Ҫӗнӗ Шупашкарти Винокуров урамӗнче карас ҫыхӑнӑвӗн вышки ҫуннӑ. Инкек сӑлтавӗ — электрообрудовани юсавсӑрлӑхӗ.
Пӑтӑрмах утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Вут-ҫулӑм телекоммуникаци шкапӗнче алхаснӑ. Вырӑна пырса ҫитнӗ пушарпа кӗрешенкесем ҫулӑма хӑвӑрт сӳнтернӗ, ҫавна май пысӑк тӑкак тӳсмен.
Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, ирхи 7 сехет те 30 минутра Шупашкарти Мускав проспектӗнче инкек пулса иртнӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти 37 ҫулти хӗрарӑм-водитель сулахаялла пӑрӑннӑ чухне тепӗр транспорта ҫул паман. Ҫапла вара хӗрарӑмӑн «Фольксваген Поло» автомобилӗ «Хонда» мотоциклпа ҫапӑннӑ.
Вӑрнар тӑрӑхӗнчи 25 ҫулти водителӗн «А» категориллӗ водитель прави пулман. Анчах ҫакӑ ун ҫине пырса кӗмеллине пӗлтермест-ха.
Шар курнӑ мотоциклиста тухтар пулӑшӑвӗ кирлӗ пулса тухнӑ.
Йӗпреҫ районӗнчи Хурамал ялӗнчи пӗвере 78 ҫулти арҫын путса вилнӗ. Унӑн виллине паян ирпе тупнӑ. Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, инкек шыв хӗрринче асӑрханусӑр пулнипе ҫыхӑннӑ.
Чӑваш Енӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак кунсенче кӑна 4 ҫын путса вилнӗ. Ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти 49 ҫулти арҫын шыва кӗме тӑни инкекпе вӗҫленнӗ. Ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Канаш районӗнчи ялта 17-ри яш пӗвене путса вилнӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Сӑр юханшывӗнче 12-ри хӗрача пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнче плотинӑра шыва кӗме тӑнӑ 72-ри кинемей путнӑ.
Чӑваш Енре пӗр талӑкра икӗ хутчен пӑши ҫине пырса кӗнӗ.
Чеб.ру сайтра пӗлтернӗ тӑрӑх, Муркаш районӗнчи Нискасси ялӗ патӗнче те инкек пулса иртнӗ.
«Skoda Rapid» автомобиль ҫул ҫине чупса тухнӑ пӑши ҫине пырса кӗнӗ. Машина ҫул айккине чӑмнӑ. Водительпе юнашар ларса пынӑ 45 арҫын аманнӑ, ӑна Васкавлӑ пулӑшу паракан пульницӑна илсе кайнӑ.
Ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнчи каҫхине Шупашкар хулинчи Корней Чуковский урамӗнчи икӗ хутла ҫурт вутра кӗлленнӗ.
Ҫав кунхине 43 ҫулти кил хуҫи хушма хуҫалӑхра мангал ҫинче шашлӑк пӗҫернӗ. Кӑмрӑк сӳнессе кӗтсе тӑман вӑл, ҫывӑрма кӗрсе выртнӑ. Хӗлхем беседкӑна лекнӗ те вӑл ҫунма пуҫланӑ, унтан ытти ҫурт-йӗр ҫине куҫнӑ.
Пушарта пӗр пӳрт ҫунса кайнӑ, юнашарти тепӗр икӗ ҫурт сиенленнӗ.
Пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Тӑвай районӗнчи Тӗмер ялӗнче пушарта пӗчӗк ача вилнине республикӑри массӑлла информаци хатӗрӗсем хыпарланӑччӗ-ха.
Инкек сӑлтавне тӗпчевҫӗсем тӗплӗн тишкернӗ хыҫҫӑн пушар мӗнрен тухнине палӑртнӑ.
Ачасен асламӑшӗ (тен, кукамӑшӗ-тӗр, вырӑсла «бабушка» тенӗ) килӗнче 2, 3 тата 4 ҫулхи мӑнукӗсемпе пулнӑ. Вӗсене пӳртре хӑварса кил картине тухнӑ, унта вӑл болгаркӑпа вутӑ татма тытӑннӑ. Ҫавӑн чухне инструментӑн пӑралукне астумасӑр татса пӑрахнӑ. Унтан вӑл ӑна изолентӑпа чӗркесе хунӑ та малалла ӗҫленӗ. Ҫавӑн чухне пӳртре кӗске замыкани пулса илнӗ, пушар тухнӑ.
Аслӑрах ачасене хӗрарӑм пӳртрен илсе тухма ӗлкӗрнӗ, вӗсем пиҫсе кайнӑ, кӗҫӗнни вара сӗрӗмпе наркӑмӑшланса вилнӗ.
Иртсе кайнӑ пӗр талӑкра пирӗн республикӑра 8 хутчен пушар тухнӑ. Кун пирки Инкеклӗ ӗҫсен министерстви пӗлтернӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарта ӗнер, ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче вут-ҫулӑмпа кӗрешнӗ. Пушар Коммунистически урамри общежитире тухнӑ. Унти пӗрремӗш хутра сӗтел-пукан ҫунма тытӑннӑ. Пушара сӳнтерме 3 техника пырса ҫитнӗ. Ҫынсем шар курман.
Вӑрмар районӗнчи Хӗрлӗҫыр ялӗнче 43 ҫулти арҫын пушарта вилнӗ.
Чӑваш Енӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, йывӑҫ пӳрт кил хуҫисен 43-ри ывӑлӗ пирус туртнӑ чухне тимсӗр пулнӑран тухма пултарнӑ. Вут-ҫулӑма сӳнтерес тесе 8 ҫӑлавҫӑпа 2 техника ӗҫленӗ. Пушар 90 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче алхаснӑ.
Инкекре кил хуҫисен ывӑлӗн пурнӑҫӗ татӑлнӑ тата йывӑҫ пӳрт ҫунса кайнӑ.
Ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, Шупашкарта пӗр машина икӗ ачана ҫапса хӑварнӑ. 11-12 ҫулсенчи ачасене пульницӑна ӑсатнӑ.
Инкек хулари Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 33-мӗш ҫурт тӗлӗнче пулса 16 сехет те 20 минутра иртнӗ.
«Лада Гранта» автомобиль водителӗ ӗнентернӗ тӑрӑх, вӑл светофор мӗнле ҫуннине хӗвел ҫутине пула асӑрхайман иккен. 36 ҫулти водитель хӑй урах пулнӑ.
Паян, нарӑс уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, 17 сехет те 35 минутра «Сӑр» ҫул ҫинче амӑшӗпе хӗрӗн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Талой ялӗ тӗлӗнче «ВАЗ-2115» автомобиль хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ та «Газель» машинӑпа пырса ҫапӑннӑ.
«ВАЗри» икӗ пассажир — 34 ҫулти хӗрарӑм тата 11 ҫулти хӗрача – вилнӗ. Инкек вӑхӑтӗнче хӗрарӑм малти ларкӑч ҫинче пулнӑ, ача — водитель хыҫӗнче. ВАЗӑн 32-ри водительне пульницӑна ӑсатнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.09.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Гурий Вантер, чӑваш фольклорне пухаканни, тӗпчевҫӗ, сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
| Моис Иван Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ванеркке Николай Иванович, чӑваш чӗлхе тӗпчевҫи вилнӗ. | ||
| Бахмисов Алексей Иванович, график, прикладник ҫуралнӑ. | ||
| Карпилов Юрий Соломонович, биологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Микиш Павӑлӗ, чӑваш журналисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |