2012 ҫулхи нарӑсӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа пирӗн пӗрлӗх тата Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ ачасемпе ҫамрӑксен хушшинче «Ҫӑлтӑр ҫути» комикссен конкурсне ирттерчӗ. Ӗҫсене эпир акан 30-мӗшӗччен йышӑнтӑмӑр, халӗ вара ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртма вӑхӑт ҫитрӗ.
Хаклавҫӑсем шутӗнче пулчӗҫ: Плотников Н.А, Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп администраторӗ; Сосаева А.А., Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ кил-йыш вулав центрӗн библиотекарӗ; Иванова Н.Г., Чӑваш Республикин вӗренӳ институчӗн доценчӗ; Мордвинова А.И., гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӳнер ӑслӑлӑхӗсен пайӗн аслӑ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ.
Пур хаклавсене пӗтӗмлетнӗ хыҫҫӑн ҫак ачасем мала тухрӗҫ:
• 1-мӗш вырӑн: Ольга Вазина (Хӗрлӗ Чутай районӗ, Питӗркасси шкулӗ, 10 кл., ертӳҫи — Жукова Людмила Валентиновна, чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен), вӑтам балл — 4.75;
• 2-мӗш вырӑн: Ширяева Наташа, Сергеева Даша (Канаш хули, 10-мӗш шкул, 7 кл., ертӳҫи — Яклашкина Светлана Николаевна, чӑваш чӗлхине вӗрентекен), вӑтам балл — 4.
Акан 30-мӗшӗ иртнӗ май эпир ирттерекен «Ҫӑлтӑр ҫути» комикссен ӑмӑртӑвӗн 1 тапхӑрӗ вӗҫленчӗ. Ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗ тӗлне ӗҫсене хак парса вырӑнсене палӑртӑпӑр.
Пӗрремӗш тапхӑра вӗҫленӗ май ҫак пӗтӗмлетӳсене тума май пур:
- пурӗ 11 ӗҫ килчӗ;
- хутшӑнакансен йышӗ — 13 ача (1-9 кл.)
- 7 шкул ачисем хутшӑннӑ — Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Питӗркасси шкулӗ, Ҫӗрпӳ районӗнчи Михайловка шкулӗ, Шупашкарти 49-мӗш шкул тата 2-мӗш лицей, Красноармейски районӗнчи Красноармейски тата Именкасси шкулӗсем, Канашри 10-мӗш шкул.
Пур ӗҫсемпе те эсир кунта паллашайратӑр.
Ку ӑмӑрту пирӗншӗн ҫӗнӗлӗх пулчӗ, ҫавна май ӗҫсен йышӗ пысӑках маррине эпир ҫитменлӗх тесе хак памастпӑр.
Акан 17-27-мӗшӗсенче Пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан Красноармейски вӑтам шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литератури тата тӑван ен культури вӗрентекен В.М. Михайлов пуҫарнипе тата Красноармейски район администрацийӗн вӗрентӳ пайӗ йӗркеленипе республикӑмӑрти районсем хушшинче «Улӑп — 2012: Эпир - Улӑп йӑхӗнчен!» инҫет вӑйӑ конкурс иртрӗ.
Вӑйӑ конкурса Раҫҫей историйӗн тата Чӑваш историйӗн ҫулталӑкне тата Чӑваш чӗлхи кунне халалланӑччӗ. Ыйтусем вара чӑваш халӑхӗн кун-ҫулӗпе тата культура аталанӑвӗпе ҫыхӑннӑччӗ.
Конкурса пурӗ 350 ытла ача заявка панӑ. Вӗсенчен 165 ача вӑйӑ конкурса хутшӑнма кӑмӑл туса сайта кӗрсе регистрациленнӗ. Вӑйӑ конкурс ыйтӑвӗсене вара 130 ача ҫеҫ хуравлама пултарнӑ. Пӗтӗмӗшле илсен, ҫак районсен вӗрентекенӗсемпе вӗренекенӗсем хастар пулчӗҫ:
Красноармейски районӗ — 75 ача;
Комсомольски районӗ — 15 ача;
Сӗнтӗрвӑрри районӗ — 14 ача;
Вӑрмар районӗ — 11 ача;
Канаш хули — 11 ача;
Шупашкар хули — 10 ача;
Хӗрлӗ Чутай районӗ — 6 ача;
Элӗк районӗ — 4 ача;
Елчӗк районӗ — 4 ача;
Етӗрне хули — 3 ача;
Ҫӗрпӳ районӗ — 3 ача;
Етӗрне районӗ — 2 ача;
Канаш районӗ — 2 ача;
Ҫӗрпӳ хули — 2 ача;
Куславкка районӗ — 2 ача;
Улатӑр районӗ — 2 ача;
Муркаш районӗ — 1 ача;
Ҫӗмӗрле хули — 1 ача;
Ҫӗмӗрле районӗ — 1 ача.
Чӗмпӗр облаҫӗнчи чи пысӑк чӑваш ялӗнче, Кивӗ Улхашра (Чӑнлӑ районӗ) ирӗклӗ майпа кӗрешсе пӗртӑван Георгийпа Пётр Майрабеевсен парнисене илессишӗн 4-мӗш турнир иртрӗ.
Георгий — кӗрешӳ енӗпе спорт маҫтӑрӗн кандидачӗ, халӗ Чӗмпӗрти «Авто Форум» фирмӑн директорӗ. Пётр спорт маҫтӑрӗ, ҫак фирмӑра аслӑ маҫтӑрта ӗҫлет.
Турнира 10-16 ҫулхи 210 кӗрешӳҫӗ хутшӑнчӗ, пурӗ 16 ушкӑн. Ҫав шутра Анат Кама (Тутарстан), Тольятти (Самар облаҫӗ), Атяшево (Мордови), Канаш (Чӑваш Ен) хулисенчен.
Майрабеевсем хӑйсен шкулӗнчи пӗрремӗш тренерне Н.Узеринова тав туса асӑнмалӑх парне пачӗҫ, шкул валли спорт хатӗрӗсем туянма 15 пин укҫа хӑварчӗҫ. Хисеплӗ хӑнасене вара — вӗсем хушшинче Майрабеевсене вӗрентнӗ РФ тава тивӗҫлӗ учителӗ Н.Кадебин, 1993 ҫулхи Европа чемпионки, икӗ хутчен Раҫҫей чемпионки, тӗнче шайӗнчи спорт маҫтӑрӗ Л.Исламова (Анат Кама), регионсен хушшинчи Кӗрешӳ федерацин президенчӗ В.Васильев (Шупашкар) — сувенирсем, медальсем парса чысларӗҫ.
«Хусан чӑвашӗсем» кӑҫал Чӑваш Ене темиҫе пысӑк концертпа савӑнтарма шутлать. Шупашкарта, Канашра тата Елчӗкре сире ҫӗнӗ юрӑсем кӗтеҫҫӗ!
Концертсем ҫак кунсенче иртӗҫ:
• Шупашкар (Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче) — пушӑн 29-мӗшӗнче (кӗҫнерникун!).
• Канаш (Вакунюсакан савутӑн КК) — акан 5-мӗшӗнче (кӗҫнерникун!).
• Елчӗк (Елчӗкри КК) — акан 6-мӗшӗнче (эрнекун!)
Пур концертсем те 18 сехет ҫурӑра пуҫланӗҫ. Хӑвӑр пырӑр, юлташӑрсене чӗнӗр!
Вӑрӑ-хурахсем хула урамӗсенче сахалрах алхасчӗр тесе Раҫҫей хулисенче полицайсене хӑвӑртрах йыхӑрмалли мелсен йышӗ ӳссех пырать иккен.
Ак Ҫӗмӗрле хулинче ҫакӑн евӗр темиҫе вырӑн туса лартнӑ теҫҫӗ. Ку вырӑнсене «Кӑвак ҫутӑ» тесе ят панӑ. Вырӑсла «Маячок безопасности» ятлӑ вӗсем. Ытти хуласене илсен, полицайсене хӑвӑрт чӗнсе илмелли вырӑнсене ҫырса ҫеҫ палӑртнӑ пулсан ҫӗмӗрлесем кашни вырӑна кӑвак ҫутӑпа капӑрлатнӑ.
Хӑрушлӑхсӑр ҫуттисене вӑрӑ-хурах аллине лекнӗ ҫынна хӑвӑртрах пулӑшма йӗркеленӗ, ҫав вӑхӑтрах вӑрӑ-хурахӗ те хайӗн киревсӗр ӗҫне хӑрамасӑрах тума ан пултартӑр, хӑратӑр, пытантӑр.
Чӑваш Енре пӗтӗмпе 2600 «хӑрушлӑхсӑр ҫутӑ» лартма палартнӑ тет: Шупашкарта — 90, Ҫӗнӗ Шупашкарта — 43, Канашра — 58, Улатӑрта — 13, Ҫӗрпӳре — 5, Ҫӗмӗрлере — 10. Кӑвак тӗспе ҫутатса тӑраканнисем вара паянхи куна 216 кӑна-ха. Ҫак ӗҫе уйрӑм усламҫӑсем те йышлӑн хутшанаҫҫӗ имӗш, хӑйӗн пурлӑхне кашнин упраса хӑварас килет-ҫке.
«Российская газета» (чӑв. Раҫҫей хаҫачӗ) хаҫатра паян, раштавӑн 16-мӗшӗнче, пӗлтӗр иртнӗ ҫыравӑн пӗтӗмлетӗвне пичетленӗ.
Раҫҫейри улшӑнусене илес пулсан 2002 ҫултанпа патшалӑхра пурӑнакан халӑхӑн йышӗ 2,3 миллион ҫын (1,6%) чакнӑ. Пурӗ Раҫҫейре ҫапла май 142 миллион та 857 пин ҫын пурӑнать. Халӑх шучӗпе тӗнчере пирӗн патшалӑх 8-мӗш вырӑн йышӑнать — малта Китай, Ӗнчӗ (Инди), АПШ, Индонези, Бразили, Пакистан, Бангладеш. 2002 ҫултанпа Раҫҫейре ялсем тӗпӗ йӗрӗпе ҫухалас туртӑм вӑйланнӑ иккен. Сакӑр ҫул хушшинче 8,5 пин ял пӗтнӗ. 19,4 ял вара хут ҫинче кӑна пур, вӗсенче никам та пурӑнмасть. Вӑтамран илнӗ Раҫҫей ҫынни 39 ҫулта — ку вӑл халӑх ватӑлнине пӗлтерет (8 ҫул каялла 37,7 пулнӑ). Раҫҫейре арҫынсем хӗрарӑмсенчен 10,7 миллион сахалрах. Мӑшӑрсен йышӗ те 1 миллион таран чакнӑ — халӗ ку кӑтарту 33 миллионпа танлашать.
Чи йышлӑ халӑх — вырӑссем. Раҫҫейре вӗсем 80,9% йышӑнаҫҫӗ. Иккӗмӗш вырӑн тутарсем йышӑнаҫҫӗ — 3,87%. Виҫҫӗмӗш вырӑнта — украинсем (2,05%-ран 1,41% чакнӑ). Чӑвашсем пиллӗкмӗш вырӑнта, Раҫҫейре пурӗ 1,44 миллион чӑваш шутланӑ (8 ҫул хушшинче пирӗн халӑх йышӗ 200 пин таран чакнӑ).
Выльӑх-чӗрлӗх вӑрлакансене тытса чарнӑ. Пуҫиле шырав ӗҫченӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, ҫамрӑксен ушкӑнӗ республикӑри 7 районта пурӑнакнасене сӑтӑр тунӑ. Ҫулла мӑйракаллӑ шултра выльӑх йышлӑ ҫухалма пуҫланӑ. Преступленисем пӗр евӗрлӗ пулса иртнӗ. Вӑрӑсем ҫул хӗррипе е ял айккинче кӑкарнӑ ӗнесене кӑвак тӗслӗ «Газель» ҫине тиесе кайнӑ. Икӗ уйӑх шырав ирттерсен полицейскисем вӑрӑсене тытса чарнӑ. Октябрь вӗҫӗнче Красноармейски районӗнче 24-25 ҫулхи каччӑсене ӗнесем вӑрланӑ вӑхӑтра тытнӑ. Хурахсем — Канаш ҫыннисем пулнӑ. Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, грузовик водителӗ выльӑхсене хӑй патне илсе ҫитернӗ те кайран услам тума сутнӑ. Ҫамрӑксем ҫапла майпа сахалтан та 12 хут вӑрра тухнӑ тесе шутлаҫҫӗ опретивниксем. Унсӑр пуҫне вӗсем ҫакӑн евӗр ытти преступленисене хутшӑннине тӗрӗслеҫҫӗ.
Паян пӗтӗм халӑх уявӗ ― Вӗрентекен кунӗ. Ҫавна май Республика Элтеперӗ чи лайӑх вӗрентекенсене патшалӑх наградисемпе чысларӗ.
Михаил Игнатьев хӑнасене уяв ячӗпе саламласа ҫирӗп сывлӑх, тулли телей, ӑнӑҫу, ҫитӗнỹсем сунчӗ. Элтепер аллинчен 18 педагог хисеп грамотисем, тав хучӗсем, мухтав паллисем илме тивӗҫ пулчӗҫ. Вӗсенчен кашниех шкул тата аслӑ пӗлӳ паракан учрежденисен ӗҫ-хӗлне ҫӗнӗлӗхсем кӗртес тӗлӗшпе палӑрнӑ.
Педагог, вопитатель, вӗрентекен профессийӗ яланах чи пархатрли те чи хисеплисен шутӗнче пулнине палӑртрӗ Республика ертӳҫи. «Вӗренỹ — пирӗн ҫӗршывӑн тӗп пуянлӑхӗсенчен пӗри. Эсир тӑрӑшнипе ҫак ӗҫ кунран кун аталанса пырать. Вӗрентекен, професси тата пурнӑҫ ҫулне суйласа илме пулӑшать. Ку — яваплӑ та пархатарлӑ ӗҫ», — терӗ вӑл.
Тӗлпулӑва килнисенчен 5-кӗшӗ Раҫҫей шайӗнчи наградӑсене илме тивӗҫ пулчӗҫ. Раҫҫей Федерацийӗн аслӑ шкулӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ ята Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн ӳнер факультечӗн деканӗ Анатолий Данилов тивӗҫрӗ.
Нумаях пулмасть республикӑра «Кӗр мӑнтӑрӗ» ярмӑрккасем ӗҫлеме пуҫларӗҫ. Малтанхи кунсенчех унта 200 тонна яхӑн ҫӗрулмипе пахча-ҫимӗҫ сутнӑ.
Авӑнӑн 10-мӗшӗнчен пуҫласа 25-мӗшӗччен Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкарта, Улатӑр, Канаш тата Ҫӗмӗрле хулисенче йӗркеленӗ суту-илӳ лаптӑкӗсенче 9 миллион та 747 пин тенкӗлӗх пахча-ҫимӗҫ сутнӑ. Ҫынсем хӗл каҫмалӑх ҫӗрулми, сухан, купӑста, ытти пахча-ҫимӗҫ туянаҫҫӗ. Унсӑр пуҫне ярмӑрккасенче консервланӑ ҫимӗҫ, пыл, ҫӑмарта, йывӑҫ тӗмӗсем, ҫырла, тырӑ сутаҫҫӗ. «Кӗр мӑнтӑрӗ» ярмӑрккасене уйрӑм хуҫалӑхсемсӗр пуҫне Муркашри чӑх-чӗп фабрики, Чӑвашпотребсоюз организацийӗсем хастар хутшӑнаҫҫӗ.
Кӑҫал тухӑҫ пӗлтӗрхипе танлаштарсан аванраххине кура пахча-ҫимӗҫ те йӳнӗрех. Тӗслӗхрен, 1 кило
• ҫӗр улми — 6-9 тенкӗ;
• сухан — 10-18 тенкӗ;
• кишӗр — 8-12 тенкӗ;
• купӑста — 5-8 тенкӗ тӑрать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |