Канашра ҫул ҫаврине хута яма хатӗрленеҫҫӗ. Вӑл Кооператив, Хир тата Симӗс урамсене ҫыхӑнтарӗ. Кунсӑр пуҫне «Канашский» кооператив патне ҫитме ҫул сарӗҫ.
Канаш хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ объектсене тума унта урапасем (машинӑсем) нумай чупнипе йышӑннӑ. Проект хатӗрлекенсене ҫынсемпе машинӑсемшӗн меллӗ, хӑрушлӑхсӑр тата хӑтлӑ ҫул тӑвас тӗллев лартнӑ-мӗн. Апла тӑк хӑвӑртлӑха ӑҫта чакарма тивӗ, ӑҫта хытӑрах кайма та юрӗ. Проект документацине норматива пӑхӑнса хатӗрлени пирки, ӑна патшалӑх тӗрӗслевӗ витӗр кӑларнине ӗнентереҫҫӗ.
Хальхи вӑхӑтра Канаш хула администрацийӗ проекта тата улшӑну кӗрттересшӗн. Ҫакна вӑл вырӑнти автовокзалтан Канаш тата Тӑвай районӗсене каякан маршрут автобусӗсене ҫӳреме меллӗрех пултӑр тесе тӑвасшӑн иккен. Ҫул ҫӳрессин схемине улшӑну кӗртнине Чӑваш Енӗн Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑх инспекцийӗ ырласан ыйту татӑлмалла.