Хулара
![]() Шупашкарта ҫӑлавҫӑ-матроссем ӗҫе кӳлӗннӗ. Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, вӗсем пӗрле пухӑннӑ. Тӳрех палӑртар: ятарлӑ хушу тухиччен Шупашкарти пляжсем ӗҫлемӗҫ. Кӑшӑлвирусран шикленнипе шыва кӗме те чараҫҫӗ. Тепӗр тесен, шыва кӗме ҫанталӑк та май паман-ха. Шупашкар хула администрацийӗн ЖКХ, энергетика, транспорт тата ҫыхӑну управленийӗ хула администрацийӗн сайтӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, пляжа пыракансен маска тата перчетке тӑхӑнмалла, социаллӑ инҫӗше пӑхӑнмалла. Шыва кӗмелли тапхӑр валли Шупашкарта тӑватӑ пляж хатӗрленӗ: тӗп пляжа, Афанасьев урамӗнчине, Ҫӗнӗ саларине тата Атӑлӑн сулахай ҫыранӗ енчине. Пляжсене тирпейлесе тасатнӑ. Шыв тӗпне ҫӑлавҫӑсем тӗрӗсленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |