Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Шӑиӑршӑ районӗнчи пӗр ялти пӗр килти тавлашу алла ҫӗҫӗ ярса тытнипе вӗҫленнӗ. Ӑна тытаканни – хӗрарӑм.
Упӑшкипе тавлашнӑ вӑхӑтра хӗрарӑм ҫиеле тухас тенӗ курӑнать. Анчах ӳкӗте кӗртмелле витӗмлӗ сӑмах шырас вырӑнне вӑл аллине ҫӗҫӗ ярса илнӗ. Хытах хӗрсе кайнӑскер унпа упӑшкине чикнӗ. Кӑкӑртан. Урӑх ҫӗртен амантнӑ пулсан, тен, ҫӑлса хӑварма май килетчӗ-ши, кӑкӑртан амантнӑ арҫын инкек вырӑнӗнчех вилсе кайнӑ,
Инкек ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнчи каҫхине сиксе тухнӑ.
Халӗ хӗрарӑма тытса чарнӑ, ӑна вӑхӑтлӑха хупса хунӑ.
Юнлӑ пӑтӑрмах тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, ӑна тӗпчевсӗсем малалла тӗпчеҫҫӗ.
