӗрлӗ, пӗр кӑкран ҫӗкленекен «Туслӑх йывӑҫне» Чӑваш наци конгрессӗн пуҫлӑхӗ Николай Угаслов пуҫарӑвӗпе вунӑ район ентешлӗхӗсене ертсе пыракансем алӑ ҫине алӑ хурса илем кӳчӗҫ, юлташлӑха, чӑвашлӑха малашне те пӗрле ҫирӗп тытса пыма тупа турӗҫ. Вӑрнарсен «Туслӑх» ентешлӗхӗн ҫулталӑкри ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен унӑн ертӳҫи Андрей Суварин каласа пачӗ, ҫамрӑксене ӗҫе хӑнӑхтарас, вӗсен культурине ӳстерес, спорта явӑҫтарас, ваттисене пулӑшас енӗпе мӗн-мӗн туса ирттернине пӗлтерчӗ. Ентешлӗх ертӳҫи хӑйӗн пуҫаруллӑ ӗҫӗшӗн Чӑваш наци конгрессӗн Хисеп хутне илме тивӗҫрӗ. Вӑрнарсен «Туслӑх» ентешлӗхне пуҫарса янӑ Леонид Тянгова ура ҫине тӑрса асӑнчӗҫ, ҫав вӑхӑтра унӑн ҫитес ӑрусене халалласа ҫырнӑ чуна пырса тивекен сӑвви янӑрарӗ.
Мӗнле пурӑнать-ха сӑвӑҫӑ паянхи ҫӑмӑл мар саманара? Уҫӑ эфирта тухакан «Ирхи тӗпел» передачӑра чӑваш сӑвӑҫи, Раҫҫей Федерацийӗн ҫыравҫисен перлӗхӗн пайташӗ, Раҫҫей Федерацийӗн вӗрентӳ ӗҫӗн хисеплӗ ӗҫченӗ Федорова Любовь Михайловна пулчӗ. Вӑл передачӑна ертсе пыракан Марина Карягинӑпа поэзи шӑпипе ун пуласлӑхӗ ҫинчен пуплерӗ. Шупашкарти 1-мӗш гимназире чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗ пулса вӑй хураканскер, чӑваш чӗлхи малашлӑхӗ ҫинчен те калаҫрӗ. Паллах, ӗҫе темле юратсан та йывӑрлӑхсемсӗр пулмасть. Ҫапах та Любовь Михайловна тӑван чӑваш чӗлхи нихӑҫан та пӗтмессе шанса калаҫрӗ.
Сӑмах май, Любовь Михайловна пушӑн 20-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Эпир ӑна ҫуралнӑ кун ячӗпе саламлатпӑр. Ырлӑх, сывлӑх, иксӗлми, телей, ҫитӗнӳсем сунатпӑр.
Паян, пуш уйахӗн 25-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх пукане театрӗн актриси Надежда Алфёрова юбилейне паллӑ тунӑ. Ӑна вӑл ытти пултарулӑх ҫынни пекех сцена ҫинче уявланӑ.
Надежда Алферова ирхи тата каҫхи спектакльсенче вылять. Паян актрисӑна саламламашкӑн зал тулли хӑна пухӑннӑ. Надежда Алферова ачалӑхне кулиса хыҫӗнче ирттернӗ, амӑшӗн ҫулӗпе кайнӑ. Сцена ҫинче вӑл 45 ҫула яхӑн ӗҫлет. Унтанпа 100 ытла роле калӑпланӑ вӑл.
Надежда Алферова актриса кӑна мар, режиссер та. Уншӑн пукане театрӗ — асамлӑх. Вӗсем пуканене чӗртеҫҫӗ-ҫке-ха.
Республикӑн тӗп хулинче туристсене оркестрпа кӗтсе илме ӗмӗтленеҫҫӗ. Ку вӑл — планра. Унччен вара ӑна, оркестрне, йӗркелемелле.
«Кадетсен вӗрсе каламалли оркестрӗ» проекта пурнӑҫа Шупашкар хула администрацийӗн культура тата туризма аталантарас енӗпе ӗҫлекен управленийӗ укҫа парса пулӑшмалла.
Оркестрне В.П. Воробьев ячӗллӗ 2-мӗш музыка шкулӗ тата 47-мӗш вӑтам шкул пӗрле йӗркелемелле.
Шупашкарти ача-пӑчан 2-мӗш музыка шкулне илсен, культура управленийӗнче ӑна малашлӑхлӑ тата ҫӗнӗлле ӗҫлекенсен шутне кӗртеҫҫӗ. Кадетсен оркестрне йӗркелессипе асӑннӑ вӗренӳ учрежденийӗн ҫине тӑмалла. Йӗркеленсе кайсан оркестра шкулти мероприятисене кӑна мар, хуларисене те хутшӑнмалла. Оркестр вӑхӑтлӑх туризма аталантарма та пулӑшасса шанаҫҫӗ.
Пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта «Талантсен хумӗ» регионсен хушшинчи конкурс иртӗ. Хореографи тата ӳнер пултарулӑхӗн ӑмӑртӑвне Чӑваш Енри пултаруллӑ ҫынсем кӑна мар, Хусанти, Ешӗлварти (Зеленодольскри), Калуга облаҫӗнчисем те килӗҫ.
Хальлӗхе 500 ҫын хутшӑнма заявка панӑ. Анчах вӗсен шучӗ ӳсме те пултарать. Конкурс «Химик» культура ҫуртӗнче иртӗ. Раҫҫейри Кино ҫулталӑкне халалланӑскер ирхи 9 сехетре пуҫланӗ те 15 сехетре вӗҫленӗ.
Конкурса ачасене хореографи, ӳнер пултарулӑхӗнчен аталанма пулӑшас тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ. Ҫамрӑк артистсем тӗрлӗ номинацире тупӑшӗҫ: ташӑ, мода, хореографи композицийӗ…
«Раҫҫейри чи юратнӑ кино» ятарлӑ номинацире ачасем тӗрлӗ жанрлӑ номерсем кӑтартӗҫ.
Ӗнер Чӑваш Республикинчи кинематографсен пӗрлешӗвӗ ҫавра сӗтел ирттерчӗ, «Чӑваш кинематографӗн пуласлӑхӗ. Мӗн тумалла?» ятлинче чӑваш кино ӑсталӑхне мӗнле майпа малалла аталантармаллине сӳтсе яврӗ.
Пӗрлешӳ пайташӗсен шухӑшӗпе тӗп вырӑнта патшалӑх пулӑшӑвӗ пулмалла. Ку — кино ӳкерес культури аталаннӑ ытти республикӑсенче лайӑх палӑрнине каларӗҫ. Чӑваш киновне тӗрек паракан саккунсем йышӑнма сӗнчӗҫ. Тӗслӗх пек Якути, Пушкӑрт, Тутар республикисене илсе пачӗҫ — саккунсем ҫине таянса вӗсем хӑйсен кино ӑсталӑхне аталантарма сахал мар укҫа уйӑраҫҫӗ. Пушкӑрт Республикинче, сӑмахран, 40–80 миллион ҫулталӑкне параҫҫӗ, анчах вырӑнтисемшӗн ку та ҫителӗксӗр, ытла сахал тесе калаҫҫӗ. Пирӗн республикӑна илес пулсан кино ӑсталӑхне пӗтӗмпех тенӗ пекех уйрӑм хастарсем аталантараҫҫӗ. Кунта «Аксар» студине тата ыттисене илсе кӑтартма пулать.
Ҫавра сӗтелте ҫавӑн пекех ҫамрӑксене ятарлӑ вӗрентме яма сӗнчӗҫ. Кунта Якути тӗслӗхӗпе ҫирӗплетрӗҫ. Вырӑнта вӗрентме пултараканнисем пуррине те палӑртрӗҫ, анчах кино ӳкерес ӑсталӑха укҫалла ӑса хывас текеннисем сахалли чӑрмантарни ҫинчен каларӗҫ.
Нумаях пулмасть Германире скульпторсен пӗтӗм тӗнчери ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Унта Польшӑри, Украинӑри, Латвири, Германири, Раҫҫейри ӑстасем тупӑшнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан Евгений Акимов унта Раҫҫей чысне хӳтӗленӗ. Унта унӑн вӗренекенӗ Артем Смирнов та кайнӑ.
Фестиваль Сотрум хулинче иртнӗ. Кӑҫал унта «вупӑр карчӑк» темипе кӳлепесем касса кӑларнӑ. Чи малтан скульпторсем жреби туртса кӑларнӑ. Мӗн лекнине кайран ӑсталанӑ.
Евгений Акимов ҫӗленсемпе ҫыхӑннӑ карчӑка касса кӑларнӑ. Вӗренекенӗ вара ачасен сӑнарне «чӗртнӗ».
Фестивальте тӗрлӗ ҫӗршыври ӑстасем опытпа ылмашӑннӑ. Германире пурӑнакансем вара скульптурӑсемпе сӑн ӳкерӗннӗ.
«Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш» конкурс вӗҫленесси 3 эрнене яхӑн юлчӗ. Паянхи кун тӗлне вара 100 ытла ӗҫ йышӑннӑ та ӗнтӗ сӑвӑ вулакансен видео конкурсне. Ҫавна май конкурса вӗҫлемелли, ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртмалли кунсем те часах ҫитӗҫ.
Видеосӑвӑсен куонкурсне йӗркелекенсем ӗҫсене хаклакан сумлӑ комиссине йӗркелени пирки пӗлтерет. Ҫапла май паян эпир вӗт-шакӑр ачасен тата педагогсемпе ашшӗ-амӑшӗн, аслашшӗсемпе асламӑшсен, кукашшӗсемпе кукамӑшсен пултарулӑхне хаклакан комисси йышӗпе паллаштаратпӑр.
Комисси председателӗ — Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ ертӳҫи, «Шкулта» интернет журнал редакторӗ Андреев Владимир Юрьевич. Унӑн ҫумӗсем: Чӑваш наци конгресӗн Президумӗн пайташӗ Никифоров Геронтий Лукьянович, Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп администраторӗ Плотников Николай Алексеевич. Комисси ҫыруҫи — Ҫӗрпӳри 2-мӗш шкул-интернатӑн аслӑ категориллӗ воспитателӗ Андреева Антонина Петровна.
Комисси пайташӗсен йышӗнче пулӗҫ: Александрова Татьяна Ивановна (Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗн ӗҫченӗ, тӑван ен культурине вӗрентекенӗ), Герасимова Алина Васильевна (Чӑваш наци радиовӗн ача-пӑча передачисен пай редакторӗ), Иванова Надежда Григорьевна (Чӑваш вӗренӳ институчӗн доценчӗ), Николай Ишентей (ача-пӑча ҫыравҫи), Осипов Николай Николаевич (ача-пӑча литературин тӗпчевҫи), Петрова Татьяна Николаевна (Ҫӗрпӳ районӗнчи чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекенӗсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи), Прокопьев Олег Иванович (Чӑваш наци радиовӗн продюсер центрӗн пуҫлӑхӗ), Софоронова Ирина Владимировна (филологи наукисен кандидачӗ, ача-пӑча сӑмахлӑхӗн тӗпчевҫи), Федоров Григорий Геннадьевич (Чӑваш академи драма театрӗн артисчӗ), Елен Нарпи (филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, ҫыравҫӑ).
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Александр Георгиевич, чӑваш кӗвӗ ҫыраканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Юдин Василий Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, талмачӗ, публицисчӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |