Паян, утӑ уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, ирхи 7 сехет те 30 минутра, Куславкка районӗнчи Эплес ялӗнче 56 ҫулти арҫын сваркӑна пула вилнӗ.
Ҫав ҫын уйрӑм усламҫӑн пӗлӗшӗ пулнӑ. Вӑйпитти арҫын усламҫӑн комбайнӗн урапине юсама килӗшнӗ. Урапан шини ҫурӑлса кайнӑ та арҫын вилмеллех аманнӑ. Инкек вӑхӑтӗнче ҫав тӗлтен инҫех мар вырӑнта пулнӑ 51 ҫулти арҫын вара аманнӑ, ӑна пульницӑна ӑсатнӑ.
Инкек вырӑнне РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн тӗпчевпе оперативлӑ ушкӑнӗ тухса кайнӑ. Вӗсем пӑтӑрмах сӑлтавне палӑртӗҫ, судпа медицина экспертизи ирттерӗҫ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн тӗпчевҫисем Улатӑрти пушар сӑлтавне тӗпчеҫҫӗ. Вӗсем следстви умӗнхи тӗрӗслев пуҫарнӑ.
Улатӑрти пушарта 6 ҫулти арҫын ача пурнӑҫӗ татӑлнӑ, унӑн 13 ҫулти аппӑшӗ реанимацие лекнӗ.
Вут-ҫулӑм шӑматкун, утӑ уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, алхаснӑ. Пушар уйрӑм ҫын ҫуртӗнче 23 сехет те 20 минут тӗлӗнче тухнӑ. Пӗр хутлӑ кирпӗч пӳртре ачасем ҫеҫ пулнӑ. Арҫын ача ҫӑлавҫӑсем килсе ҫитичченех вилсе кайнӑ, хытах пиҫсе кайнӑ унӑн аппӑшне пульницӑна илсе кайнӑ.
Пушар сӑлтавне специалистсем палӑртӗҫ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен пӗринче пушар тухнӑ хыҫҫӑн хулара инкеклӗ лару-тӑру режимӗ туса хунӑ.
Пушар утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче 17 сехет те 45 минутра тухнӑ. Вут-ҫулӑм хулари Совет урамӗнчи 14-мӗш ҫуртра (вӑл общежити шутланать) алхаснӑ. Пушара 19 сехет те 30 минутра сӳнтернӗ.
Инкекре 1,3 пин тӑваткал метр лаптӑк ҫинче ҫивитти сиенленнӗ. Ҫынсем шар курман.
Ҫуртра пурӑнакансенчен 56 ҫынна, ҫав шутра — 12 ачана, эвакуациленӗ. 15 ҫынна, ҫав шутра 2 ачана, пурӑнмалли вӑхӑтлӑх вырӑна вырнаҫтарнӑ, ыттисем тӑванӗсем патне кайнӑ.
Инкек сӑлтавне тӗпчевҫӗсем тӗрӗслеҫҫӗ. Республика Элтеперӗ Олег Николаев та ҫивиттие вӑраха ямасӑр юсама хушнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкар хулин администрацийӗ «хӗрӳ лини» йӗркеленӗ. Унӑн номерӗ — 73-74-54.
Ҫуллахи вӑхӑтра юханшывпа пӗвесенче пӗчӗк кимӗсемпе ярӑнма юратакансем йышланаҫҫӗ. «Шывра та ҫул ҫинчи пекех асӑрхануллӑ пулмалла», — теҫҫӗ республикӑн Пӗчӗк кимӗсен патшалӑх инспекцийӗн ӗҫченӗсем.
Асӑннӑ инспекци ӗҫченӗсем йӗркене пӑсакан «капитансене» тытса чараҫҫӗ. Сезон пуҫланнӑранпа ҫӑлавҫӑсем 450 профилактика рейчӗ йӗркеленӗ. Йӗркене кӑнттамӑн пӑснӑшӑн 94 ҫынна штрафланӑ.
Час-час тӗл пулакан кӑлтӑк — ҫӑлав жилетне тӑхӑнманни. Экипировка пирки карап хуҫисем те, пассажирсем те манаҫҫӗ.
Тепӗр чухне кимме ӳсӗр пуҫпа тытса пыракансем тупӑнаҫҫӗ. Ун пеккисене икӗ ҫынна тытса чарнӑ. Ӳсӗрскерсене 1500 тенкӗрен пуҫласа 2000 тенкӗ таран штрафлама е кимӗпе ҫӳреме 1 ҫултан пуҫласа 2 ҫул таран чарма пултараҫҫӗ.
Сӑмах май каласан, ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн пирӗн республикӑри шыв-шурта 21 ҫын вилнӗ, вӗсенчен иккӗшӗ – ачасем.
Паян ирпе Шупашкарта арҫын виллине тупнӑ. Кун пирки «Про город» кӑларӑм халӑх корреспонденчӗ хыпарлани тӑрӑх пӗлтернӗ. Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, арҫын путса вилнӗ.
Вилнӗ арҫын ӳтне паян ирхи 7 сехетре хулари Ҫӗнӗ сала ҫывӑхӗнчи пляжра асӑрханӑ. Вӑл хӑҫан путнине хальлӗхе татса каламан. Сӑнпа пӑхсан, арҫын 40 ҫулсенче.
Арҫын виллине тупнӑ вырӑна следствипе оперативлӑ ушкӑн пырса ҫитнӗ. Вӗсем инкек сӑлтавне ҫеҫ мар, ҫамрӑкла сарӑмсӑр вилнӗ ҫын кам иккенне те палӑртӗҫ.
Паян Шупашкарти Мускав прспектӗнче автобус хыпса илнӗ. Асӑннӑ транспорт пассажирсене 26-мӗш маршрутпа турттарнӑ.
Инкек вӑхӑтӗнче салонта пулнӑ 30 ҫынна эвакуациленӗ. Вӗсенчен нихӑшӗ те шар курман.
Чӑваш Енӗн тӗп хулинчи пӑтӑрмах 17 сехет те 20 минутра «Оперӑпа балет театрӗ» чарӑнура пулса иртнӗ.
Инкек пирки РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗ пӗлтернӗ. Инкеклӗ ӗҫсен министерствин пушар хуралӗн ӗҫченӗсем ҫулӑма сӳнтернӗ-ха, анчах автрбусран ним те юлман темелле. Общесство транспорчӗн кӑшкарӗ ҫеҫ тӑрса юлнӑ.
РФ Следстви комитечӗн ӗҫченӗсем следстви умӗнхи тӗпчев пуҫарнӑ. Ахӑртнех, тӗрлӗ экспертиза ирттерӗҫ. Инкек вырӑнне Шупашкарти Мускав районӗн прокурорӗ Николай Осипов та пырса ҫитнӗ. Пӑтӑрмах сӑлтавне асӑннӑ надзор органӗ те тӗпчӗ.
Чӑваш Енре Роспотребнадзор управленийӗн пуҫлӑхӗн упӑшки пулнӑ ҫынна айӑпланӑ. Ӑна пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 5 ҫул та 5 уйӑхлӑха ӑсатма йышӑннӑ.
Ҫав арҫын «Гранта» автомашинӑпа ҫынна ҫапса хӑварнӑ, лешӗ инкек вырӑнӗнчех вилнӗ. Ҫӑмӑл автомобиль водителӗ инкек вырӑнӗнчен тапса сикнӗ. Машинӑна водитель пӗр ялта пытарнӑ.
«Руль умӗнче» порталта хӑш-пӗр ҫынсем пӗлтернине тӗпе хурса хыпарланӑ тӑрӑх, Луговскойсем уйрӑлнӑ.
Ҫул ҫинчи инкеке арҫын пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче «Атӑл–Сӗнтӗрвӑрри» ҫул ҫинче ҫакланнӑ. Федераци тӳри-шарин ячӗпе ҫыртарнӑ машинӑна ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем ҫывӑхри ялсенчен пӗринче шыраса тупнӑ.
Тытса чарнӑ хыҫҫӑн Луговской айӑпа йышӑннӑ, ҫул ҫинче ҫын утнине хирӗҫ килекен машина ҫуттине пула асӑрхаймарӑм тесе ӑнлантарнӑ. Хӑраса ӳкрӗм, полицие кайма хӑюлӑх ҫитереймерӗм тесе каланӑ.
2009 ҫулта Луговской судпа айӑпланнӑ. Ун чухне ӑна руль умне ӳсӗр ларса ҫул ҫинчи инкеке лекнӗшӗн явап тыттарнӑ.
Паян Шупашкарта ултӑ ҫулхи велосипедист машина урапи айне лекнӗ.
Шар курнӑ ача урамра пӗччен, аслисемсӗр, ярӑннӑ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ.
Инкек Декабристсен урамӗнчи 33-мӗш урам картишӗнче 16 сехет те 20 минутра пулса иртнӗ.
Шар курнӑ ачана пульницӑна илсе кайнӑ.
Инкек сӑлтавне ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн патшалӑх инспекцийӗн тӗпчевҫисем тӗпчӗҫ.
Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнчи ирхине, Шупашкарта ҫул ҫинче инкек пулса иртнӗ. Хулари Трактор тӑвакансен проспектӗнче, Гастелло урамӗнчен инҫех мар, «Chevrolet Lacetti» автомобиль «Гранта» автомашина ҫине пырса кӗнӗ.
Ют ҫӗршывра туса кӑларнӑ машинӑран виҫҫӗн сиксе тухнӑ, вӗсем пӑтӑрмах вырӑнӗнчен тапса сикнӗ. «Гранта» водителӗ вӗсене хӑваласа тытас темен. Кӗтмен ҫӗртен инкеке ҫакланнӑран тата машинӑри ҫынсем тухса тарасса кӗтменрен вӑл хӑй те аптӑраса кайнӑ курӑнать.
Пырса ҫапӑнакан машинӑран виҫҫӗн тухса тарнине асӑрхакан тупӑннӑ. Инкеке вӑл чӳречерен ӳкерсе илнӗ.
Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, Шупашкар ҫывӑхӗнчи Лапсар ялӗ тӗлӗнче, «М-7» федераци автоҫулӗ ҫинче инкек улса иртнӗ. Пӑтӑрмах ҫурҫӗр ҫитеспе пулса иртнӗ. 23 сехет те 30 минутра «Калина» автомашина йывӑр тиевлӗ «Volvo» автомобильпе ҫапӑннӑ.
Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫӑмӑл автомобиль водителӗ «Ҫул пар» паллӑна пӑхӑнман, Кӳкеҫ енне каякан пысӑк машинӑпа ҫапӑннӑ. Пысӑк машинӑна ҫӑмӑл автомобиль пассажир ларакан енчен пырса ҫапӑннӑ, унтан «Лада» тимӗр карта ҫине пырса тӑрӑннӑ. Водительпе юнашар ларса пынӑ пассажир, ҫулланнӑ хӗрарӑм, инкек вырӑнӗнчех вилсе кайнӑ. Салонта водитель хыҫӗнчи ларкӑч ҫинчи ҫамрӑк хӗрарӑм айккинчи кантӑкран тухса ӳкнӗ. Унӑн пурнӑҫне ҫӑлса хӑварас тесе тухтӑрсем тем пекех тӑрӑшнӑ, анчах пулӑшма май килмен. Хӗрарӑм куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ.
Инкек вӑхӑтӗнче светофорӑн сарӑ ҫути ӗҫленӗ, ҫавна май ҫамӑл машинӑн фурӑна ҫул памалла пулнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Николаев Владимир Николаевич, педагогика ӑслӑлахӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Егорова Анна Семеновна, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |