Нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Тӗмен хулинче «Пӗчӗк хуласене тата историлле тӑрӑхсене аталантарасси» ятпа форум иртнӗ. Унта пӗчӗк хуласене хӑтлӑх кӗртессипе лайӑх проект хатӗрлесе Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсра ҫӗнтернисене палӑртнӑ. Ҫавӑнта Чӑваш Енри икӗ хула лекнӗ. Вӗсем - Канаш тата Улатӑр. Канаш «пӗчӗк хуласем» номинацире (кунта 20 пинтен пуҫласа 50 пин ҫын таран пурӑнаканнисем кӗреҫҫӗ) мала тухнӑ. Улатӑр «Истори тӑрӑхӗсем» категорире палӑрнӑ. Канаш хулине 70 миллион тенкӗ парӗҫ, Улатӑра — 44,5 миллион.
Ҫӗршыври комисси кӑҫал 80 проекта суйласа илнӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене 30 пинрен пуҫласа 100 пин тенкӗ таран парӗҫ.
Улатӑр «Улатӑр – музей-хула» проект хатӗрленӗ. Унта килӗшӳллӗн «Пӗчӗк пӗве», «ВЛКСМа 30 ҫул» парксене, «Боронин тата Ветвинский» скверӗсене илемлетесшӗн. Ҫав вырӑнсенче хула ҫыннисем уҫӑлса ҫӳреме кӑмӑллаҫҫӗ.
Канаш хули «Вуникӗ ҫул проектпа килӗшӳллӗн хулан тӗп пайне илемлетесшӗн.
Шупашкарти «Газировка» каҫхи клуба ӗҫлемешкӗн вӑхӑтлӑха чарнӑ. Ҫакӑн пирки республикӑн прокуратурин пресс-служби паян пӗлтернӗ.
Асӑннӑ клубра саккуна пӑсма пултарни ҫинчен массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче хыпарланӑран та тӗрӗслев пуҫарнӑ надзор органӗ. Иккӗмӗш каналпа кӑтартакан, Андрей Малахов ертсе пыракан «Прямой эфир» (чӑв. Тӳрӗ эфир) кӑларӑмра кӑтартнӑ ҫарамсланса ташланӑ хӗр, сӑмах май каласан, шӑпах ҫав каҫхи клубра савӑннӑ.
Тӗрӗслевҫӗсем каҫхи клубра пушар хӑрушсӑрлӑхне, санитарипе эпидемиологи саккунне пӑснине тупса палӑртнӑ. Кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен йӗркене пӑсма май паракан самантсене те асӑрханӑ.
Тӗрӗслев малалла пырать. Тупса палӑртнӑ кӑлтӑксене пӗтериччен каҫхи клуба ӗҫлемешкӗн чарма йышӑннӑ.
Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑнах пирӗнтен хӑшӗсем черетлӗ кану кунӗсем пирки ӗмӗтленме пуҫлаҫҫӗ. Ют ҫӗршывра ӑшӑ хӗвелпе тинӗс е океан хӗрринче иленме юратакансем ҫуллаччен тӑхтамаҫҫӗ — хӗллех канаҫҫӗ.
Кану уйӑхне суйланӑ чух ҫапах та пӗр япалана шута илмелле. Укҫа-тенкӗ ҫине куҫарса пӑхсан канни пур уйӑхра та пайталлах мар. Ӑна-кӑна ӑнланакансем каланӑ тӑрӑх, ӗҫ кунӗсем нумайрах тивекен уйӑхра канни тӗрӗсрех. Кун пек чух отпуск укҫи шалупа пӗр пекрехех тенӗ пек тухать. Вырсарникунсене канмалли кун шутне кӗртни те усӑллӑ. Мӗншӗн тесен вӗсемшӗн те тӳлеҫҫӗ.
Ҫу, кӑрлач уйӑхӗсенче кансан отпуск укҫи катӑлать. Ҫав вӑхӑтрах тепӗр лайӑх енӗ те пур — асӑннӑ ҫак уйӑхсенчи кану кунӗсен шучӗпе отпуск вӑрӑмланӗ. Сӑмах май каласан, пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗнче черетлӗ канупа ҫыхӑннӑ ҫӗнӗ йӗрке вӑя кӗчӗ. Канасси пирки пирки пуҫлӑха электрон ҫырупа систерсен те ҫителӗклӗ.
Раҫҫей Патшалӑх Думи хӑш уйӑхра канни тупӑшлӑраххине уҫӑмлатнӑ.
Ӗҫ кунӗсем сахал уйӑхсенче (кӑрлач, ҫу) кансан ҫыннӑн отпуск укҫи сахал тухӗ. Вӑл вӑхӑтра ӗҫ кунӗсем хаклӑрах. Ҫав вӑхӑтрах кану кунӗсем тӑршшӗне уяв кунӗсен шучӗпе ӳстерме пулать. Кӑна кӑрлач тата ҫу уйӑхӗсем пирки калама пулать.
Отпуск укҫине канмалли кунсемшӗн тӳлӗҫ, анчах шалу илеймӗн. Уяв кунӗсем отпуска лексен вӗсене черетлӗ кану кунӗсем вӗҫленнӗ хыҫҫӑн хушса парӗҫ.
Маларах эпир уяв кунӗсенче ӗҫленӗшӗн ҫынсене унчченхинчен икӗ хут ытларах тӳлемеллине пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: ҫакӑн пирки Раҫҫейӗн Ӗҫ тата ӗҫлӗх федераци служби аса илтернӗ. Укҫашӑн хыпса ҫунманнисем е «кӗмӗл» ытлӑ-ҫитлисем укҫа вырӑнне канмалли кун илме пултараҫҫӗ.
Чӑваш Енре пурӑнакансем «Вега» социаллӑ сиплев центрӗнче сывлӑха ҫирӗплетеҫҫӗ. Черетлӗ ушкӑн авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнчен пуҫласа юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗччен канӗ. 18 кунлӑх курссшӑн вӗсен пӗр пус та тӳлемелле мар.
«Вега» центрта тӳлевсӗр канма Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннисен, вӗсен тӑлӑх арӑмӗсен, ӗҫ ветеранӗсен, политика репрессине лексе реабилитаци витӗр тухнисен, сусӑрсен, ватлӑхпа пенси илекенсен ирӗк пур. Анчах икӗ ҫулта пӗрре.
Путевка илес тесен Халӑха социаллӑ пулӑшу паракан центра каймалла. Унта вӗсен заявлени ҫырмалла, паспорт копине илсе каймалла. Тухтӑрсем сывлӑх ҫинчен калакан панӑ справка, ҫӑмӑллӑхпа усӑ курма ирӗк паракан документ, медицина страхованийӗн полисӗ кирлӗ.
Черет ҫитсен ветерансене «Вега» центра ярӗҫ.
Раҫҫей турисчӗ канма кайсан вилнӗ. Бассейнра. Турцинчи Аланья хулинче. Инкек сӑлтавне право тытӑмӗн тӗпчевҫисем палӑртӗҫ.
Раҫҫейӗн ют ҫӗршыври пайтаҫисем вилене хамӑр ҫӗршыва епле илсе килесси пирки шухӑшлаҫҫӗ.
Раҫҫейӗн Анталья хулинчи тӗп консульствин пайтаҫи инкек эрнекун пулнӑ тесе пӗлтернӗ. «Эпир страхлакан компанипе тата право органӗсемпе ӗҫлетпӗр халь. Вилене Раҫҫее илсе кайма хутсем хатӗрлетпӗр», — тенӗ вӑл «Новости» Раҫҫей информаци агентствине.
Вилнӗ арҫын Сергей Жук ятлӑ.
Кӑҫалхи ҫу уйӑхӗнче Екатеринбургри Сергей Цукрук турист тӑн ҫухатнӑ. Вӑл хӑйӗн ҫине алӑ хурас тенӗ. Анчах арӑмӗ вӑхӑтра асӑрханӑ. Туристсене страхлакан компани арҫын пульницӑра сипленнине саплаштарма килӗшмен.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев черетлӗ канӑва кайнӑ. ЧР Конституцийӗн 76-мӗш статйинче пӑхса хӑварнине шута илсе республика пуҫлӑхӗн тивӗҫне Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Иван Моторин (сӑнӳкерчӗкре) пурнӑҫлӗ.
ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Михаил Васильевич ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗччен канӗ. Апла пулсан вӑл республикӑн тӗп хули 550 ҫул тултарнине халалланӑ мероприятисене хутшӑнасси иккӗленӳллӗ.
Михаил Игнатьев Элтепер унччен нихӑҫан та ҫулла канман. Кӑҫал вӑл хӗллеччен тӑхтас темен.
Аса илтерер: Питӗрти пульницӑра сипленнӗ хыҫҫӑн Михаил Васильевич ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ӗҫе кӳлӗннӗччӗ. Ӗҫе тухиччен вӑл Атӑл хӗрринче уҫӑлса ҫӳренине, иртен-ҫӳренпе калаҫнине Инстаграмра пӗлтернӗччӗ.
Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнче тӗпленнӗ чӑваш диаспорин ачисем Шупашкара пуҫтарӑнӗҫ. Вӗсем валли кӑҫал та «Эткер» этнокультура уйлӑхӗ ӗҫлӗ.
Ачасене хальхинче ЧР Сывлӑх сыхлав министерствин «Лесная сказка» (чӑв. Вӑрман юмахӗ) санаторийӗнче утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнчен пуҫласа ҫурла уйӑхӗн 5-мӗшӗччен йышӑнӗҫ.
Чӑваш Ен Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Республикине Пушкӑртстанри, Тутарстанри, Самар, Тӗмен тата Чулхула облаҫӗсенчи 37 ача килсе ҫитмелле. Вӗсем — чӑваш челхипе тата культурипе тӗрлӗ олимпиадӑра тата конкурсра ҫӗнтернӗскерсем, чӑваш чӗлхине вӗрентекен шкулсенчи чи пултаруллӑ ачасем. Вӗсемпе пӗрле хамӑр регионти маттур арҫын ачасемпе хӗрачасем те канӗҫ.
Раҫҫей курорчӗсенче каннисене штрафлаҫҫӗ. Вӗсен 5-шер пин тенкӗ тӳлемелле. Квитанцисене илнӗ ӗнтӗ чылайӑшӗ. Штраф ҫырӑвӗсене почтӑпа ярса параҫҫӗ налукҫӑсем.
Курорт укҫи тӳлес сӑнав пӗлтӗр пуҫланнӑ тесе пӗлтернӗ Туроператорсен ассоциацийӗ. 2018 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче. Краснодар тӑрӑхӗнче. Курорт укҫи — 10 тенкӗ. Талӑкне. Сочинчи, Анапӑри, Геленджикри, Горячий Ключри тата Туапсе районӗнчи тӑватӑ поселокра каннисем тӳлемелле ӑна. Тӳлемесен — 5 пин тенкӗ штраф.
Укҫана чылайӑшӗ тӳлесшӗн мар. Хӑшӗсем пӗлмеҫҫӗ. Теприсем тур хакне курорт укҫи те кӗрет тесе шухӑшлаҫҫӗ. Виҫҫӗмӗшӗсем ҫӑмӑллӑхлӑ категорири туристсем пулнине ҫирӗплетеймеҫҫӗ.
Кӑҫал Краснодар тӑрӑхӗнче курорт укҫине 45 миллион тенкӗ пухнӑ.
Раҫҫейӗн вице-премьерӗ Дмитрий Медведев ҫӗршыври мӗнпур ҫынна диспансеризаци кӑларасси ҫинчен хушу кӑларнӑ.
Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, тухтӑрсем патне 21 ҫултан аслӑраххисен тата ҫул виҫҫе пайланакансен каймалла.
Кӑҫалхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен пирӗн ҫӗршывра тепӗр йышӑну турӗҫ. Ӗҫлекен ҫынсен кашни виҫӗ ҫулта пӗрре диспансеризаци тухмашкӑн пӗр кану кунӗ илме ирӗк пур. Ҫав куншӑн вӗсене шалу тӳлемелле. Пенси умӗнхи ҫулӗнчисене ҫак тӗллевпе ҫулсерен икшер кун кантармалла.
Пӗтӗм Раҫҫейри диспансеризацие 2019 тата 2020 ҫулсенче ирттермелле.
Раҫҫейӗн премьер-министрӗ Татьяна Голикова ӑнлантарнӑ тӑрӑх, 40 ҫултан аслӑраххисене диспансеризаци тӗрӗслевӗ витӗр ҫулсерен кӑларӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.10.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Панкратов Николай Иванович, Социалистла Ӗҫ Паттӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Шупашкарта К.В. Иванов ячӗллӗ литература музейне уҫнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |