Чӑваш Ен Правительстви Пӗтӗм тӗнчери «Артек» ача-пӑча центрӗпе тата И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗпе килӗштересси ҫинчен виҫӗ енлӗ килӗшӗве алӑ пуснӑ.
Документра палӑртнӑ тӑрӑх, «Артек» пахалӑх стандарчӗсемпе ӗҫлекен «Кӗпӗрнаттӑр лагерӗ» йӗркелесшӗн.
«Кӗпӗрнаттӑр лагерӗ» Чӑваш Республикин «Белые камни» (чӑв. Шурӑ чулсем) физкультурӑпа сывлӑха ҫирӗплетмелли центр никӗсӗ ҫинче пулӗ.
Республикӑн спорт министрӗ Василий Петров каланӑ тӑрӑх, «Кӗпӗрнаттӑр лагерӗ» кӑҫалах ӗҫлеме тытӑнӗ.
Асӑннӑ центрта ҫулталӑкӗпех ӗҫлемелли 4 корпус, столовӑй, клуб, кану тата медицина корпусӗ, спорт тата вӑйӑ лапамӗсем, футбол вылямалли уйсем пур.
Сӑмах май каласан, «Артек» ача-пӑча центрӗ «Кӗпӗрнаттӑр лагерӗ» проекта 2018 ҫултанпа пурнӑҫлать.
Паян, пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, республикӑри социаллӑ центрсенче йывӑр лару-тӑрури ҫемьесенче пурӑнакан ачасене уйлӑхсенче кантарма путёвкӑсем пама тытӑнӗҫ.
Чӑваш Енӗн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал тӗрлӗ мелпе 100 пин ытла ачана канма май туса парасшӑн. Стационарлӑ 14 уйлӑх, кӑнтӑрла канмалли 319 уйлӑх уҫма палӑртаҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне республикӑн Ӗҫ тата социаллӑ пулӑшу министерствин социаллӑ пулӑшу паракан центрӗсем ҫумӗнче 14 уйлӑх ӗҫлӗ.
Ачасене уйрӑм ҫынсен 3 уйлӑхӗ («Жемчужина Чувашии», «Салют», «Солнышко»), патшалӑхӑн 2 уйлӑхӗ («Белые камни», «Росинка» Минспорта Чувашии) тата муниципалитетсен 9 уйлӑхӗ («Берёзка», «Бригантина», «Волна», «Звездный», «Звездочка», «Космонавт», «Романтика», «Соснячок», «Янтарный») йышӑнӗҫ.
Эпидемиологи енчен лару-тӑру йӗркеллех пулсан уйлӑхсене ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен уҫӗҫ.
Краснодар крайӗнчи Эсто-Садок ялӗ патӗнче ту ҫинчи аттракционпа ярӑннӑ чухне Чӑваш Енри турист шар курнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 38 ҫулти арҫын питне тата мӑйне суранлатнӑ. Ҫӑлавҫӑсен ӑна Аибга ту хырҫин айккинчен, тинӗс ҫийӗнчен 2 пин те 200 метр ҫӳллӗшӗнчен, илсе анма тивнӗ.
Малтанласа арҫынна курортри ҫӑлавҫӑсем пулӑшнӑ. Кайран ӑна вӗсем канат ҫулӗпе вертолёт лапамӗ таран илсе аннӑ. Вӑл лапам 960 метр ҫӳллӗшӗнче вырнаҫнӑ.
Кайран МЧСӑн вырӑнти ӗҫченӗсемпе Кӑнтӑрти авиаципе ҫӑлав отрячӗн пилочӗсем вертолётпа Сочие, унтан васкавлӑ пулӑшу тухтӑрсем арҫынна пульницӑна илсе ӑсатнӑ.
Вӑрнар районӗнчи тӳре-шара унччен пионерлагерь пулнӑ вырӑнта санаторипе курорт комплексӗ уҫасшӑн.
Унччен «Ласточка» (чӑв. Пӗчӗк чӗкеҫ) пионерлагерь пулнӑ кану вырӑнӗ питех те илемлӗ вырӑнта тӗпленнӗ. Юнашарах Ҫавал юханшывӗ юхса иртет. Лӑсӑллӑ йывӑҫсен сулхӑнӗнче темччен уҫӑлса ҫӳреме, техӗмлӗ те сиплӗ сывлӑшпа кӑкӑр туллин сывлама кама килӗшмӗ?
Ҫутҫанталӑкӑн ырлӑхӗпе чунтан киленме май пур вырӑнта санаторипе курорт комплексӗ уҫасшӑн. Ҫитменнине халӗ хамӑр ҫӗршывра тата тӑван тӑрӑхра туризма аталантарас юхӑм вӑй илсе пырать.
Проекта хӳтӗлеме май килсен укҫана федераци хыснинчен илме май килессе шанаҫҫӗ вӑрнарсем.
Халӗ канма кайсан тӑкакланнӑ укҫан пӗр пайне каялла кэшбекпа тавӑрма пулать. Пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче кэшбек программин черетлӗ тапхӑрӗ пуҫланнӑ. Унта 13 отель, хӑна ҫурчӗ тата санатори хутшӑнаҫҫӗ.
Канма кайсан пурӑннӑшӑн, турпутевкӑшӑн укҫан пӗр пайне кэшбекпа тавӑрма пулать.
Сӑмах май, кэшбек программинче пур регион та хутшӑнать. Унпа килӗшӳллӗн, ҫулҫӳревре икӗ каҫран сахалрах пулмалла мар, путевкӑшӑн Мир карттӑпа тӳлемелле. 5 кунра карточка ҫине турпутевкӑн 20 процентне, анчах 20 пин тенкӗрен ытла мар, тавӑрса параҫҫӗ.
Ачасене каникул вӑхӑтӗнче кантарма путёвка туяннишӗн мӗн чухлӗ тӳлемелли паллӑ.
Йывӑр лару-тӑрури ҫемьесен путёвка хакӗн 5 процентне тӳлемелле. Укҫа ҫине куҫарсан вӑл 855 тенкӗ те 55 пус пулӗ. Ҫуллахи вӑхӑтра ачасем 21 кун канма, ҫуркуннехи, кӗркуннехи тата хӗллехи вӑхӑтра 7 кун канайӗҫ.
Ҫемьен тупӑшӗ пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫерен 150 процентран иртмесен 20 процент, е 3422 тенкӗ те 20 пус, тӳлемелле.
Ҫемьен тупӑшӗ пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫерен 150-200 процент таран пулсан путёвка хакӗн 30 процентне, е 5133 тенкӗ те 30 пус, тӳлемелле.
Ҫемьен тупӑшӗ пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫерен 200 процент иртсен 50 процент, е 8555 тенкӗ те 50 пус, тӳлемелле.
Пилӗк е ытларах ача ӳстерекен ҫемьесенчи ачасене, тӑлӑх ачасене путёвкӑсене тӳлевсӗр парӗҫ.
Чӑваш Енре пурӑнакан ашшӗ-амӑшӗ хӑйӗн ывӑл-хӗрне ҫулла кантарас ыйтӑва халех уҫӑмлатма пултарӗ. Ҫав тӗллевпе ыран, пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, республикӑн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви вӗсем валли онлайн пуху ирттерет.
Ашшӗ-амӑшӗ валли йӗркеленӗ онлайн пухура икӗ ыйтӑва пӑхса тухӗҫ: ачасене пӗрремӗш класа яма заявлени ҫырассине тата ҫуллахи кану кампанине.
Пуху пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче 17 сехетре пуҫланӗ. Пухӑва хутшӑнас тесен ҫак каҫӑпа https://vk.com/video379683201_456239049 иртмелле.
Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑнхи пӗрремӗш ӗҫ эрни вӗҫленчӗ. Ҫывӑх вӑхӑтра пире, 5 кунлӑ ӗҫ эрнипе вӑй хуракансене, черетлӗ кану кунӗсем кӗтеҫҫӗ. Ҫуркунне вӗҫӗнче икӗ хутчен тӑватшар кун канӑпӑр: ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнчен тытӑнса ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗччен тата ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнчен пуҫӑнса ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗччен.
Ҫитес уйӑхра Ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунне уявланӑ май пӗр кун, нарӑс уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, юнкун, канӑпӑр. Ун умӗнхи ытларикун пӗр сехет сахалтарах ӗҫлеттерӗҫ. Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ умӗн ӗҫ эрни вӑрӑм пулӗ, вӑл 6 кунтан тӑрӗ. Пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнчи шӑматкуншӑн тунтикун, пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, кантарӗҫ. Ҫапла вара ун чухне вырсарникун, тунтикун тата ытларикун ӗҫлемӗпӗр. Шӑматкун ӗҫ кунӗ 1 сехет кӗскерех пулӗ.
Раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Шупашкарти «Амазони» культурӑпа кану паркӗнче Хӗл Мучи ҫурчӗ уҫӑлнӑ. Унта ачасене курма Хӗл Мучипе пӗрлех Юрпике те хавас пулӗ.
Юмахри ҫав сӑнарсем ятарлӑ графкпа ӗҫлӗҫ: раштав уйӑхӗн 29 тата 30-мӗшӗсенче 14:00 сехетрен пуҫласа 20:00 сехетчен, кӑрлачӑн 1-9-мӗшӗсенче — 12:00 сехетрен пуҫласа 20:00 сехетчен.
Хӗл Мучие ачасем хӑйсен ҫитӗнӗвӗсем ҫинчен каласа кӑтартма, сӑвӑсем вуласа пама, юрӑсем юрлама пултарӗҫ. Паркра ҫавӑн пекех тӗрлӗ фотозона ӗҫлет.
Хамӑр ҫӗршывра канма тата Раҫҫей тӑрӑх курса ҫӳреме юратакансене иртнӗ эрнере Ростуризм каллех ырӑ хыпарпа савӑнтарчӗ. Турист кешбекӗ килес ҫул та вӑя кӗрӗ. Хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, унпа кӑрлач уйӑхӗн 18-мӗшӗнчен тытӑнса ака уйӑхӗн 12-мӗшӗччен усӑ курма мац килӗ.
Туристсене путёвкӑн е хӑна ҫуртӗнче пурӑннин тӑкакӗн 20 процентне тавӑрса парӗҫ, анчах 20 пинрен ытла мар.
Федераци программине пирӗн республикӑри виҫӗ санатори: «Надежда», «Чувашия», «Солнечный берег» тата 4 хӑна ҫурчӗ: «Ирбис», «Чувашия», «Россия», «Волга Премиум» хутшӑнӗҫ.
⠀
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (31.03.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воробьёв Алексей Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Спиридонов Моисей Спиридонович, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |