
Шупашкарта пурӑнакан 89 ҫулти Валерия Захарова паян та вулавӑша ҫӳрет.
Вӑл хулари К.В. Иванов ячӗллӗ библиотекӑна кайма юратать. Ватӑ ҫын унта паян пӗччен каймасть-ха, ӑна хӑйне пӑхса пулӑшакан Татьяна Шихранова социаллӑ ӗҫчен пулӑшать.
Социаллӑ ӗҫчен ватӑ ҫын пирки каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, кинемей ӗмӗрӗпех вулама юратнӑ. Библиотекӑра иртекен мероприятисенче вӑл кӗнекесене хаклать, хаваспах сӳтсе явать.

Юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Шупашкарти Константин Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче Алексей Афанасьев ҫыравҫӑ /1925–1985/ ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ литературӑпа музыка уявӗ иртнӗ.
Вулавӑшӑн халӑх тетелӗнчи пабликӗнче хыпарланӑ тӑрӑх, ҫыравҫӑ Тутарстанри Потап-Тӑмпӑрлӑ чӑваш ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Вырӑсла, удмуртла, тутарла лайӑх пӗлнӗ, ҫамрӑк чухне шкул ачисене удмурт чӗлхине вӗрентнӗ.
Мероприятие Литература музейӗн наука ӗҫченӗ Галина Еливанова ертсе пынӑ. Вӑлах пухӑннисене ҫыравҫӑн пурнӑҫӗпе тата пултарулӑхӗпе кӗскен паллаштарнӑ.
Мероприятие писательсемпе журналистсем, юрӑҫсем, Алексей Андрияновичӑн тӑванӗсем пуҫтарӑннӑ. Ҫыравҫӑн хӗрӗ Лира Белякова ашшӗне ӑшӑ сӑмахсемпе аса илнӗ.

Юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӗшӗнче Станислав Юхтар художникпа тӗлпулу иртӗ.
Вӑл — Чӑваш Республикин халӑх художникӗ, Нестӗр Янкас премийӗн лауреачӗ, Ҫеҫпӗл Мишши премийӗн лауреачӗ. Тӗлпулӑва художникӑн 65 ҫулхине халалланӑ.
Станислав Михайлов (Юхтар) 1960 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнчи Вӑрӑмҫут ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн 40 ҫула яхӑн рисовани, ӗҫ, черчени учителӗнче тӗрлӗ ҫӗрте ӗҫленӗ, темиҫе шкулта директор пулса тимленӗ.
Станислав Николаевич — этнофутурист. Вӑл истори, культура темине, чӑваш мифологине юратать. Кӗнеке графикипе геральдика хайлавӗсен авторӗ.

Юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, 15 сехетре, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «Чувашский тезаурус. Рождение легенды» (чӑв. Чӑваш тезарусӗ. Легенда ҫурални) курав уҫӑлӗ. Ӑна чӑваш чӗлхе пӗлӗвне пуҫарса янӑ Николай Ашмарин ҫуралнӑранпа 155 ҫул ҫитнине халаллӗҫ.
Николай Ашмарин — тӗнчипе паллӑ ученӑй, 17 томлӑ чӑваш словарӗн авторӗ, тюркологи докторӗ, СССР Наукӑсен академийӗн член-корреспонденчӗ.

Чӑваш наци вулавӑшӗ буфет уҫас кӑмӑллине пӗлтерет.
Культура учрежденийӗ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн пабликӗнче хыпарланӑ тӑрӑх, пӗчӗк те хӑтлӑ кафе уҫасшӑн. Ун валли арендатор шыраҫҫӗ.
Кафе 17 тӑваткал метр лаптӑк йышӑнӗ.
Тӗплӗнрех ыйтса пӗлес тесен +7(8352) 23-02-17 (хушма номер 107) телефонпа шӑнкравлама сӗнеҫҫӗ.

Кӑҫал паллӑ тюрколог, 17 томлӑ чӑваш чӗлхи словарне пухса хатӗрленӗ, СССР Наука академийӗн член-корреспонденчӗ Николай Ашмарин ҫуралнӑранпа 155 ҫул ҫитет. Ҫавна май Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗ «Корифей чувашской филологии» онлайн-ивкторина ирттерет.
Николай Ашмарин чӑваш халӑхӗн культурипе вӗрентӗвне нумай тӳпе хывнӑ. Мускаври тухӑҫ чӗлхесен институтӗнче вӗреннӗ. Вӑл чӑваш чӗлхине нумай тӗпченӗ, унтан вӑл 17 томлӑ чӑваш чӗлхи словарьне пухса хатӗрленӗ. Вӑл кӑларӑм чӗлхе пӗлӗвӗнче питех те пӗлтерӗшлӗ.

Паян Чӑваш Енӗн наци вулавӑшӗнче Алексей Кулешовпа тӗлпулу иртӗ.
33-ри ҫамрӑк арҫын Кӑнтӑр Африкӑра пулса курни ҫинчен каласа кӑтартӗ. Тӗрӗссипе, вӑл 119 ҫӗршывра пулнӑ, Раҫҫейӗн кашни регионне тенӗ пек ҫитсе курнӑ. Алексей пилӗк континентра пурӑннӑ, Япӑх пӳртсенче чухӑнсем хӗсӗнсе пурӑнакан вырӑнсенче тата керменсенче пурӑнса пӑхнӑ. Ҫамрӑк арҫыннӑн чи юратнӑ регионӗсенчен пӗри — Кӑнтӑр Африка. Ҫавӑнпа вӑл унта пӗрмай каять.

Паян Чӑваш Енӗн наци вулавӑшӗнче Алексей Кулешовпа тӗлпулу иртӗ.
33-ри ҫамрӑк арҫын Кӑнтӑр Африкӑра пулса курни ҫинчен каласа кӑтартӗ. Тӗрӗссипе, вӑл 119 ҫӗршывра пулнӑ, Раҫҫейӗн кашни регионне тенӗ пек ҫитсе курнӑ. Алексей пилӗк континентра пурӑннӑ, Япӑх пӳртсенче чухӑнсем хӗсӗнсе пурӑнакан вырӑнсенче тата керменсенче пурӑнса пӑхнӑ. Ҫамрӑк арҫыннӑн чи юратнӑ регионӗсенчен пӗри — Кӑнтӑр Африка. Ҫавӑнпа вӑл унта пӗрмай каять.

Нумаях пулмасть Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнчи «Варкӑш» литература клубӗнче Николай Мордяков (Мӑрчак Кули) сӑвӑҫӑн «Юр ҫийӗн кӑвар» кӗнекине пахаланӑ. Кун пирки Марина Карягина журналист, поэт халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
«Тавралӑха тӗлӗнекен ача куҫӗпе пӑхма манман ӳнерҫӗн, сӑвӑҫӑн шухӑшлавӗпе тӗнчекурӑмӗ хӑйне евӗрлӗ, ҫавӑнпах ӗнтӗ унӑн йӗркисенче — кӗтмен танлаштару, илемлӗ сӑнарлӑх, тарӑн шухӑш...», — ӑшшӑн паллаштарнӑ виҫӗ йӗркерен тӑракан сӑвӑсен автор пултарулӑхӗпе Марина Карягина.

Пирӗн республикӑра купсасен пурнӑҫӗпе паллаштаракан кӗнеке пичетленсе тухнӑ. Вӑл «История купечества Чувашии» ятлӑ.
Юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, 14 сехетре, ҫав кӑларӑма Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче хӑтлама пуҫтарӑнӗҫ. Унта ӑслӑлӑх, вӗрентӳ, культура тата ӳнер ӗҫченӗсем пырса ҫитмелле.
Чӑваш Енри купсасен паллӑ династийӗсен йышӗнче Астраханцевсем, Ефремовсем, Волчковсем, Забродинсем, Таланцевсем тата ыттисем пур. Вӗсем культурӑпа экономика аталанӑвне нумай тӳпе хывнӑ. Апла пулин те купсасен историне хальччен тарӑннӑн та тӗплӗн тӗпчемен иккен.
