Чӑваш Енре ватӑсене йӳнӗ хакпа канма майсем туса парасшӑн. Республикӑра кӑҫал йӗркеленӗ Туризм тата культура енӗпе ӗҫлекен информаци центрӗ халӗ шӑпах ҫав ыйтупа пуҫ ватать.
Чӑваш Республикин Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗсен министерствинче хыпарланӑ тӑрӑх, маларах асӑннӑ центр аслӑ ҫулхисене ҫӑмӑллӑхлӑ условипе кантарма май туса парас ыйтӑва туризм енӗпе ӗҫлекен организацисемпе хускатнӑ. Хальлӗхе ыйту татӑлса пӗтмен, анчах калаҫу малалла пырать.
Ку хыпара Чӑваш Республикин культура министрӗ Константин Яковлев ӗнер Ижевскри форумра пӗлтернӗ. Унта ватӑсене культура пурнӑҫне явӑҫтарассипе регионсенче епле ӗҫленине тишкернӗ, чи лайӑх проектсемпе паллаштарса регионсенчи пайташсем тухса калаҫнӑ. Пирӗн регион министрӗ ҫавӑнта доклад тунӑ.
Атӑлӑн сулахай ҫыранӗнче, Шупашкар тӗлӗнче, машинӑсене лартма кӑҫал хушма вырӑн йӗркелӗҫ. Вӑл унти пляжа канма пуҫтарӑнакансем валли пулӗ. Шупашкар хулинчи тӳре-шара шухӑшланӑ, яваплӑ организацисем палӑртнӑ тӑрӑх, ку ӗҫе ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне вӗҫлемелле. Атӑлӑн сулахай хӗрринчи пляжра транспорт лартмалли вырӑн тӑвассине хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ паян ирттернӗ канашлура сӳтсе явнӑ.
Маларах эпир Шупашкар хула администрацийӗ хӑйӑр туянассине пӗлтернӗччӗ. Хула администрацийӗ 2,46 пин тонна хӑйӑр кирлине, ӑна 455,1 пин тенкӗпе туянас кӑмӑллине палӑртса Патшалӑх туянӑвӗсен порталӗнче пӗлтерӳ вырнаҫтарнӑччӗ. 2,5 пине яхӑн тонна хӑйӑра Шупашкарти пляжсене илсе кайӗҫ. Аса илтерер, хулара вӗсем виҫҫӗ: Тӗп пляж, Афанасьев урамӗ ҫывӑхӗнче тата Ҫӗнӗ сала патӗнче.
Ҫак кунсенче ачасене хула тулашӗнчи лагере канма ямашкӑн черете ҫырӑнтарас кампани пырать. Республика шайӗнче ку ыйтӑва темиҫе хутчен те сӳтсе явнӑччӗ. Республикӑн вӗренӳ министрӗ Юрий Исаев ку енӗпе лару-тӑру лӑпкине Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ирттернӗ канашлусенчен пӗринче нумаях пулмасть пӗлтернӗччӗ.
Путевка илес кампание кӑҫал тӑватӑ тапхӑрпа йӗркелерӗҫ. Ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен заявленисене ЧР Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерствин центрӗсенче йышӑнма пуҫларӗҫ. Ака уйӑхӗн 8-мӗшӗ хыҫҫӑн Шупашкарти шкулсенчисем валли уйӑрма тытӑнчӗҫ. Ака уйӑхӗн 15-мӗшӗ хыҫҫӑн — Ҫӗнӗ Шупашкарта. Ытти муниципалитетра ҫак кампани паян, ирхи тӑхӑр сехетре, пуҫланать.
Канаш район хаҫачӗн редакторӗ Людмила Шурекова Фейсбукра паян ирпе ҫырнӑ тӑрӑх, унти шкулсенчен пӗринче ҫӗркаҫах, сакӑр сехет тӗлӗнче, ҫынсем черете тӑрса тухнӑ. Унтан та ытларах — канма каяс текенсен заявленийӗсене ӗнерех ятарлӑ тетрадь урлӑ йышӑнма пуҫлассине пӗлтернӗ иккен. Хаҫатҫӑ вӗренӳ пайӗн пуҫлӑхӗпе калаҫса илнӗ хыҫҫӑн саккунлӑ мар ҫак процедурӑна пӑрахӑҫланӑ.
Шупашкар хула администрацийӗ хӑйӑр туянать. Ун пирки вӑл Патшалӑх туянӑвӗсен порталӗнче пӗлтерӳ вырнаҫтарнӑ. Хула администрацийӗ 2,46 пин тонна хӑйӑр кирлине, ӑна 455,1 пин тенкӗпе туянас кӑмӑллине пӗлтернӗ. Аукциона пӗртен-пӗр организаци кӑна хутшӑннӑран вӑлах ҫӗнтернӗ тесе шухӑшланӑ. Хӑйӑра турттарса килме унпа килӗшӳ тӑвӗҫ.
2,5 пине яхӑн тонна хӑйӑра Шупашкарти пляжсене илсе кайӗҫ. Аса илтерер, хулара вӗсем виҫҫӗ: Тӗп пляж, Афанасьев урамӗ ҫывӑхӗнче тата Ҫӗнӗ сала патӗнче. Вӗсене ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗччен хӑйӑр сарса хатӗрлӗҫ.
Шыва кӗмелли тапхӑр пуҫланиччен Шупашкар ҫулсерен хӑйӑр турттарать. 2013 ҫулта 2,3 пин тонна сарнӑ, 2014-мӗшӗнче — 3 пин, 2015-мӗшӗнче — 4,2 пин, 2016-мӗшӗнче — 4,5 пин.
Республикӑн тӗп хулинчен Турцие канма каякансен йышне Шупашкарти аэропорт икӗ хут ӳстересшӗн. Маларах «Пегас Туристик» компани самолетсене 10 кунта пӗрре вӗҫтерес тенӗ. Халӗ ҫӗршыври пысӑк турооператорсенчен пӗринпе калаҫса татӑлнӑ. Ҫапла туни Анталия хулине тӳрремӗн каякан рейссене Шупашкартан икӗ хут нумайлатма май парӗ.
Маларах эпир Турци Раҫҫей ҫыннисене ют ҫӗршыв паспорчӗсӗрех кӗртме пуҫласшӑннине хыпарланӑччӗ. Аса илтерер, «Российская газета» (чӑв. Раҫҫей хаҫачӗ) пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче ку ыйтӑва ҫывӑх вӑхӑтра Мускавпа сӳтсе явасшӑннине асӑннӑччӗ. Ун пирки Турцин ют ҫӗршыв ӗҫӗсен министрӗ Мевлют Чавушоглу каланӑ. Хӑйӗн шухӑшне министр Антальере Раҫҫей гражданӗсемпе тӗл пулнӑ чухне палӑртса хӑварнӑ.
Ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Чӑваш Енре ачасене ҫуллахи лагере канма яма ашшӗ-амӑшӗнчен заявлени пухма пуҫлӗҫ.
Заявленисене электрон меслетпе йышӑнаҫҫӗ. Апла пулин те аслисем хушшинче ӑнланманлӑх сиксе тухма пултарать. Черет йӗркеллӗ пынипе пыманнине тӗрӗслесе тӑма Чӑваш Енре общественниксен ушкӑнне пухаҫҫӗ. Вӗсем тӗрӗслев тивӗҫне хӑйсем ҫине илӗҫ. Уйлӑха каймалли заявленисене епле йышӑннине сӑнаса тӑрас текенсен Шупашкарти М. Горький урамӗнчи 5-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ «Ҫамрӑк пуҫаруҫӑсен центрне» кайса хут ҫырмалла. Ӗҫе вӗсене республикӑн Вӗренӳ министерстви ака уйӑхӗн 4—6-мӗшӗсенче хӑнӑхтарӗ.
Аса илтерер, кӑҫал путевка 13 пин те 767 тенкӗ пулмалла. Хак пӗлтӗрхинчен 700 тенкӗ ӳсӗ. Анчах тӳре-шара ҫӑмӑллӑхсем упранса юлнине пӗлтереҫҫӗ.
Турци Раҫҫей ҫыннисене ют ҫӗршыв паспорчӗсӗрех кӗртме пуҫласшӑн. «Российская газета» (чӑв. Раҫҫей хаҫачӗ) ӗнер хыпарланӑ тӑрӑх, ку ыйтӑва ҫывӑх вӑхӑтра Мускавпа сӳтсе явасшӑн. Ун пирки Турцин ют ҫӗршыв ӗҫӗсен министрӗ Мевлют Чавушоглу каланӑ. Хӑйӗн шухӑшне министр Антальере Раҫҫей гражданӗсемпе тӗл пулнӑ чухне палӑртса хӑварнӑ.
Раҫҫей самолетне Турцире персе антарнӑ хыҫҫӑн хутшӑнусем сивӗнни Турцишӗн пӗртте меллӗ мар тесе шухӑшлаҫҫӗ экспертсем. Пӗрремӗшӗнчен, унта туристсем сахаллӑн ҫӳреме тытӑннӑ. Унччен ҫуркуннерен пуҫласа сӗм кӗркуннечченех Турцирен Раҫҫей ҫыннисем татӑлман. Иккӗмӗшӗнчен, икӗ тӑрӑх экономика енчен те питех те килӗштерсе ӗҫленӗ.
Ют ҫӗршыв паспорчӗсӗрех Турцине Раҫҫей ҫыннисене кӗртме пуҫласан туристсен шучӗ ӳсессе шанаҫҫӗ.
Ҫитес уйӑхӑн 1-мӗшӗнчен ачасене ҫуллахи уйлӑхра канма заявлени йышӑнма пуҫлӗҫ. Ӗнер иртнӗ республикӑн Правительствин ларӑвӗнче ЧР ӗҫ тата социаллӑ аталану министрӗ Сергей Димитриев каланӑ тӑрӑх, ҫӑмӑллӑхсем упранса юлнӑ. Путевка 13 пин те 767 тенкӗ пулмалла. Хак пӗлтӗрхинчен 700 тенкӗ ӳсӗ.
Ҫӑмӑллӑхлӑ категорисене (5 е ытларах ачаллисене, сусӑр ачаллисене тата ытти хӑш-пӗр категорие) тӳлевсӗрех парӗҫ. Йывӑр лару-тӑрури ҫемьесене путевкӑн 5 процентне тӳлеттерӗҫ. Теприсем вара ҫемьери тупӑша кура путевка хакӗн 20, 30, 50 процентне саплаштарӗҫ.
Шупашкар районӗнче, сӑмахран, заявленисене халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрта (вӑл Кӳкеҫри Совет урамӗнчи 23-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ) ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ирхи тӑхӑр сехетре йышӑнма пуҫлӗҫ.
Шупашкарти Лакрей вӑрманне малашне пули-пулми кӗреймӗн. Иртен-ҫӳрене «СкиБарс2» автоматизациленӗ тӳлевпе тӗрӗслев тытӑмӗ урлӑ ирттерме пуҫлӗҫ.
Билетсене автоматизациленӗ тытӑм урлӑ сутнине кура кассӑсем аванрах ӗҫлеме пуҫласса, ҫынсене меллӗ пуласса шанаҫҫӗ. Анчах кунпа пӗрлех Шупашкар хула администрацийӗ паркӑн ӗҫне лайӑхрах тӗрӗслесе тӑрас ӗмӗтлине те пытармасть. Лакрей паркне кӗрекенсенчен укҫана аллӑн та илӗҫ, банк картти урлӑ та.
Ҫавӑн евӗрлӗ тытӑма халиччен Мускав, Ӗпхӳ, Архангельск, Красноярск, Чӗмпӗр, Чулхула, Сочи, Адлер, Кемӗр, Сургут, Саранск, Ижевск хулисенче ӗҫлеттерсе янӑ. Шупашкарта унччен Хӗрлӗ лапамри «Колесо обозрения» аттракционта хута янӑ.
Лакрей вӑрманӗнчи ҫӗнӗ тытӑм кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен кая юлмасӑр хута каймалла.
Ҫулла Шупашкрати аэропортран Турцири Анталие самолетсем вӗҫме пуҫлӗҫ. Кун пирки «Международный аэропорт Чебоксары» (чӑв. Тӗнче шайӗнчи Шупашкар аэропорчӗ) тулли мар яваплӑ общество хӑйӗн сайтӗнче ӗнер хыпарланӑ.
«Калаҫса татӑлма ҫӑмӑл пулманнине пытарар мар. Анчах унӑн кӑтартӑвӗпе эпир мӑнаҫланатпӑр тата сире ӑна пӗлтеретпӗр», — тесе ҫырнӑ кӗске информацире. Шупашкартан ют ҫӗршыва самолетсем чылай ҫул вӗҫменнине шута илсен Анталие чартерлӑ рейс уҫма пултарнине, чӑн та, хӑпартланса йышӑнма пулать.
PEGAS Touristik компани Шупашкартан Турцие турсем сутма тытӑннӑ. Ӑшӑ тинӗс хӗрне канма пирӗн тӑрӑхран самолетпа ака уйӑхӗнчен пуҫласа юпа уйӑх вӗҫӗччен кайма май килӗ. Чартер рейсӗпе вӗҫекенсене PEGAS FLY авиакомпани турттарӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |