Шупашкарӑн ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнчи пӗр ҫуртра юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗнче тухнӑ пушарта ватӑ хӗрарӑм шар курнӑ. Беспалов урамӗнчи 2-мӗш ҫуртра пурӑнакан 83 ҫулти кинемее больницӑна илсе кайнӑ.
Карчӑк тӑваттӑмӗш хутра пурӑннӑ. Пушар балкон ҫинче тухнӑ. Вут-ҫулӑм алхаснине сиссе ҫӑлавҫӑсене кинемейӗн кӳршисем чӗнсе илнӗ.
Пушара сӳнтерме 5 техника пырса ҫитнӗ, ҫуртра пурӑнакан ҫынсене эвакуациленӗ.
Кил хуҫин хваттерӗ сиенленнӗ. Пушара сӳнтерекенсем пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх, вут-ҫулӑмпа кинемей тимсӗр пулнӑран инкек тухнӑ.
Ӗнер, юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Шупашкарти Айзман урамӗнче мопедпа пыракан ҫын инкеке лекнӗ.
17 сехет те 45 минутра вӑл, Алькешра вырнаҫнӑ «Георгий» кафе енне пынӑ чухне, малта пыракан «VW Polo» автомобиль ҫине пырса кӗнӗ те персе аннӑ.
Патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн иснпекцийӗн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, мопедист пуҫне шлем та тӑхӑнман. Инкекре арҫын вилмеллех аманнӑ.
Авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче 19 сехет те 20 минутра Шупашкарти Мускав проспектӗнче «Audi Q8» водителӗ ҫын ҫине пырса кӗнӗ. 33 ҫулти хӗрарӑм светофорӑн симӗс ҫутипе каҫнӑ пулнӑ.
Хӗрарӑм пуҫне амантнӑ. Ӑна пульницӑна илсе кайнӑ.
Ҫуран ҫӳрекенсем ҫине машинӑсем авӑн уйӑхӗнче кӑна 38 хутчен пырса кӗнӗ. Инкексенче 2 ҫын вилнӗ, 36-ӑн суранланнӑ.
Паян, авӑн уйӑхӗн 21-мӗшнче, ирхине Шупашкарта самосвалпа маршрутка ҫапӑннӑ.
Инкек 9 сехет тӗлӗнче пулса иртнӗ. Самосвал водителӗ ӑнлантарнӑ тӑрӑх, унӑн машинин тормозӗ ӗҫлеме пӑрахнӑ. Ҫавна май вӑл 234-мӗш маршрутка ҫине пырса кӗнӗ, маршрутка — «Убера» тесе ҫырса хунӑ ҫӑмӑл машина ҫине. Ҫул ҫинчи инкеке «Suzuki» автомобиль те лекнӗ.
Инкекре икӗ ҫын аманнӑ. Вӗсене больницӑна илсе кайнӑ.
Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Шупашкарта пӗр автобус инкеке лекнӗ. Пӑтӑрмахра 6 пассажир, ҫав шутра ҫул ҫитмен 2 ача, аманнӑ.
Инкек каҫхи 8 сехет ҫурӑ иртсен пулса иртнӗ. Энтузиастсен урамӗпе Никольский проспекчӗ хӗресленнӗ вырӑнта «Ford Tranzit» микроавтобус (руле 34 ҫулти арҫын тытса пынӑ) светофорӑн чару ҫутине пӑхмасӑр ҫулпа вӗҫтернӗ. Пассажирсене 44-мӗш маршрутпа турттаракан транспорт «BMW» ҫӑмӑл машинӑпа ҫапӑннӑ.
Инкекре 6 пассажир аманнӑ, вӗсене пульницӑна ӑсатнӑ.
Шупашкар хулинче автобусри пӗр хӗрарӑм персе аннӑ.
Пассажирсене 33-мӗш маршрутпа турттаракан «Волгабас» автобус кӗтмен ҫӗртен чарӑннӑ чухне салонти пӗр хӗрарӑм персе аннӑ.
Урине ыраттарнӑ пассажира больницӑна ӑсатнӑ. Унта ӑна тухтӑрсем пулӑшнӑ. Кайран хӗрарӑма килне янӑ.
Инкек ҫулта-йӗрте пурин те: водительсен те, пассажирсен те — асӑрхануллӑ пулмаллине пӗлтерет. Автобус-троллейбус салонӗнче пушӑ вырӑн пулсан ларса пымалла, тӑрса пыракансен лайӑх тытӑнмалла.
Иртсе кайнӑ канмалли кунсенче пирӗн республикӑра икӗ ҫын путса вилнӗ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ.
Авӑн уйӑхӗн 27-28-мӗшӗнче 18 ҫулти каччӑ Афанасьев пляжӗнче хӑйӗн тусӗпе каннӑ. Вӑл шыва кӗрсе кайнӑ та ҫухалнӑ. Ҫыран хӗрринче унӑн япалисем тӑрса юлнӑ. Тепӗр кунне водолазсем каччӑн виллине шырама тытӑннӑ, анчах тупайман.
Ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Куславкка районӗнчи Елчӗк ялӗнче ҫӑлавҫӑсем 2008 ҫулта ҫуралнӑ ача виллине Енӗш юханшывӗнче туртса кӑларнӑ. Сӑмах май каласан, Атӑлта арҫын виллине тупнӑ. Пӑхсан, арҫын 45 ҫулсенче...
Ҫурла уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫре пӳрт ҫуннӑ. Инкек пирки тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче пӗлтернӗ май сӑнӳкерчӗксем вырнаҫтарнӑ.
Пушар посёлокри Кутузов урамӗнче алхаснӑ. Хыпара сӳтсе явакансенчен пӗри ҫырнӑ тӑрӑх, инкекре пӳрт тата мунча ҫунса кайнӑ. Арҫын мунча хутнӑ, ҫулӑм ҫавӑнтан тухнӑ. Арҫын хӑй чӗрех тӑрса юлнӑ.
Инкеке сӳтсе явакансем хушшинче пушарпа кӗрешекенсене ятлакансем те, вӗсене хӳтӗлекенсем те пур. Хӑшӗсен шучӗпе пушар сӳнтерме вырӑна сахал машина пырса ҫитнӗ.
Канаш хулинче пӗр арҫын хӑйӗнпе пӗр класра вӗреннӗ тусне вӗлернӗ.
59 ҫулти арҫын кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Канашри общежитисенчен пӗринче тусӗпе тӗл пулнӑ. Ҫав арҫынпа вӗсем пӗр класра вӗреннӗ. Ытти чухне ялан юлташлӑ пурӑннӑскерсем ҫав каҫхине тавлашса кайнӑ. Хӑна алла ҫӗҫӗ ярса илнӗ те унпа чикнӗ.
Шар курнине больницӑна ӑсатнӑ-ха. Анчах тухтӑрсем унӑн пурнӑҫне ҫӑлса хӑварайман. Йывӑр суранланнӑ арҫын тепӗр икӗ кунтан вилсе кайнӑ.
Алла ҫӗҫӗ ярса илсе унпа ҫынна чикнӗ этем тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Етӗрне районӗнче ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗнче «ГАЗ-69» автомобиль аварие лекнӗ.
Инкек Лесной ятлӑ ялтан инҫех мар вырӑнта 18 сехетре пулса иртнӗ. 56 ҫулти водитель ту ҫинчен аннӑ чухне ҫул хӗррине ҫаврӑнса ӳкнӗ. Кабинӑра ларса пынӑ 56 ҫулти хӗрарӑм тухса ӳкнӗ, вӑл йывӑр сурансене пула куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ.
Сӑмах май, автомобиле кирлӗ пек регистрацилеменни те ҫиеле тухнӑ. Йӗрке хуралҫисем пуҫиле ӗҫ пуҫарасшӑн.
«ГАЗ-69» автомобиле малтан «ГАЗ» предприятире, 1952-1973 ҫулсенче «УАЗ» предприятире кӑларнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.07.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 24 - 26 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Николаев Владимир Николаевич, педагогика ӑслӑлахӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Егорова Анна Семеновна, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |