Чӑваш хастарӗсен «Ирӗклӗх» пӗрлӗхӗ ҫак кунсенче ҫӗнӗ ҫыру шӑрҫаланӑ — хальхинче Чӑваш Республикин информаци политикипе массӑллӑ коммуникаци министерствине ҫырнӑ.
Информаци политикин министерствинчен чӑваш хастарӗсем Чӑваш наци телерадиокомпанийӗн анлӑшне сарма ыйтаҫҫӗ, хальхи вӑхӑтра чӑваш телекуравне сахал ҫын курма пултарни пирки асӑнаҫҫӗ. Ку ӗҫе тума информаци политикин министерствинче укҫа-тенкӗ пӑхса хӑварма ыйтаҫҫӗ. Хӑйсен ҫырӑвӗнче «Ирӗклӗх» наци телерадиокомпанине спутник урлӑ пӑхма майсем тума пулӑшма та ыйтнӑ.
Аса илтеретпӗр, хальхи вӑхӑтра чӑвашла кӑларӑмсемпе виҫӗ телекомпани тивӗҫтерет: «Чӑваш Ен» ПТРК, Чӑваш наци телекуравӗ тата «ЮТВ» телеканал. Шупашкарта ҫавӑн пекех хальхи вӑхӑтра «21+» канал ӗҫлет, анчах унӑн программинче чӑвашлисем ҫук.
Нарӑсӑн 12-мӗшӗнче Чӑваш Республикин халӑх артистки, Ҫеспӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн сцена ӑсти Лидия Красова 65 ҫул тултарасси, уяв каҫне нарӑсӑн 16-мӗшӗнче ирттерме палӑртни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Ӗнер Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче Лидия Красова вылякан спектакльсенчен пӗрне, «Ҫерем ҫинчи ҫиҫӗм» ятлине, кӑтартнӑ. Спектакль умӗн юбиляра культура министрӗн ҫумӗ Вячеслав Оринов саламланӑ май артиста ҫутҫанталӑк ӑсталӑх панине, Лидия Красован шалти чунӗн пуянлӑхне палӑртнӑ. Театр ӗҫченӗсем пӗрлешӗвӗн яваплӑ ҫыруҫи Галина Скворцова, Вӑрнар район ентешлӗхӗн ертӳҫи (Лидия Красова Вӑрнар районӗнчи Тӑвальушкӑнь Ялтӑра ялӗнче ҫуралнӑ) Андрей Суварин саламланӑ.
«Ветки» фильмпа куракансене нумаях пулмасть паллаштарнӑччӗ. Анчах вӑл хупӑ сеанс пулнӑччӗ. Ӑна ун чухне журналистсемпе тӳре-шара ҫеҫ курнӑ.
Шупашкар режиссерӗн Владимир Синяевӑн «Ветки» фильмӗ проката тухассине пӗлтереҫҫӗ. Ӑна пысӑк экран ҫинче паянтан пуҫласа курма май пур.
Фильма «Волжский» тата «Три пингвина» кинотеатрсенче курма пулать. Пӗрремӗшӗнче — нарӑсӑн 15–18-мӗшӗсенче, 20 тата 22–25-мӗшӗсенче, иккӗмӗш кинотеатрта нарӑсӑн 15–29-мӗшӗсенче кӑтартаҫҫӗ.
Киносеанса 18 ҫул тултарнисене ҫеҫ кӗртеҫҫӗ. Фильм 1,5 сехет пырать. Ӑна 100 тенкӗпе курма май пур.
Тӑван халӑхӑмӑра ҫутта кӑларнӑ аслӑ вӗрентекенӗмӗр Иван Яковлев ячӗпе палӑк уҫма пултарасси пирки эпир иртнӗ уйӑхӑн ҫурринче хыпарланӑччӗ. Кун пирки эпир ҫӗршывӑн тӗп хулин монумент ӳнерӗ енӗпе ӗҫлекен комиссийӗн ертӳҫи Игорь Воскресенский пӗлтерни тӑрӑх «Москва» (чӑв. Мускав) хула хыпарӗсен агентствине пӗлтерни тӑрӑх ҫырнӑччӗ.
Ҫӗршывӑн тӗп хулин монумент ӳнерӗ енӗпе ӗҫлекен комиссийӗн ертӳҫи Иван Яковлева хисеплесе монумент лартма комиссине заявка ҫитнине пӗлтернӗччӗ.
Пуҫаруҫӑсем палӑка Большая Полянка (чӑв. Пысӑк Уҫланкӑ) урамра вырнаҫтарасшӑн пулнӑччӗ. Палӑк ыйтӑвне ҫак уйӑхра пӑхса тухма шантарнӑччӗ.
Халӗ, чӑн та, пӑхса тухнӑ. Анчах ыйту хальлӗхе уҫӑмланман. Иван Яковлев палӑкне Мускавра лартма Чӑваш Енӗн РФ Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчелӗхӗ сӗннине тишкернӗ май маларах асӑннӑ Воскресенский палӑк валли вырӑна Пысӑк Уҫланкӑ урамӗнче мар, Чебоксарская (чӑв. Шупашкар) ятлинче тупма май пуррине палӑртнӑ.
Тутарстанӑн культура пурнӑҫӗнче Федор Шаляпин фестивалӗ пысӑк вырӑн йышӑнать. Унти М. Джалиль ячӗллӗ оперӑпа балет академи патшалӑх театрӗнче ӑна асӑннӑ учреждени пуҫлӑхӗ Рауфаль Мухаметзянов пуҫарнипе 1982 ҫултанпа ирттереҫҫӗ. Фестивале тӗрлӗ ҫулсенче Мария Биешу, Любовь Казарновская, Анатолий Кочерга, Сергей Лейферкус, Паата Бурчуладзе, Ильдар Абдразаков, Хибла Герзмава, Дмитрий Хворостовский, Рене Папе, Мельба Рамо тата ыттисем хутшӑннӑ.
Шаляпин фестивалӗн ярӑмне Мускаври пӗтӗм тӗнчери музыка ҫуртӗнче те йӗркелеме тытӑннӑ. Кӑҫалхипе иккӗмӗш хут иртет вӑл унта. Фестивале ӗнер Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн Ольга Нестерова ертсе пыракан симфони оркестрӗ те хутшӑннӑ. Пирӗн оркестрпа Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗсем Михаил Гужов, Владимир Кудашев тата Пысӑк театрти Руслан Розыев, Украинӑн тава тивӗҫлӗ артисчӗ Дмитрий Агеев, пӗтӗм тӗнчери конкурссен лауреачӗсем Бранислав Ятич (Серби), Руслан Розыев (Бельгии), Дмитрий Григорьев (Мускаври «Русская опера» (чӑв. Вырӑс опери) театр), Олег Бударацкий (Екатеринбург) юрланӑ.
Нарӑсӑн 12-мӗшӗнче Улатӑр районӗнче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура Раҫҫейри кино ҫулталӑкне тата республикӑри Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкне уҫнӑ. Мероприятие вырӑнти тӳре-шара хутшӑннӑ.
Чи малтанах районти паллӑ ҫынсем пирки документлӑ фильм кӑтартнӑ. Ытти ҫӗрти пекех Улатӑр районӗнче те кашни профессирех ҫемье династийӗсем пур.
Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Н.Г.Романов маттуррисене чысланӑ. Администрацин тав хутне Кондратьевсен ҫемье династине панӑ. Вӗсен пӗтӗмӗшле стажӗ — 146 ҫул. Ҫавӑн пекех Герман династине те тав хучӗ тыттарнӑ. Вӗсен стажӗ 121 ҫулпа танлашнӑ.
Шкулта вӗренекен пултаруллӑ ҫамрӑксем вара ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗн Юрий Кисловӑн стипендине пама йышӑннӑ. Уявра пултарулӑх ушкӑнӗсем концертпа савӑнтарнӑ.
«Чӑваш наци музейӗ 200 пин ытла сайра тӗл пулакан япала упракан вырӑн кӑна мар. Вӑл — хальхи вӑхӑтри культурӑпа ҫутӗҫ центрӗ те», — ҫак шухӑша палӑртнӑ асӑннӑ учрежденин пуҫлӑхӗ Ирина Меньшикова.
Музея ырлакан-мухтакансем, вӑл туса пыракан хисепе тивӗҫлӗ ӗҫсене палӑртакансем ӗнер татах та пулнӑ. Аваллӑхӑн управҫи ӗнер 95 ҫулхине палӑртассине, юбилейччен «Музее парне» акци ирттерессине эпир пӗлтернӗччӗ.
Музее уявпа культура министрӗн ҫумӗ Вячеслав Оринов саламланӑ май музейӑн хӑш-пӗр ӗҫченне Хисеп грамотипе чысланӑ.
Шурсухалсем те ҫитнӗ унта. Виталий Станъял ыррине кӑна каланӑ май ку учреждени Чӑваш Ен историне аталантарма тата сарма пулӑшнине асӑнса хӑварнӑ. Саламлакансем йышлӑ. Чӑваш Енӗн культурӑпа ӳнер институчӗн ректорӗ Наталья Баскакова, ЧППУн историпе филологи факультечӗн деканӗ Анна Скворцова тата ыттисем те хутшӑннӑ.
Ӗнер уҫӑлнӑ «Музей — сӑнсенче» курав та аваллӑх управҫин ӗҫ-хӗлӗпе аван паллаштарать.
Сӑнсем (43)
Чӑваш халӑх ӳнерпе ӑслӑлӑх академийӗн ертӳҫи Евгений Ерагин нумаях пулмасть Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ята тивӗҫнӗ.
Евгений Евстафьевич 1955 ҫулхи чӳкӗн 21-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи Ярак ялӗнче ҫуралнӑ. Чылай вӑхӑт хушши районти Калайкасси вӑтам шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литературине вӗретнӗ. Таврапӗлӳҫӗ. Чылай кӗнеке авторӗ. Хальхи вӑхӑтра Евгений Ерагин — Чӑваш халӑх ӑс-хакӑлӗпе ӳнер академийӗн президенчӗ. Халӑх академикӗсене ертсе пынӑ май чылай меропритисене йӗркелет, хутшӑнать.
Евгений Ерагинӑн сумлӑ ячӗсем унччен те пулса. 2006 ҫулта ӑна Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ ята панӑччӗ.
Евгений Евстафьевичӑн пӗлтӗрхи ӗҫне Чӑваш халӑх сайчӗ те палӑртсаччӗ — вӑл «2015 ҫулталӑк ҫынни» сасӑлава хутшӑнма тивӗҫнӗччӗ.
Паян, нарӑсӑн 12-мӗшӗнче, К.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Муркаш районӗн ҫыннисем пухӑннӑ. Вӗсем Раҫҫейри кино ҫулталӑкне тата республикӑри Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкне халалласа район 72 ҫул тултарнине паллӑ тунӑ.
Фойере хӑнасене юрӑ-ташӑпа кӗтсе илнӗ. Унтах ал ӗҫӗсен куравӗ ӗҫленӗ. Уяв район аталанӑвӗ пирки ӳкернӗ фильм кӑтартнипе пуҫланнӑ. Унтан Муркаш район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Ростислав Тимофеев, район пуҫлӑхӗ Игорь Николаев, ЧР Министрсен Кабинечӗн председателӗн ҫумӗ Алла Салаева тата ыттисем тухса калаҫнӑ.
Унтах ЧР Элтеперӗн стипендине тивӗҫнӗ ҫамрӑксене, маттур ҫынсене чысланӑ. Сцена ҫине Муркаш районӗнчи фольклорпа эстрада ансамблӗсем, пултарулӑх ушкӑнӗсем тухса юрӑ ташӑпа савӑнтарнӑ.
Геннадий Айхи поэт вилнӗренпе кӑҫал 10 ҫул ҫитет. Тӗлӗнсе каймалла пек те, анчах вӑл тӗнчерен уйрӑлса кайнӑранпа ҫавӑн чухлӗ вӑхӑт иртрӗ те иккен...
Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗ Геннадий Айхин ҫак уйӑхра асӑну кунӗсене ирттерме палӑртса хунӑ.
Йӑлана кӗнӗ ҫак мероприяти вӑхӑтӗнче «Айгиана» кӗнекепе ӳкерчӗк куравӗ ӗҫлӗ. Вӑл вулавӑшра упранакан «Айгиана» фондри пуянлӑхпа паллаштарӗ. «Г. Айхин пултарулӑх эткерлӗхӗ» информаци сехетне те палӑртса хунӑ, поэт пултарулӑхӗн тӗпчевҫисемпе тӗлпулусем йӗркелессине те.
Наци вулавӑшӗнчи курав нарӑсӑн 17-мӗшӗнчен тытӑнса ҫак уйӑхӑн 27-мӗшӗччен тӑсӑлӗ. Курав залӗ вулавӑшӑн иккӗмӗш хутӗнчи 218-мӗш пӳлӗмре вырнаҫнӑ. Курав 10 сехетрен 18 сехетчен вырсарни кунсӑр пуҫне кашни кунах ӗҫлӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Фёдоров Моисей Фёдорович, литература критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Скворцов Михаил Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Михаил Васильевич, Чӑваш Енӗн иккӗмӗш президенчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ефейкин Аким Кузьмич, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор вилнӗ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |