Чӑваш пӗрремӗш хаҫатне, «Хыпара», кун ҫути кӑтартнӑранпа 2021 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 21-мӗшӗнче 115 ҫул ҫитет. Ӑна чӑвашсен пӗрремӗш профессорӗ, сумлӑ ӑсчах, Николай Никольский Хусан хулинче кӑларма тытӑннӑ. Паллӑ кун умӗн «Хыпар» издательство ҫурчӗ «Аудиохаҫат» сасӑ проекчӗ пуҫарнӑ.
Наци медиахолдингӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, «Хыпар» издательство ҫурчӗн ҫӗнӗ проектне самана таппин юхӑмне шута илсе хатӗрленӗ. Хальхи саманара вӑхӑт нихҫанхинчен хаклӑ. Юратнӑ хаҫатсемпе тӗплӗн паллашма ӗлкӗреймесен те тӗнче тетелне ватти-вӗтти таран кӗрет.
Наци медиахолдингӗ «Хыпар» издательство ҫурчӗн кӑларӑмӗсенче пичетленнӗ чи лайӑх материалсене суйласа илсе аудиоверси формата куҫарма палӑртать.
Етӗрне хулинче Ленин урамӗнче 17 томлӑ словарь авторӗ Николай Ашмарин ҫуралнӑ ҫурт упранса юлнӑ. Чӗлхеҫӗ унта 4 ҫул тултариччен пурӑннӑ.
Кӑҫал Николай Ашмарин ҫуралнӑранпа 150 ҫул ҫитнӗ май ҫав ҫурта юсаса ҫӗнетесшӗн. Вӑл хула админситрацийӗн балансӗ ҫинче шутланать, хыснара вара ун валли укҫа ҫук. Етӗрнесем ЧР Культура министерствине проектӑн ӑслӑлӑх-проект документацине хатӗрлеме заявка панӑ. Ку ведомство вара Финанс министерствине укҫан пулӑшма ыйтса заявка хатӗрлет.
Сӑмах май, Николай Ашмарин ҫуралнӑ ҫурта 2010 ҫултах ҫӗнетме палӑртнӑ. Анчах ун чухне проект экспертиза витӗр тухман.
ҪУР | 04 |
«Йӗкрешсен пурнӑҫӗнчен» — ҫапла ят панӑ Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай серб халӑхӗн ку чухнехи паллӑ ҫыравҫин Милутин Джуричкевичӑн хӑй чӑвашла куҫарнӑ калавӗсен ҫак кунсенче Шупашкарта кун ҫути курнӑ пуххине. Кӗнеке ячӗ хӑйех пире ку калавсенче сӑмах мӗн пирки пынине уҫӑмлӑн калать — ҫапла, ҫапла: М. Джуричковичӑн питех те ансат та сӑнарлӑ чӗлхепе ҫырнӑ кӗске калавӗсенче эпир аякри сӑрт-туллӑ ҫӗршывра икӗ пӗртӑван-йӗкреш еплерех ӳссе харсӑр та пултаруллӑ йӗкӗтсем пулса тӑни ҫинчен вуласа пӗлетпӗр. Кулмалли те пайтах ку калавсенче, тарӑн шухӑша яраканни те, куҫҫуль кӑлараканни те.
«Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ», — тенӗ ваттисем. 2019 ҫулта Белградра, «Алма» издательствӑра Валери Туркайӑн Даяна Лазаревич сербла куҫарнӑ сӑввисен «Мелодия ночи» ятлӑ пуххи кун ҫути курнӑччӗ. Ҫак пархатарлӑ ӗҫе М.Джуричкович та хастар хутшӑннӑччӗ, чӑваш поэчӗн сербла тухнӑ кӗнеки валли ятарласа статья ҫырнӑччӗ. Халӗ вара чӑваш вулаканӗ серб ҫыравҫи калавӗсене тӑван чӗлхипе вуланса киленме пултарать.
Милутин Джуричкович, серб халӑхӗн паллӑ поэчӗ, прозаикӗ тата литературовечӗ, 1967 ҫулта Югославири Дечаны ятлӑ хулара ҫуралнӑ.
Чӑваш эстрада артисчӗсем депутата суйланасшӑн. Ку хыпара эпир Тутарстанри «Сувар» хаҫат хыпарлани тӑрӑх пӗлтмӗр.
Унта ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, «Андрей Кузнецов, Алексей Московский тата Евгений Григорьев муниципаллӑ фильтртан самовыдвиженецсем пек иртес тесе хӑйсен округӗсенче алӑ пуснисене пуҫтараҫҫӗ. Евгений Григорьев Шупашкарти 2-мӗш округра, Алексей Московский 10-мӗшӗнче, Андрей Григорьев 3-мӗш округра».
«Депутат опычӗ вӗсенчен Андрей Кузнецовӑн кӑна пур», — тесе Константин Малышев тӗрӗсех палӑртнӑ. Андрей Кузнецов Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ пулнӑ. Выртан каска мӑкланнӑ теҫҫӗ те. талпӑнмалла, шикленмелле мар. Никам та депутат пулса ҫуралмасть.
Шупашкарти пӗр урама Габдулла Тукай ятне парасшӑн. Ку шухӑша ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ырланӑ.
Ку ыйтӑва Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче иртнӗ мероприятире сӳтсе явнӑ. Ку шухӑша Шупашкарти тутарсен наци культурин автономийӗн пуҫлӑхӗ Хайдяр Сафиуллин сӗннӗ.
Тутар наци конгресӗ те Хусанти пӗр урама чӑвашсен паллӑ ҫыннин ятне пама хатӗр. Палӑка тата асӑну хӑмине вырнаҫтарас ыйтӑва та вӑл хӑйӗн ҫине илӗ. «Шухӑша ырлатӑп. Чӑваш Ен тата Тутарстан 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ ҫул ку уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ, икӗ халӑха тата пӗрлештерӗ», - тенӗ Олег Николаев.
Чӑваш Ен Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствин коллегийӗн анлӑ ларӑвӗ иртнӗ.
Унта хутшӑннӑ Чӑваш Ен Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумӗ Алла Салаева Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, коллеги ларӑвӗнче Республикӑн 5 ҫуллӑх программинчи культурӑпа ҫыхӑннӑ пайне тишкернӗ. Алла Салаева каланӑ тӑрӑх, мухтаса та ырласа сахал калаҫнӑ. Ларура ҫивӗч ыйтусем, тимлӗх кирлӗ объектсем пирки сӑмах хускатнӑ. Сӑмахран, Оперӑпа балет театрне юсасси.
Ача-пӑчан вӗренӳ туризмне те сӳтсе явнӑ. Республикӑн районӗсемпе хулисенче пурӑнакан ачасене Шупашкарпа тӑтӑшрах паллаштарма тӑрӑшмалла. Тӑван тӑрӑх историне пӗлни вӗсенче мӑнаҫлӑх туйӑмӗ вӑратасса шанаҫҫӗ.
Культура ӗҫченӗсем музыка, художество, драма енӗпе ҫамрӑк специалистсем кирлине палӑртнӑ.
Чӑваш тӗррин кунне ҫирӗплетесси пирки те калаҫу пулнӑ.
⠀
Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗнчен пуҫласа ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗччен «Остров-2020» (чӑв. Утрав-2020) музыка фестивалӗ ирттерме шухӑшланӑ. Анчах кӑшӑлвирус алхасма чарӑнманни витӗм кӳнӗ.
Кӑшӑлвирус сарӑлнипе кӗрешес енӗпе ӗҫлекен республикӑри оперштабӑн ларӑвӗ иртнӗ паян. Унта Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Елена Прокопьева пысӑк йышлӑ мероприятисене пухӑнма юраманнине палӑртнӑ. Ҫакна вӑл эпидемиологи лару-тӑрӑвӗ тӑнӑҫсӑррипе сӑлтавланӑ.
Ҫапла вара «Остров-2020»
III музыка фестивальне ирттермӗҫ. Мероприяти пулмассине унӑн йӗркелӳҫисем фестивале хутшӑнас кӑмӑллисене систернӗ ӗнтӗ.
Андрей Чэн ҫыравҫӑ вулакансем валли ҫӗнӗ кӗнеке хатӗрлесе кӑларчӗ — вӑл «Пӑлхар ҫар ҫынни». Кӗнекери ӗҫсем Атӑлҫи Пӑлхар вӑхӑтӗнче пулсан иртеҫҫӗ, ӑна историллӗ-приключениллӗ жанрпа хайланӑ. Вулакансем 13 ӗмӗрти пӑлхар-чӑвашсем тутар-монголсене хирӗҫ епле кӗрешнипе паллашӗҫ.
Икӗ пайран тӑракан (пӗри «Пӑлхар ҫар ҫынни» ятлӑ, тепри — «Шурӑ ҫар ҫынни») 100 страницӑллӑ кӗнеке «Ҫӗнӗ вӑхӑт» издательствӑра пин экземплярпа ҫапӑнса тухнӑ.
Туянас кӑмӑл пур пулсан лавккасенче ӑна 100 тенкӗпе сутаҫҫӗ. Электронлӑ версине туянас кӑмӑл пур пулсан автор ӑна 300 тенкӗпе сутать, сирӗн унпа Andrey_Chen2020@mail.ru адреспа ҫыхӑнмалла. Кӗнекене почта урлӑ та ҫырӑнса илме май пур. Почта тӑкакӗсемпе унӑн хакӗ 250 тенке ларӗ.
Куславкка районӗнче кӑҫалхи ака уйӑхӗнче муниципалитетӑн гимне ҫырма конкурс ирттерессине пӗлтерчӗҫ. Ыран — заявкӑсене йышӑнмалли юлашки кун.
Конкурса уйрӑм ҫынсем те, предприяти-организацисемпе учрежденисем те хутшӑнаяҫҫӗ. Профессилле е хӑй тӗллӗн вӗреннӗ композиторсен, поэтсен, пултарулӑх студийӗсен ӗҫӗсене те хаваспах йышӑннӑ.
Конкурса камсем хутшӑнассине утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнче палӑртӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗ ятне ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пӗлтермелле.
Сӑмах май каласан, иртнӗ эрнере Куславкка район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Андрей Васильев ӗҫрен кайнӑ. Пуҫлӑх район ҫыннисене чӗнсе каланине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Шупашкарти «Ҫеҫпӗл» кинотеатр» чарӑну ятне ылмаштарасшӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: чарӑну ятне ылмаштарас сӗнӳпе яваплисем патне Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ ҫитнӗ. Тата тӗрӗсрех каласан, театрӑн директорӗ Елена Николаева чарӑнӑва «Ҫамрӑксен театрӗ» ят пама ыйтнӑ.
Сӗнӗве халӑхпа сӳтсе явмӗҫ, чарӑну ятне унсӑрах ылмаштарӗҫ.
«Сеспель» кинотеатр 2014 ҫулхи ҫулла хупӑннӑ. 2016 ҫул вӗҫӗнче ҫурта Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрне пачӗҫ. Театрта калӑпӑшлӑ юсав ӗҫӗсем туса ирттерчӗҫ, халӗ те ун тавралли территорие тирпей-илем кӗртессипе ӗҫленине эпир пӗлтернӗччӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫуларнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |