Утӑн 8-мӗшӗнче Раҫҫейри халӑх хаваспах юрату тата шанӑҫлӑх кунне паллӑ турӗ. Уяв кунне республикӑ тӗп хулинче те районсенче те тӗрлӗрен мероприятисем иртнӗ. Канаш хулинче вара ҫак кунхине 70 хваттерлӗ пурӑнмалли ҫурта купалассипе ӗҫсене вӗҫленӗ. Ҫуртӑн пулас кил-хуҫисем — ашшӗ-амӑшӗсӗр тӑрса юлнӑ тӑлӑхсем. Вӗсемсӗр пуҫне аварилле кил-ҫуртран куҫарас программипе килешӳллӗн 10 ҫемье ҫӗнӗ хваттерсен кил хуҫисем пулса тӑрӗҫ.
Строительсем ҫӗнӗ ҫурт таврашӗнче ача-пӑча лаптӑкне туса лартнӑ, подъездалла ҫул сарнӑ.
Кун пирки республикӑн вӗренӳ министрӗ Владимир Иванов правительство ларӑвӗнче пӗлтернӗ иккен. Ҫакна тӳре-шара темиҫе сӑлтавпа ҫыхӑнтарать. 100 ачалӑх учрежденире паян 41-ӗн пурӑнаҫҫӗ. Анчах ҫак пӗчӗк цифра пӑшӑрхантармаллискер марри паллӑ ӗнтӗ. Апла тӑк, ача ҫуртӗнче пурӑнакансен йышӗ чакни куҫ кӗрет (ҫав вӑхӑтрах куккук амӑшсен йышӗ сахалланать-ши? Кӑна, шел те, пӗлейместпӗр). Ача ҫурчӗсенче пурӑнакансен шучӗ пӗчӗкленсе пыни патшалӑх ачасене ҫемьене усрава парассипе ҫине тӑнипе те ҫыхӑннӑ. Тӑван мар тӗпренчӗке кил ӑшши паракансене укҫа-тенкӗпе те пулӑшаҫҫӗ-хавхалантараҫҫӗ. Маларах, сӑмах май, Етӗрнери ача ҫуртне хупнӑччӗ. Юрӗ, канашри патнех таврӑнам-ха. Унта паян пурӑнакан 41 ачаран 17-шӗ ҫул ҫитнипе кӑҫал ун ҫунатти айӗнчен тухса каять иккен. Тепӗр вуннӑшне усрава илес кӑмӑллисем пур. Ытти 14-шне ытти ача ҫурчӗсене яраҫҫӗ иккен.
Ача ҫуртне хупас шухӑш патне вӑл кивелнӗрен те ҫитнӗ-мӗн. Тата, эпир ӑнланнӑ тӑрӑх, унта тӑрӑшакансене хӑйсен тивӗҫне пурнӑҫласа ҫитерейменшӗн те министерство кӑмӑлсӑр-мӗн. Ара, паян унта пурӑнакан 41 ачаран ҫиччӗшӗ вӑл е ку енӗпе харсӑрланнӑшӑн ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекен инспекцире шутра тӑрать иккен.
Патшалӑхӑн пӗрлӗхлӗ экзаменне тытассипе 100 балл пухнисен йышӗ Чӑваш Енре икӗ хут ытларах ӳснӗ-мӗн. Тепӗр лайӑх кӑтарту шутӗнче — иккӗ илекенсен шучӗ чакни. Кун пирки Regnum информаци агентстви республикӑн Вӗренӳ министерстви пӗлтернине шута илсе хыпарлать.
Шкул пӗтерекенсем кӑҫал 14 предметпа хӑйсен пӗлӗвне тӗрӗсленӗ. Пурин те тытмалли предметсемпе — вырӑс чӗлхипе тата математикӑпа — тӗрӗслев витӗр ӑнӑҫлӑ тухнисен шучӗ, пӗлтӗрхипе танлаштарсан, кӑҫал 1,47 процент ӳснӗ иккен. Тепӗр майлӑ каласан, экзамена хутшӑннисенчен 97,97 проценчӗ шкул сукмакне вун пӗр ҫул хушши ытахальтен такӑрлатманнине ӗнентерсе панӑ. Чи ӑслӑ ачасем Сӗнтӗрвӑрри районӗнче тата Ҫӗмӗрле хулинче теме юрать-тӗр, мӗншӗн тесен унта чи пӗчӗк балран пӗчӗкрех илекен пулман. Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗ тӑрӑх хакласан, вырӑс чӗлхине тата математикӑна Улатӑр районӗпе хулинче тата Ҫӗмӗрле районӗнче начартарах ӑшӑ хывни сисӗнет.
Паян, ҫӗртмен 29-мӗшӗнче, XXIV Раҫҫей Олимп кунне халаласа Вӑрмар посёлокӗнче тӗрлӗ спорт ӑмӑртӑвӗсем иртрӗҫ. Унсӑр пуҫне тата Олимп кунӗн темипа асфальт ҫинче ӳкерӳ конкурсне ирттернӗ. Мини-футбол, урам баскетболӗ — тӗрлӗ тӗслӗ спорт ӑмӑртӑвӗсем иртнӗ. Унсӑр пуҫне «Илем» ачасемпе ҫамрӑксен спорт шкулӗн ҫуртӗнче дартс вӑййипе, сӗтелҫи тенниспа, шывра ишессипе ӑмӑртусем иртнӗ. Ҫакӑнтах «Шыври хаваслӑ стартсем» те пулнӑ.
Спорт уявӗ «Урмары» ФК — «Локомотив» (Канаш) футбол командисем вӑй виҫнипе вӗҫленнӗ. Кам ҫӗнтерни паллӑ мар-ха.
Кӗҫнерникун, ҫӗртмен 27-мӗшӗнче, Канаш хулинче пурӑнакан Василий Кондратьев ҫемьинче пысӑк савӑнӑҫ ҫитнӗ. Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Людмила Иванова кил хуҫине Василий Илларионовича 1 миллион та 386 пин тенкӗллӗх ҫурт-йӗр туянмалли ятарлӑ Сертификата алла тытарнӑ. Ку сертификата Канаш ҫынни ятарлӑ «Кил-ҫурт» федераллӑ программипе килешӳллӗн тивӗҫнӗ иккен.
«Ку савӑнӑҫлӑ саманта эпир 15 ҫул кӗтсе пурӑннӑ!» — сертифика алла тытарнӑ хыҫҫӑн пӑлханса каланӑ кил хуҫи. Вӑл хула, республика ертӳҫисене хӑйӗн ӗмӗтне пурнӑҫа кӗртме майсем паннишӗн тав сӑмахӗ каланӑ.
Людмила Иванова ҫемьене саламланӑ, асӑнмаллӑх парне те панӑ, малашнехи пурнӑҫра та ӑнӑҫу суннӑ.
Тӗнчере тӗрлӗрен кӗнчеле теҫҫӗ те, ҫаплах пуль ҫав. Хӑшӗсем, ав, эрех ярса паманшӑн ним мар ҫынна ҫӗҫӗпе чиксе пӑрахаяҫҫӗ иккен.
Пӑтӑрмах кӑҫалхи ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Канаш хулинче пулса иртнӗ. Унти пӗр арҫын хваттерӗнче ҫав кун ирех хӑна-вӗрле пухӑннӑ (тен,. малтанхи каҫ килнӗскерсемех кайса пӗтмен-ши? Ара, сӑра сакки сарлака-ҫке. Тата мухмӑрӗ ирех аптӑратать мар-и?). Хӑнасем — 53 ҫулхи ниҫта та тӗпленсе пурӑнман хӗрарӑмпа 63-ри Канаш хӗрарӑмӗ хирӗҫсе каяҫҫӗ. Аслӑраххи ҫамрӑкраххине тӗксе ярать, эрех ярса пама килӗшмест. Ҫавна пула кӑтӑрса каять те 53 ҫулхи хӑна. Сӗтел ҫинчен ҫӗҫӗ ярса илсе 11 хутран кая мар чикет. Суранланнӑ хӗрарӑм ҫавӑнтах вилсе каять.
Халӗ ку ӗҫе тӗпчевҫӗсем суда ярса панӑ.
Ҫемьере кашӑк-тирӗк шӑкӑртатмасӑр пулмасть теҫҫӗ. Канаш хулинче тата районӗнче пурӑнакансем паянтан «Юрату, шанчӑклӑх тата ҫураҫу сакӗ» ҫине ларса пӗр чӗлхе тупас шанчӑк пур. Ӑна вырӑнти таврапӗлӳ музейӗ умӗнче вырнаҫтарнӑ. Ҫапла ят панӑ сака хӗрлӗ хӑю кассах уҫнӑ. Унта хӗрарӑмсен канашӗн хастарӗсем хутшӑннӑ иккен.
Хулана илем кӳрекен ҫак вырӑна Геннадий Захаров художник ӑсталанӑ иккен. Вырӑнтисем ҫураҫу сакне официаллӑ майпа уҫичченех халӑх унтан татӑлма пӗлменни пирки хыпарлаҫҫӗ. Ҫавсем ылтӑн алӑллӑ ӑстана тем тӗрлӗ ӑшӑ сӑмахпа тав тӑваҫҫӗ имӗш.
Сӑнсем (17)
Утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Ҫемье, юрату, шанчӑклӑх кунӗнче Канаш хулинче Сӑваплӑ Петӗрпе Феврони Муромскийсене халалласа ятарлӑ часавай уҫма палӑртнӑ. Асӑннӑ турӑшсем мӑшӑрсем хушшинчи юратупа шанчӑклӑхне упраса тӑраҫҫӗ. Асӑннӑ чиркӗве хута ярасси ҫинчен сӑмаха Канаш хулинчи хӗрамсен канашлӑвӗ ҫӗкленӗ пулнӑ. Ку шухӑша хула администрацийӗ те ырланӑ.
Часавай пӗрремӗш чулне нарӑс уйӑхӗнче хунӑ пулнӑ. Ҫак пулӑмран 4 уйӑх иртсен, ҫак кунсенче Чӑваш республикинчи хӗрарӑмсен канашлӑвӗн председателӗ Ольга Зайцева тепӗр хут Канаш хулине ӗҫ мӗнле шайра пынине пӑхма килнӗ.
Паянхи куна ҫур ӗҫне тунӑ тесен те йӑнӑш мар пулать. Анчах та ҫак ӗҫ-пуҫра чӑрмавсем те сиксе тухаҫҫӗ. Чиркӳ тӑррипе хӗресӗ валли татах укҫа-тенкӗ кирлӗ пулать. Ҫавӑнпа та ЧР хӗрарӑмсен канашлӑвӗ ҫак паха ӗҫе вӗҫне-хӗрне ҫитерме пысӑк чӗрелле ҫынсенчен пулӑшу ыйтать.
Хута янӑ часавай ҫемье юратӑвне, ӑшшине упрама, хисеплеме хавхалантарӗ.
Ҫӑвӑн 20-29-мӗшӗнче ҪЙХПИ ӗҫченӗсем «Автобус» профилактика вункунлӑхне ирттернӗ, унта ҫынсене турттаракан автобуссене тӗресленӗ. Ҫулҫӳрев йӗркине пӑхӑнман, турттаракан ҫынсен хӑрушсӑрлӑхӗпе тивӗҫтермен автобуссен шучӗ пӗтӗмпе (1 236 автобусран) 337 пулнӑ.
Канаш хулинче иртернӗ рейдра пӗр водитель ӳсӗр пулнӑ. 5 автобусра ҫынсене турттарас йӗркене пӑснине палӑртнӑ. Автотраспорт предприятийӗн 5 ӗҫлекене администраци явапне тыттарнӑ.
Этем темиҫе ӗмер хушши ҫанталӑка сӑнать пулин те унӑн пур вӑрттӑнлӑхӗсене пӗлсех ҫитереймест-ха. Ак, хальтерехри пулӑмсенех пӑхас — ҫу уйӑхӗн вӗҫӗ ҫитнӗ пулин те хӗвеллӗ кунсемпе пӗр танах ҫумӑр ҫӑвать, пӑр ӳккелени те пулкалать.
Ҫӑвӑн 26-мӗшӗнче республикӑра ҫанталӑк пӑсӑк тӑчӗ — ҫилӗ те таврара самай алхасрӗ, ҫумӑрӗ те хытӑ ҫурӗ. Республикӑн хӑш-пӗр районӗсенче вара ҫумӑрпа пӗрлех пӑр ҫунине те палӑртаҫҫӗ. Канаш хулинче аҫтӑрхан мӑйӑрӗ пек пӑр ӳкнӗ иккен. Вӗсем йывӑҫ, чие тӗмисемпе улмуҫҫисене, помидор, купӑста кальчисене шар кӑтартнӑ. Юрать-ха ҫак пулӑм ытти тӑрӑхсене айӑкран иртсе кайнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |