Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, 11-мӗш класран вӗренсе тухакансем вырӑс чӗлхипе экзамен тытнӑ. ЧР Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл йӗркеллех иртнӗ, ҫапах йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсем пулнӑ.
Икӗ ҫынна – шпаргалкӑпа усӑ курнӑшӑн, тепӗр иккӗшне аудиторие телефонпа кӗнӗшӗн кӑларса янӑ. Вӗсене кӑтартӑвӗсене пӑрахӑҫланӑ, ҫавӑнпа экзамена тепӗр ҫултан ҫеҫ тытайӗҫ.
Палӑртса хӑвармалла: кӑҫал Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗсенчен пӗтӗмпе 10 ҫынна кӑларса янӑ. Литература экзаменӗнче – 1, математикӑра – 5, вырӑс чӗлхинче 4 ҫын йӗркене пӑхӑнман.
Аудиторие кӗриччен пурне те металлодетекторпа тӗрӗслеҫҫӗ. Эппин, хӑшӗ-пӗри телефон епле йӑтса кӗрет-ха? Халӗ пластикран туса кӑларнӑ смартфонсем сутаҫҫӗ, вӗсене детектор тупаймасть. Анчах аудиторире видеосӑнав пур, унта вара телефонпа усӑ курни лайӑх курӑнать.