Тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫри лицейри апат пирки тавлашу сиксе тухнӑ. «Ҫак апат 50 тенкӗ тӑма пултараймасть», — ҫырса хунӑ поста вырнаҫтарнӑ автор. Сӑмахне ӗнентерме вӑл сӑнӳкерчӗк вырнаҫтарнӑ. Унта — темиҫе турамран тӑракан шаркку, пӗр касӑк помидор.
«Урӑх нимӗн те ҫитермеҫҫӗ-им: яшка, иккӗмӗш блюдо, компот?» — тӗлӗннӗ пӗри. «Капла гастритпа чирлеме те часах», — хушса хунӑ тепри.
Ирхи апат 23 тенкӗ тӑрать имӗш, кӑнтӑрлахи — 46 тенкӗ. Пӗр амӑшӗ ӗнентерме тӑрӑшнӑ тӑрӑх, Кӳкеҫ лицейӗнче пилӗкмӗш ҫул ӗнтӗ (унӑн ачи шӑпах ҫавӑн чул унта вӗренет-мӗн) начар апатлантараҫҫӗ. Кӑмӑлсӑрлансан та усси ҫук тесшӗн вӑл. Ҫав вӑхӑтрах теприсем ачасем сиенлӗ тӗрлӗ апата (васкавлӑ пӗҫерекен макарона, газлӑ пылак шыва...) хӑнӑхса лартнипе тиркесшӗн тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Шкул администрацийӗ тавлашӑва хутшӑнман — унта унӑн официаллӑ хуравӗ ҫук.
РФ Вӗренӳ министерстви шкулти паллӑсен ыйтӑвне ҫӗкленӗ. Паллӑсен системине улӑштарасси пирки вӗренӳ сообществипе пӗрре мар канашланӑ, ҫавӑнпа Раҫҫейри вӗренӗве аталантаракан Общество палати ку тӗлӗшпе ҫынсен шухӑшне пӗлме шут тытнӑ.
Хальлӗхе пуҫламӑш тата вӑтам шкулсенче паллӑсене пӑрахӑҫлама сӗнеҫҫӗ. 10-11-мӗш классем пирки калаҫу пулман.
Авӑнӑн 10-мӗшӗнче Общество палатин сайтӗнче ыйтӑм пуҫарнӑ. Ку ыйтӑва РФ вӗренӳ министрӗ Ольга Васильева Пӗтӗм Раҫҫейри ашшӗ-амӑшӗн пухӑвӗнче ҫӗкленӗ. Ыйтӑма авӑнӑн 25-мӗшӗччен ирттерӗҫ. Раҫҫей Общество палатин сайтне кӗрсе эсир те сасӑлама пултаратӑр.
Пилӗк баллӑ шкалана пӑрахӑҫлас ыйтӑва педагогсемпе ашшӗ-амӑшӗ чылай ҫул сӳтсе яваҫҫӗ. Анчах вӗренӳ тытӑмӗнче ӗҫлекенсем ҫакна хирӗҫ, хальлӗхе шкул кун валли хатӗр мар-мӗн.
Шупашкарти 2-мӗш шкула Совет Союзӗн Геройӗн Виталий Уроковӑн ятне панӑ. Распоряжение Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков алӑ пуснӑ.
Виталий Уроковӑн ячӗпе Шупашкарти, Ҫӗмӗрлери, Шӑмӑршӑри урамсем хисепленеҫҫӗ. 1967 ҫулта Шӑмӑршӑра палӑк-бюст уҫнӑ, 2005 ҫулта Ҫӗмӗрлере Ача-пӑча пултарулӑх ҫурчӗ ҫинче асӑну хӑми ҫакнӑ.
Виталий Уруков Чӗмпӗр кӗпернинче 1919 ҫулта ҫуралнӑ. Вӑл Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ. 1945 ҫулхи кӑрлачӑн 29-мӗшӗнче Виталий Иванович пуҫ хунӑ. Ӑна ҫав ҫулах ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Совет Союзӗн Геройӗн ятне пама йышӑннӑ.
Шупашкарти 651-мӗш шкулта, ыттисемпе танлаштарсан, чи нумай ача ӑс пухать: 1750 вӗренекен. Пӗлӳ ҫуртне вара проектпа килӗшӳллӗн 825 ача валли хӑпартнӑ.
Икӗ сменӑпа вӗренмелле ан пултӑр тесе Социализм урамӗнчи 17-мӗш «а» ҫурта, унччен каҫхи шкул пулнӑ здание, ҫак пӗлӳ ҫуртне пама йышӑннӑ. Ӑна малтан юсаса ҫӗнетмелле. Ҫак тӗллевпе аукцион ирттереҫҫӗ. Килӗшӗвӗн малтанхи хакӗ – 88 015 820 тенкӗ.
Здание 1963 ҫулта хӑпартнӑ. Унта тумалли ӗҫ пайтах: корпуса юсамалла, чӳречесене, урая, алӑксене улӑштармалла, стенасемпе маччана сӑрламалла… Ӗҫе 2019 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗччен вӗҫлемелле.
Улатӑрти районсем хушшинчи прокуратура суя диплом сутакансене тупса палӑртнӑ. Тата тӗрӗсерех каласан, ҫавӑн пирки тӗнче тетелӗнче хыпарлакансене.
Вӗренни ҫинчен калакан хута сутса илме юраманнине шута илсе надзор органӗ Шупашкарти Ленин район судне тухнӑ. Тавӑҫра вӑл диплом сутакан сайтӑн страницин ӗҫне чарса лартма ыйтнӑ.
Халӗ суд ларӑвӗ иртнӗ. Унтисем те суя диплом сутаканснее ырламан, диплом сутассине хыпарлакан страницӑна хупмалла тесе йышӑннӑ.
Суд йышӑнӑвӗ хальлӗхӗ саккунлӑ вӑя кӗреймен-ха. Ун валли 10 кун кирлӗ. Ҫав вӑхӑтра тепӗр енӗ аппеляци ҫӑхавӗ шӑрҫаламасан суд йышӑнӑвӗ вӑя кӗрет.
Тӳре йышӑнӑвӗ вӑя кӗрсен прокуратура Роскомнадзора ҫитме палӑртать. Унта вӑл хайхи диплом сутакан сайтри страницӑна хупма ыйтӗ.
Авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Шупашкарта Раҫҫей студенчӗсен парачӗ иртӗ. Пӗрремӗш курса вӗренме кӗнӗ ҫамрӑксене студентсен ретне йышӑнӗҫ.
Парад Республика тӳремӗнче 13 сехет ҫурӑра старт илӗ. Студентсен колоннисем утсан официаллӑ пай пуҫланӗ. Ҫамрӑксем тупа туса студентсен ретне тӑрӗҫ. Мероприяти концертпа вӗҫленӗ. Унта студентсем юрлӗҫ, ташлӗҫ.
Сӑмах май, студентсен пӗрремӗш парачӗ Мускавра 2002 ҫулта иртнӗ. Ҫӗршывӑн тӗп хулинче вӑл 13 ҫул иртнӗ, ҫулсерен унта 45 пин ытла студент пухӑннӑ. 2017 ҫулта И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧПУ пуҫарӑвӗпе Чӑваш Ен те парада хутшӑнма пуҫланӑ.
Чӑваш Енри тӳре-шарана вырӑсла вӗрентме шухӑш тытнӑ. Ҫакӑн валли хыснаран укҫа уйӑрӗҫ. Нумаях мар-ха. 48,4 пин тенкӗ. Патшалӑх служащийӗсене хушма пӗлӳ парас кӑмӑллисене суйламашкӑн конкурс ирттерме йышӑннӑ.
«Современный русский язык» (чӑв. Хальхи вӑхӑтри вырӑс чӗлхи) программӑпа вӗрентекене палӑртмалли уҫӑ конкурс пирки патшалӑх закупкисен сайтӗнче пӗлтернӗ. Ӑна Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Администрацийӗ йӗркеленӗ. Тӳре-шарана вырӑсла вӗрентес кӑмӑллисен заявкисене авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пӑхса тухӗҫ.
Чӗлхе пӗлӗвӗн шайне ҫӑпла майпа ҫывӑх вӑхӑтра 20 ҫын аталантарайӗ. Курса уҫӑмлӑ майпа йӗркелӗҫ. Вӑл кӑҫалхи раштав уйӑхӗн 20-мӗшӗччен иртмелле. Чӗлхе пӗлӗвне тӳре-шара 18 сехет хушши ӑша хывӗ.
Шупашкарта вырнаҫнӑ, авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӑлнӑ Чӑваш кадет корпусне вӗренме кӗнисен малтанхи кунӗсем ют хуласенчи сборсенчен пуҫланчӗҫ.
8-11-мӗш классенчи ачасем ӗнер Пермьри кадет корпусне тухса кайрӗҫ. Паян вара 5-7-мӗш классенчисем Крыма самолетпа ирхи 5 сехетре вӗҫсе кайнӑ. Шупашкарти аэропорта ачасенчен хӑшӗсем ирхи 2 сехет валлиех ҫитсе тӑнӑ. Регистраци вӑхӑчӗ 2-рен 4-ччен пынӑ. Ҫавӑнпа ачасемпе вӗсене ӑсатакансен аэропорта ҫавӑн пек васкама тивнӗ.
Валентина Федорова журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, самолет кӗтекен 199 ачаран пӗрисем сак ҫинче ҫывӑх ҫынни ҫине пуҫ хурса тӗлӗрнӗ, теприсем лагере кайма ятарласа вӗреннӗ девиза ҫине-ҫине кӑшкӑрнӑ, виҫҫӗмӗшсем кофе ӗҫнӗ.
Авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Федерацин Атӑлҫи округӗнчи Чӑваш кадет корпусне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫрӗҫ. Линейка урамра иртнӗ. Ҫанталӑк ҫакна сиснӗ тейӗн — кас-кас килсе йӗпетекен ҫумӑр вунӑ сехет тӗлне иртнӗ.
Савӑнӑҫлӑ мероприятие ҫутатма ҫитнӗ хӑш-пӗр журналистӑн ҫав кунхине кӑмӑлсӑрланмалли тупӑннӑ. Хӗрлӗ хӑйӑва каснӑ хыҫҫӑн пысӑк хӑнасене Кадет корпусӗпе паллаштарса ҫӳренӗ. Журналистсене унта тӳре-шарапа пӗрле кӗме тата шалта ӳкерме чарнӑ. Юраманнисен списокне «На-связи» (чӑв. Ҫыхӑнура) портал, «REGNUM» информаци агентстви, «Правды ПФО» интернет-хаҫат, «Чебоксарские новости», «Грани» хаҫатсем тата Шупашкар хулин Депутатсен пухӑвӗн пресс-служби лекнӗ. Юлашкинчен каланисене Кадет скверне ӳкерме пултаратӑр, хула ӑна кӑна тунӑ тенӗ-мӗн.
Чӑваш Енӗн цифра аталанӑвӗн, информаци аталанӑвӗн тата массӑллӑ коммуникацисен министрӗ Михаил Анисимов шала федераци каналӗсене тата Чӑваш Енӗн наци телекуравне ҫеҫ кӗртме йышӑннине пӗлтернӗ. Журналистсем валли министр хӑй экскурси йӗркеленӗ.
Раҫҫейӗн вӗренӳ министрӗ Ольга Васильева Чӑваш Енри ӑслӑ ачана ырланӑ.
Ҫӗршыв шайӗнчи пысӑк тӳре-шара авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче «ТВ Центр» телеканалпа эфира тухакан «Право знать» телекӑларӑмра вӗренӳпе ҫыхӑннӑ ыйтусене хуравланӑ.
«Вӑтам пӗлӗве Мускавра ҫеҫ ҫӳллӗ шайра илме май пур-и?» ыйтӑва хуравланӑ май вӑл: «Мегаполис теме май ҫук центрсемех тӗнче шайӗнчи олимпиадӑсем валли чи лайӑх ачасене хатӗрлеҫҫӗ», — тенӗ. Сӑмахне ҫирӗплетме ҫапла регионсене асӑннӑ: «Вятка, Киров, Пермь, Екатеринбург, Чӑваш Ен». Унсӑр пуҫне вӑл «Шкулта астрономи ҫук пулин те Чӑваш Енри ача астрономи енепе пӗтӗм тӗнчери олимпиадӑра ҫӗнтернӗ», — тесе палӑртнӑ.
Кӑларӑмра учебниксен шутне, шалу шайне тата ытти ыйтӑва сӳтсе явнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| «Колхозник ҫулӗ» (халӗ «Тӑван Ен») хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
| Ефимова Серафима Мироновна, Чӑваш Радиовӗн пӗрремӗш дикторӗсен пӗри вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |