Юпа уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче республикӑри писательсен тата журналистсен союзӗсене йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалласа конференци иртӗ.
Мероприятие библиотекӑн акт залне (вӑл 4-мӗш хутра вырнаҫнӑ) йыхравлаҫҫӗ. Конференци 10 сехетре пуҫланӗ.
Юпа уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Чӑваш Республикин ача-пӑчапа ҫамрӑксен библиотекинче Зинаида Иванован «Пчёлка. Пыл хурчӗ» кӗнекин хӑтлавӗ иртнӗ.
Чӑваш кӗнеке издательствин ӗҫченӗ Ольга Иванова пӗлтернӗ тӑрӑх, хайлав пуххине вырӑсла тата чӑвашла кӗҫӗн ҫулсенчи ачасем валли хатӗрленӗ. Кӑларӑма икӗ юмах – «Пыл хурчӗ» тата «Икӗ улмуҫҫи» – кӗнӗ. Вӗсене чӑвашла Ольга Иванова куҫарнӑ.
Зинаида Ивановна чылай вӑхӑт Чӑваш Республикин ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗнче вӑй хунӑ.
Хӑтлава Зинаида Ивановӑн мӑшӑрӗ те – Геннадий Иванов-Орков паллӑ искусствовед, Чӑваш Республикин патшалӑх премийӗн лауреачӗ хутшӑннӑ.
Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Галина Антонован «Ҫил ҫинчи турат» кӗнеке хӑтлавне ирттерӗҫ. Кун пирки ҫыравҫӑ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ. Хӑтлав 16 сехетре пуҫланӗ. «Пурне те хапӑл туса кӗтетӗп», — тесе ҫырнӑ автор.
Аса илтерер: Галина Алексеевна Вӑрнар районӗнчи Витӗртухан Ялтӑра (Аҫӑм-Ҫырми) ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Республикӑри хаҫатсенче чылай ҫул ӗҫленӗ, 2006 ҫултанпа Чӑваш кӗнеке издательствинче вӑй хурать. Маларах унӑн «Хамӑркка», «Чӑваш», «Его звали Чуваш», «Курак тӑманӗ», «Мӑшӑр ҫунат», «Хутлӑ-хутлӑ хут кермен. Волшебный дворец», «Ҫураҫми кӳршӗсем. Недружные соседи» кӗнекисем пичетленсе тухнӑ.
Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «Геннадий Воробьев – феномен 1930-х годов» (чӑв. Геннадий Воробьёв — 1930-мӗш ҫулсенчи феномен) лекци ирттернӗ.
Лектор пулса паллӑ ученӑй-музыковед, искусствоведени докторӗ, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен ӑслӑлӑх ӗҫченӗ, профессор, Чӑваш Енӗн тата Раҫҫейӗн искусствӑсен ӳнерӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Раҫҫейри композиторсен союзӗн членӗ Михаил Кондратьев тухса калаҫнӑ.
Геннадий Воробьев (1918-1939) — чӑваш музыканчӗ тата композиторӗ, ҫӗнӗ ӑрури пултаруллӑ композиторсенчен пӗри. Вӑл 1918 ҫулта Шупашкарта ҫуралнӑ. Унӑн ашшӗ — Василий Воробьев композитор тата хор дирижёрӗ.
Юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «Литературная газета» (чӑв. Литературная газета) хаҫатӑн ӗҫченӗсем килсе ҫитнӗ.
Йышра политика пайӗн редакторӗ Олег Пухнавцев; хаҫатӑн ятарлӑ проекчӗсен ертӳҫи, вырӑс литературин обществин председателӗ Александр Чистяков; пирӗн ентешӗмӗр, Канашра ҫуралнӑ Сергей Ефимов пулнӑ.
Хӑнасем «ГИПЕРТЕКСТ» литература премийӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Унӑн приз фончӗ — 5 миллион тенкӗ.
Кайран Сергей Ефимов поэтпа, офицерпа, «Литература хаҫачӗн» преми лауреачӗпе тӗлпулу иртнӗ.
Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнче «Театр – мой мир. Театр – манӑн тӗнче. Художник Станислав Кошкин» кӗнеке-альбома хӑтланӑ. Кӑларӑма Н. М. Кириллова пухса хатӗрленӗ. Ҫав кунах унта Станислав Кошкинӑн «Театр – мой мир» (чӑв. Театр — манӑн тӗнче) куравӗ уҫӑлнӑ.
Станислав Константинович — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ, Раҫҫейри художниксен союзӗн пайташӗ. Авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче художник 75 ҫул тултарнӑ.
Станислав Кошкин Вӑрнар районӗнчи (халӗ — муниципаллӑ округ) Вӑрман Кипек ялӗнче ҫуралнӑ. Хальхи вӑхӑтра вӑл Питӗр хулинче пурӑнать. Шупашкарти ӳнер училищинче тата Ленинградри патшалӑхӑн театр, музыка тата кинематографи институтӗнчен вӗренсе тухнӑ. Ленинградри ҫамрӑксен театрӗнче художник-постановщикра тата ытти хулара ӗҫленӗ.
Ӗнер, юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче ватӑ ҫынсем Финанс чемпионатне пухӑннӑ. Ун пек ӑмӑртӑва кӑҫал иккӗмӗш хут йӗркеленӗ. Финанс пӗлӗвне пӗлнине тест ыйтӑвӗсене хуравласа кӑтартса пама тивнӗ.
Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центра ҫӳрекенсенчен унта тӑватӑ ватӑ хутшӑннӑ. Ҫавсенчен пӗри, Надежда Быченкова, финанс ӑмӑртӑвӗнче пӗлтӗр те пулнӑ. Тава тивӗҫлӗ канури хӗрарӑм кӑҫал пӗрремӗш вырӑна тухнӑ. Юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче вӑл Финанс чемпионачӗн федераци тапхӑрне хутшӑнӗ.
Авӑн уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, 16 сехетре, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «Чувашия: вехи истории и современность» кӗнеке-альбомӑн хӑтлавӗ иртӗ. Кӑларӑма хаклама патшалӑх тата общество ӗҫченӗсем, учёнӑйсем, педагогсем, культурӑпа ӳнер ӗҫченӗсем, краеведсем хутшӑнӗҫ.
Кӗнеке-альбом тӑван тӑрӑхӑмӑрӑн пуян культурипе, хӑйне евӗр ҫутҫанталӑкӗпе, нумай ӗмӗрлӗ историйӗпе, паллӑ ҫыннисемпе паллаштарать. Кӗнекен тӗп пайне ХХ ӗмӗрти пулӑмсене халалланӑ.
Кӑларӑма хальхи вӑхӑтри паллӑ учёнӑй-историксем: Евгений Касимов, Сергей Кодыбайкин, Фёдор Козлов — хатӗрленӗ.
Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 12-мӗшенче, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Улькка Эльменӗн «Пурнӑҫ сулӑнка лексен...» романӗн хӑтлавӗ иртнӗ.
Кӑларӑм Чӑваш кӗнеке издательствинче пичетленнӗ. Ӑна пахалама прозаиксемпе поэтсем, литературоведсемпе критиксем, журналистсемпе вулавӑш ӗҫченӗсем йышлӑн пуҫтарӑннӑ.
Людмила Сачкова прозаик шухӑшланӑ тӑрӑх, «сюжет аталанӑвӗ, конфликт – йӑлт вырӑнлӑ. Сӑнарсен портречӗсем тулли, характерсене кӑтартса пама пултарнӑ». Юрий Артемьев критик, литературовед «романри характерсем пулса ҫитнӗ. Ку авторӑн пӗрремӗш кӗнеки марри сисӗнет»,— тесе палӑртса хӑварнӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Чулхулара сӑвӑҫсен тӗлпулӑвӗ иртнӗ.
«Поэтический «Дружный Нижний» (чӑв. Поэзилле туслӑ Чулхула) ят панӑ мероприяти хулари Ленин ячӗллӗ вулавӑшӑн шурӑ залӗнче (ун пекки те пур иккен) иртнӗ.
Чӑваш поэзийӗпе тата хӑй ҫырнӑ сӑвӑсемпе Екатерина Макаренко паллаштарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |