Кӑҫал Шупашкарти Хӗрлӗ лапама ҫӗнетсе юсама палӑртнӑ. Юсав ӗҫӗсем пынӑ чухне мероприятисем вара ӑҫта иртӗҫ? Ара, Республика кунне те Хӗрлӗ лапамра паллӑ тума хӑнӑхнӑ вӗт.
Ку ыйтӑва йӗркелӳ комитечӗ ларура сӳтсе явнӑ. Унта мероприятисене Юрламалли уйра, Юханшыв портӗнче тата Анне палӑкӗ умӗнче ирттерме сӗннӗ. Юлашкинчен йӗркелӳ комитечӗ Анне палӑкӗ умне суйланӑ. Эппин, кӑҫал Республика кунӗнче тӗп мероприятисем ун умӗнче иртӗҫ: Пӗтӗм чӑвашсен Акатуйӗ, «Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» фестиваль, фейерверксен фестивалӗ тата ыттисем те.
Аса илтерер: кӑҫал Республика кунӗ Шупашкарта тата Улатӑр районӗнче иртӗ. Улатӑр тӑрӑхӗнче мероприятисем ҫӗртмен 23-мӗшӗнче Кивӗ Эйпеҫ ялӗнче пуҫланӗҫ.
Раҫҫейре кӑна мар, тӗнче шайӗнче палӑрнӑ Терентий Дверенин ал ӑсти паян 100 ҫул тултарнӑ. Кун пирки Геннадий Иванов-Орков ӳнер ӑсти Фейсбукра ирех пӗлтернӗ. 2015 ҫулта Иванов-Орков, сӑмах май, Геннадий Иванов-Орков «Терентий Дверенинӑн чӑваш тӗнчи» ятпа кӗнеке те пичетленӗ.
Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ ватӑ халӑх пуканисене ӑсталать. Терентий Парамонович 85 ҫул тултарсан пуканесене ӑсталама тытӑннӑ. 2010 ҫулта вӑл Чӑваш Енӗн патшалӑх премине тивӗҫнӗ. Пуканесене вӑл хӑйӗн ачисем вырӑнне хурсах хаклать иккен. Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Ҫичпӳрте паян республикӑн культура министрӗ Константин Яковлев ҫитнӗ. Ватта вӑл Чӑваш Республикин Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн ячӗпе Тав ҫырӑвӗпе тата алла ҫыхмалли сехетпе хавхалантарнӑ.
Кӑҫалхипе иккӗмӗш ҫул ӗнтӗ пирӗн ҫӗршывра «Культурный минимум» (чӑв. Культура минимумӗ) акци иртет. Унта пирӗн республикӑри театрсем те хутшӑнаҫҫӗ. Кӑҫал акци пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен пуҫласа 29-мӗшӗ таран тӑсӑлӗ. Шупашкарти хӑш-пӗр театрта ҫавна май спектакльсем тӳлевсӗр кӑтартӗҫ, театр тата актёрсен ӗҫӗпе паллаштаракан куравсене йыхравлаҫҫӗ.
Пукане театрӗ, акӑ, пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче 18 сехетре Александр Пушкинӑн «Сказка о рыбаке и рыбке» юмахӗпе лартнӑ ӗҫе курма чӗнет. Чаршав хыҫӗнчи пурнӑҫпа та паллаштарӗҫ. Пуш уйӑхӗн 28-мӗшенче унта 18 сехетре «14 писем к Богу» спектакль кӑтартӗҫ.
Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче 11 сехетре «Хӑвӑрт укҫа ҫавӑрать пуҫа» камит (пьеса авторӗ — Александр Пӑртта) кӑтартӗ. Кун пирки ҫак йӗркесен авторне театрӑн куракансемпе ӗҫлекен пайӗн ертӳҫи Валентина Владимирова пӗлтерчӗ.
Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ те Александр Партта ӗҫепе паллаштарӗ. «Чӑн телей юратура»
спектакле курма пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче 18 сехет те 30 минута ҫитмелле.
Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ музей (халӗ вӑл Чӑваш наци музейӗн филиалӗ шутланать) поэзипе музыка каҫӗ ирттерет. «Имена поэтов славьте в песне вы» (чӑв. Поэтсен ятне мухтӑр эсир) ят панӑ мероприяти пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнче 15 сехетре пуҫланмалла.
«Сӑвӑ вулама, юрӑ юрлама юратакан тата ҫавна итлеме кӑмӑллакансене пурне те йыхравлатпӑр», — тет музей ертӳҫи Антонина Андреева.
Поэзипе музыка каҫне Пӗтӗм тӗнчери поэзи кунне тата Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитнине халаллӗҫ.
Ҫеҫпӗл Мишши музейне 2003 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Ҫеҫпӗл урамӗнче уҫнӑ. Вӑл Шупашкар кӳлмекӗ хӗрринче ларакан С.В. Черкасов мещен ҫуртӗнче вырнаҫнӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче ҫав ҫурта Чӑваш автономи облаҫӗн ревкомне панӑ. 1921 ҫулхи ҫуркунне унта чӑваш поэзийӗн никӗслевҫи тата паллӑ патшалӑх деятелӗ Ҫеҫпӗл Мишши куҫарупа издательство комиссийӗн тӑлмачи пулса тӑрӑшнӑ.
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче тӗп хормейстерта ӗҫлекен, Чӑваш АССРӗн халӑх артистне Анатолий Фишера уйӑхсерен паракан патшалӑх пособине ӗмӗрлӗх уйӑрса тӑма йышӑннӑ. Капла хута паян республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев алӑ пуснӑ.
Анатолий Фишер 1938 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Ижевскра ҫуралнӑ. Фортопиано класӗпе музыка шкулӗнче вӗреннӗ, Мускаври музыкӑпа педагогика училищинче, Мускаври П. Чайковский ячӗллӗ патшалӑх консерваторийӗнчи хор дирижирӗн факультетӗнче ӑсталӑха туптанӑ.
Уйӑхсерен паракан пособие Чӑваш Енри ытти паллӑ культура ӗҫченӗ унччен те тивӗҫнӗччӗ. Укҫана 2014 ҫулта кӑларнӑ «О государственной поддержке культуры и науки в Чувашской Республике» (чӑв. Чӑваш Республикинче культурӑпа ӑслӑлӑха пулӑшасси ҫинчен) хушупа килӗшӳллӗн параҫҫӗ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче «Сказки тюркских народов. Туссен юмахӗсем» кӗнеке икӗ чӗлхепе: вырӑсла тата чӑвашла — пичетленӗ.
Кӗнекене пурӗ 11 халӑхӑн 11 юмахӗ кӗнӗ. Вӗсен шутӗнче — чӑвашсен, пушкӑртсен, тутарсен, алтайсен, якутсен, казахсен, азербайджансен, узбексен, кӑркӑссен, туркменсен, турккӑсен.
Кашни юмах сюжечӗ тӗрлӗрен пулин те вӗсен теми пӗр пек: юмахсем ӗҫченлӗхе вӗрентеҫҫӗ, ырӑ кӑмӑллӑ та таса чунлӑ пулма хӑнӑхтараҫҫӗ, усал туни усалпа таврӑннине ӑша хывтараҫҫӗ тесе пӗлтереҫҫӗ Чӑваш кӗнеке издательствинче. Ачасене илӗртме кӗнекене хитре ӳкерчӗксемпе пуянлатнӑ.
Кӗнекене чӑвашла Ольга Васильева куҫарнӑ. Кӑларӑма пухса хатӗрлекенӗ — Ольга Федорова. Художникӗ – Татьяна Бурдина.
Шупашкарта пуш уйӑхӗн 15-18-мӗшӗсенче хор музыкин черетлӗ уявӗ иртет. Ача-пӑчапа ҫамрӑксен пӗтӗм Раҫҫейри V (Пӗтӗм тӗнчери I) «Жавронок» (чӑв. Тӑри) хор конкурсӗ Ф.М. Лукин ячӗпе хисепленет. Ӑна хальхипе пиллӗкмӗш хут йӗркелеҫҫӗ. Икӗ ҫулта пӗрре пулакансксер вӑхӑтӗнче арҫын ачасен хорӗсем кӑҫал пуҫласа ӑмӑртӗҫ.
Конкурса паян 16 сехет те 30 минутра Шупашкарти «Салют» культура керменӗнче уҫнӑ.
Пултарулӑх ӑмӑртӑвне кӑҫал 50 ытла ушкӑн хутшӑнмалла. Вӗсен ӳсӗмӗ те тӗрлӗрен: 4 ҫултан пуҫласа 30 ҫулччен. Мускаври, Хусанти, Чӗмпӗрти, Ӗпхӳри, Ижевскри, Йошкар-Олари, Тольяттинчи, Кироври хорсем ҫитме шантарнӑ. Концерт программине Нигерипе Казахстанри артистсем пуянлатмалла.
Хор ушкӑнӗсене хак паракан тӳресен ертӳҫи — РФ искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Раҫҫей халӑх артисчӗ Морис Яклашкин.
Пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче 18 сехетре велоҫулҫӳревҫӗ Никита Тӗнче пирки фильм курма май пулӗ. Ӑна Ютуб-каналта тӳрӗ эфирта кӑтартӗҫ. Кун пирки фильма хатӗрлекенӗ, унӑн режиссерӗ Виктор Чугаров пӗлтерет.
Фильма пӑхма ан манӑр, мӗншӗн тесен кинолентӑна пӗр хутчен кӑна кӑтартӗҫ, кайран ӑна хупӗҫ. Кинолентӑна Никита Тӗнчепе пулса иртнӗ пулӑмсене кӗртнӗ. Режиссер видеосемпе, сӑнӳкерчӗксемпе усӑ курнӑ, велоҫулҫӳревҫӗн ҫулне сӑнаса тӑнӑ ҫынсенчен ыйтса пӗлнисене те кӗртнӗ.
Режиссер фильмпа ҫулталӑк ӗҫленӗ. Вӑл ӑна 2017 ҫулхи авӑнӑн 21-мӗшӗнче, Никита Шупашкара таврӑннӑ кун, ӳкерме пуҫланӑ.
Шупашкар хулинчи Атӑлӑн Мускав ҫыранӗ Раҫҫее тӗлӗнтереесси пирӗнтен те килет теме юрать. Ун ҫинчен хатӗрленӗ видеоролика Шупашкар хулинчи Музейпа туризм центрӗ турист видеохӑтлавӗсен «Диво России-2019» (чӑв. Раҫҫей тӗлӗнтермӗшӗ) VI фестиваль-конкурсне тӑратнӑ.
Шалти тата тулашри туризма аталантарма пулӑшас тӗллевӗллӗ конкурса TRIP2RUS.RU (Мускав) турист порталӗ, KURORT.VIDEO турист видеопорталӗ тата Чулхулари «Приволжье»регионсем хушшинчи туристсен ассоциацийӗ ирттереҫҫӗ.
Конкурса ӗҫсене 8 номинаципе тӑратма май пур. Пирӗннисем «Историпе архитектура тата тӗн объекчӗсем, музейсем» номинацире хутшӑнаҫҫӗ.
Конкурса ҫу уйӑхӗн вӗҫӗнче пӗтӗмлетӗҫ. https://www.дивороссии.рф сайтра конкурс условийӗпе тӗплӗнрех паллашма пулать.
Ҫичӗ ютра пурӑнсан та тӑван чӗлхене хӗмлентерекен, тӑван халӑхӑмӑрӑн ламран-лама куҫакан пуян культурине манӑҫтарасран ырми-канми тӑрӑшакансем ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче пур. Чунӗ ыйтнипе, вӑй-халӗ вӗресе тӑнипе ҫапла ҫунатланаҫҫӗ вӗсем. Тӗмен тӑрӑхӗнче те ун пек хастарсем йышлӑ. Хӑшӗсем пӗр-пӗринпе ӑмӑртмалла ӗҫлеҫҫӗ.
Тӗмен облаҫӗнчи чӑвашсен «Тӑван» ассоциацийӗ асӑннӑ тӑрӑхри «Пилеш» чӑваш юррин ансамбльне нумаях пулмасть тав тунӑ.
Ассоциаци ертӳҫи Ираида Маслова ансамбле тата унӑн ертӳҫине Зоя Беспаловӑна малашне те талпӑнуллӑн ӗҫлеме ырӑ суннӑ. Ираида Маслова алӑ пуснӑ хутра ҫӗнӗ шухӑш-ӗмӗтпе хавхаланса, тунӑ ҫитӗнӳпе савӑнса пурӑнма, ҫӗнӗрен ҫӗнӗ инҫӗше ӑнтӑлма, шухӑшласа хунине ыррӑн пурнӑҫлама суннине палӑртнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.01.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫуларнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |