Пушкӑртстанри Стерлӗ (Стерлитамак) хулинче яллӑ вырӑнсенче вырнаҫнӑ вӗренӳ учрежденийӗсем хушшинче футболла выляссипе Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑрту иртет. Унта 13–15 ҫулсенчи ҫамрӑксем вӑй виҫеҫҫӗ.
Пушкӑртстанри, Тутартсанри, Дагестанри, Ҫурҫӗр Осетинчи, Мӑкшӑри, Ӗремпур, Курган, Ярославль, Чулхула, Челепи облаҫӗсенчи ушкӑнсемпе пӗрлех чӑваш яшӗсем те тупӑшӗҫ. Кун пирки республикӑн Ял хуҫалӑх министерстви Пушкӑртстанри Ял хуҫалӑх министерстви хыпарлани тӑрӑх пӗлтерет. Хӑш шкулти ачасем хутшӑнни пирки, шел те, асӑнман...
Авӑнӑн 2-мӗшӗнчен те пирӗн телевидени ҫӗнӗ передачӑпа пуянланать. Чӑваш чӗлхипе кӑларма тӑкаклӑрах е наци чӗлхине пӗлекен шӑпӑрлансем ҫукпа пӗрех тесе шутланине кура пулмалла, ҫӗнӗ передача вырӑсла пулӗ. «Акилбупсер» ҫӗнӗ передача 20:30 сехетсенче эфира тухма тытӑнӗ. «Кун пек ята ӑҫтан шутласа кӑларма пултарнӑ?» текенсем вара хуравне передача ятне хыҫалтан малалла вуласан пӗлме пултарӗҫ.
Ҫак программӑран республика шӑпӑрланӗсем шкулти хыпарсене пӗлсе тӑма, пултаруллӑ тантӑшсемпе паллашма тата хӑй вӗренекен класӗ е кружок ҫинчен каласа пама пултарӗҫ.
Программа ертӳҫи «Куча мала!» тата «Бухты-барахты» ача-пӑча передачисен авторӗ — Мария Шоклева. Ҫитес кӑларӑмсенче ҫамрӑк корреспондентсем «класа ҫӗнӗ вӗренекен пек кӗни еплерех вӑл?» ыйтӑвӑн хуравне хӑйсен тӗслӗхепе кӑтартӗҫ. Унсӑр пуҫне ачасенчен вак-тӗвек ҫиневӗсем мӗн чухлӗ тӑкакланине тӗпчесе пӗлӗҫ, чӑн-чӑн министртан тата республикӑри ытти паллӑ ҫынсенчен интервью илӗҫ.
Хыпарсемпе паллаштарма е сюжет темине сӗнме кӑмӑл тӑвакансем ҫак телефон номерӗпе 64-11-11 шӑнкӑравлама пултараҫҫӗ. Сӗнӳсене йышӑнаҫҫӗ пулсан, манӑн хамӑн та телевиденийӗ шӑнкӑравлас кӑмӑл пур.
Шӑпӑрлансем вӑхӑтсӑр пурнӑҫран уйрӑлни обществӑна синкер сӑн ҫапать. Ҫакна республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Алла Самойлова 15-мӗшӗнче иртнӗ Координаци канашлӑвӗн ларӑвӗнче те ҫирӗплетнӗ.
Ача-пӑча вилесси пӗрремӗшӗнчен тулаш факторсемпе ҫыхӑннӑ. 1-4 ҫулсенче вилекен ачасен ҫур пайӗ ҫул-йӗр инкекӗнче пурнӑҫран уйрӑлса каяҫҫӗ. Хӑш чухне ашшӗ-амӑшӗсем хӑйсен тепренчӗкӗсене ятарлӑ ача-пӑча кресли ҫине лартмасӑр турттараҫҫӗ, ку та ача вилессинче пысӑк витӗм кӳрет. 5–9 ҫулсенчи ачасем нумай чухне шывра путса вилеҫҫӗ. 10–14 ҫулсенче вилекенсен пилӗкмӗш пайӗ тӗрлӗ наркамӑшлӑ им-ҫамсем ҫисе, вуннӑмӗш пайӗ — пӳклӗ майпа пурнӑҫран уйрӑлаҫҫӗ.
Ҫулталӑк тултарнӑ пепкесем час-часах амӑшпе-ашшӗсен явапсӑрлӑхне пула вилеҫҫӗ. Пӗр ҫемьере ҫывӑракан шӑпӑрлан ҫине хӑпарса выртса сывлайми тунӑ, тепринче — ӗҫкӗ вӑхӑтӗнче ачана виҫине пӗлмесӗр ҫитерсе лартнӑ тата ытти сӑлтавсене пула. Кун пек инкексем час-часах ӑнӑҫлӑ мар ҫемьесенче пулса иртеҫҫӗ.
Ларура вара ӑнӑҫлӑ мар ҫемьесем хыҫҫӑн тимлӗ сӑнаса тӑма хушнӑ, унсӑр пуҫне шкулсем ҫывӑхӗнче ҫуран утакансен каҫмалли ятарлӑ переходра видеокамерӑсем вырнаҫтарас ыйтӑва пӑхса тухнӑ.
Те пурнӑҫ самани улшӑнса пынӑ майӑн хӗрарӑмсем хӑйсен ятне варалама тытӑнчӗҫ. Кашни кун тенӗ пек массӑллӑ информаци хатӗрӗсем пире амӑшсен явапсӑрлӑхӗ ҫинчен пӗлтереҫҫӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарта пулса иртнӗ пулӑм вара тепӗр хут хӗрарӑмсем хӑйсен ӑшри амӑш инстинктне ҫухатма тытӑннине ҫирӗплетсе парать.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 30 ҫулхи хӗрарӑма «асӑрхануллӑ пулмасӑр хӑйӗн икӗ уйӑхри ачине вӗлернӗ» статьяпа айӑплаҫҫӗ. Паяна вӑл суд йышӑнӑвне кӗтет.
Йӗрлев тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх ҫамрӑк амӑш пепкене ҫуратнӑ хыҫҫӑн та хаяр шӗвӗксене ӗҫес йӑлана пӑрахӑҫламан. Чӑваш Ен йӗрлев комитетӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх пӗр кунхине хайхи хӗрарӑм «хӗренкеленнӗ» хыҫҫӑн хӑйӗн пепкене кӑкӑр пама шутланӑ, хӑй вара ачине ҫитернӗ чухнех ҫывӑрса кайнӑ пулнӑ. Унтан хӑй сисмесӗрех ачи ҫине хӑпарса выртнӑ пулать, лешӗ сывлайми пулса ларнӑ. Ҫапла вара пӗчӗк тӗпренчӗкӗн пурнӑҫӗ татӑлнӑ та.
Суд-хими экспертизи пӗтӗмлетӗвӗ инкек пулнӑ вӑхӑтра хӗрарӑм ӳсӗр пулнине ҫирӗплетсе панӑ. Амӑш айӑпне пула вилнӗ икӗ уйӑхри хӗрачан юнӗнче те этил спиртне асӑрханӑ пулнӑ.
Чӑваш Енре нумай ачаллӑ ҫемьесен йышӗ ӳссе пырать. Кун пирки республикӑн Правительство ларӑвӗнче сывлӑх сыхлав министрӗн ҫумӗ Татьяна Богданова пӗлтернӗ.
Кӑҫалхи ҫичӗ уйӑхра, акӑ, иккӗмӗш ача ҫуратакансен йышӗ пӗлтӗрхи кӑрлач–утӑ уйӑхӗсенчинчен 2 процент хутшӑннӑ, виҫҫӗмӗш тата ун хыҫҫӑнхи ачасене ҫуратасси унтан та ытларах хутшӑннӑ — ку енпе ӳсӗм 6 процентпа танлашнӑ. Ҫак уйӑхӑн пуҫламӑшӗ тӗлне пирӗн республикӑра нумай ачаллисем 8 878 ҫемье шутланаҫҫӗ, вӗсенче 28 пин те 916 ача ӳсет.
Сиссе те юлаймарӑмӑр ҫуллахи вӑхӑтӑн икӗ уйӑхӗ шӑхӑрса та иртсе кайрӗ. Шкул ачисемпе студентсем ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ ҫывхарнипе туйма та пуҫларӗҫ пулӗ. Вӗсемсӗр пуҫне ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне шкул ҫулне ҫитмен шӑпӑрлансем те хатӗрленме тытӑннӑ.
Ҫитес кунсенче канашсемшӗн савӑнӑҫлӑ пулӑм пулса иртмелле. Машин тӑвакан урамӗнчи 24-мӗш ҫуртра ҫӗнӗ ача пахчи хӑйӗн алӑкне уҫать. Шкул ҫулне ҫитмен шӑпӑрлансем ҫӗнӗ учрежденире хӑйсене юмахри пек туйма пултарччӗр тесе ача пахчинче мӗн кӑна туса ирттермен-ши. Хӑтлӑ ҫутӑ пӳлӗмсем, спорт, юрӑ-кӗвӗ залӗ, бассейн, медицина блокӗ, апатланмалли блок пурри ача-пӑчасене кӑна мар, амӑшсене те савӑнтарӗ. Ача пахчи таврашӗнче 15 вылямалли тӳрем вырнаҫнӑ.
Паян ача ушкӑнӗсен пӳлӗмесенче кирлӗ сӗтел-пукансене, вылямалли хатӗрсене вырнаҫтарса ҫитереҫҫӗ. Унсӑр пуҫне ҫӗнӗ учрежденире ӗҫлекен кадрсене туллин ҫирӗплетнӗ.
Ҫурлан 1-мӗшӗнче ҫӗнӗ ача пахчи шӑпӑрлансене йышӑнма та тытӑнӗ.
Нумайӑшӗ пысӑк ҫемье ҫинчен ӗмӗтленет. Анчах та паянхи куна укҫа-тенкӗ пурнӑҫра тӗп вырӑн йышӑннӑ майӑн ҫамрӑк мӑшӑрсем ытларах пӗр е икӗ ача пуррипех ҫырлахаҫҫӗ. Ҫак лару-тӑрӑва улӑштарас тӗллевсемпе патшалӑх ҫулсерен ҫемьесене укҫа-тенкӗ енчен хавхалантрас тесе ятарлӑ ҫӗнӗлӗхсем пурнӑҫа кӗртет.
Ытларикун, утӑн 23-мӗшӗнче Раҫҫей Минтручӗ регионсемпе пуху ирттернӗ. Унта Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 7-мӗшӗнче йышӑннӑ «Виҫҫӗ е ытларах ачаллӑ ҫемьесене шӑпӑрлансем виҫӗ ҫул тултариччен кашни уйӑхра укҫа-тенкӗпе тивӗҫтерес пайӗпе Раҫҫей Федерацийӗн демографи политикине пурнӑҫа кӗртмелли тӑвӑмсем ҫинчен» 66-мӗш хушӑвне пурнӑҫламалли ҫинчен калаҫнӑ.
Чӑваш Республикинче саккун кӑрлачӑн 1-мӗшӗнченех пурнӑҫа кӗнӗ. Унта виҫҫемӗш е хыҫҫӑнхи шӑпӑрлан ҫуралнӑ (е усрава илнӗ) ҫемьесене уйӑхсерен укҫа-тенкӗпе тивӗҫтермелли ҫинчен сӑмах пырать.
— Республикӑра тупӑшсен кӑтартӑвӗ тӑрӑх ҫемьери кашни ҫын пуҫне уйӑхне 13 477 тенкӗ лекмессӗн, ҫемье ятарлӑ пособи илме пултарать. Пособи укҫа-тенкине вара ача виҫӗ ҫул тултариччен тӳллесе пырӗҫ, — палӑртаҫҫӗ Минсывлӑхӑн пресс-службинче.
«Шӑрпӑкпа выличчен, сӳнтеркӗчпе туслӑ пул» ҫак каларӑша ача-пӑчасем хушшинче сарса пукане-сӳнтеркӗч Мари Элте хӑйӗн ҫулҫӳревне вӗҫлет те Шупашкара ҫул тытать. Ҫулӑма кӑпӑк пӗрӗхтерсе сӳнтермелли хатӗр-пуканен ҫулҫӳрев тӗллевӗ сывлӑха ҫирӗплетекен ача-пӑча уйлӑхӗсем тата ача пахчи тӑрӑх ҫӳресе шӑпӑрлансене вӑйӑ урлӑ пушара хирӗҫ мӗнле майпа кӗрешмеллине вӗрентесси.
Кузьма Пожаркин ятпа ҫӳрекен пуканене Мари Элте ачасем хаваспах йышӑннӑ, уссине те туйма пултарнӑ. Ҫавӑнпа та сӳнтеркӗч-пукане Шупашкарти ача-пӑчана кӑсӑклантарма пултарни пирки никам та иккеленмест.
Ҫакӑн йышши сӑнара Киров облаҫӗнчи Раҫҫейӗн МЧС ӗҫченӗсем пуҫарса янӑ. Кӑсӑклӑ пукане ҫуллахи кунсем хушшинче Атӑлҫин пысӑк хулисене кӗрсе тухмалла.
Эрех таврашӗ этем пуҫне минретни ҫинчен тата тӗрлӗ тискер ӗҫсем тума хӗтертни ҫинчен пӗрре мар илтнӗччӗ. Анчах та нивушлӗ ҫав сийӗнлӗ шӗвӗк ҫынна тӑван тӗпренчӗкӗ ҫине аллӑ йӑттарма пултарать? Пултарать ҫав иккен, унтан та тискерлӗ ӗҫ-пуҫсем тума та хӗтӗртет. Ҫакна ав кӑҫал пулса иртнӗ пулӑм та ҫирӗплетет.
Чӑваш Енӗн аслӑ сучӗ 35 ҫулхи Эдуард Иванова шӑпӑрлана вӗлӗрме тытнӑшӑн тата асӑрхануллӑ пулманнипе ҫын сывлӑхне йывӑр хавшатнӑ статьясемпе — «айӑплӑ» — тесе йышӑннӑ.
Ӗҫӗн материалӗ тӑрӑх, кӑрлачӑн 2-мӗшӗнче ӳсӗр арҫын килте ахӑрма тытӑннӑ, вара шуйттан хӗтертнипе пулмалла алла тулли ҫур литр эрех кӗленчине тытса сасартӑк вӑл 7 уйӑхри шӑпӑрлана пуҫӗнчен ҫапнӑ. Хыҫҫӑн вара арҫын кӗленчесӗрех пӗчӗк ачана пуҫран тата ытти кӗлӗткен пайӗсенчен «чышкӑланӑ». Васкавлӑ пулӑшу урапи хӑвӑрт ҫитнипе кӑна тухтарсем тӗпренчӗк пурнӑҫне ҫӑлса хӑварнӑ. Арҫын тискӗрлӗхне пула ачан пуҫӗ хытах аманнӑ, кӗлетке ҫинче те сурансем чылай пулнӑ.
Йӗрлев ӗҫне ирттернӗ вӑхӑтра полици ӗҫченӗсем тата тепӗр кӑсӑклӑ пулӑма тӗпчесе пӗлнӗ. Пӗлтӗр, ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче иккен хайхи арҫын самай хӗренкеленӗскер хӑйӗн пӗчӗк ывӑлне ура валли упражнени тума шухӑш тытнӑ.
Кун пирки республикӑн вӗренӳ министрӗ Владимир Иванов правительство ларӑвӗнче пӗлтернӗ иккен. Ҫакна тӳре-шара темиҫе сӑлтавпа ҫыхӑнтарать. 100 ачалӑх учрежденире паян 41-ӗн пурӑнаҫҫӗ. Анчах ҫак пӗчӗк цифра пӑшӑрхантармаллискер марри паллӑ ӗнтӗ. Апла тӑк, ача ҫуртӗнче пурӑнакансен йышӗ чакни куҫ кӗрет (ҫав вӑхӑтрах куккук амӑшсен йышӗ сахалланать-ши? Кӑна, шел те, пӗлейместпӗр). Ача ҫурчӗсенче пурӑнакансен шучӗ пӗчӗкленсе пыни патшалӑх ачасене ҫемьене усрава парассипе ҫине тӑнипе те ҫыхӑннӑ. Тӑван мар тӗпренчӗке кил ӑшши паракансене укҫа-тенкӗпе те пулӑшаҫҫӗ-хавхалантараҫҫӗ. Маларах, сӑмах май, Етӗрнери ача ҫуртне хупнӑччӗ. Юрӗ, канашри патнех таврӑнам-ха. Унта паян пурӑнакан 41 ачаран 17-шӗ ҫул ҫитнипе кӑҫал ун ҫунатти айӗнчен тухса каять иккен. Тепӗр вуннӑшне усрава илес кӑмӑллисем пур. Ытти 14-шне ытти ача ҫурчӗсене яраҫҫӗ иккен.
Ача ҫуртне хупас шухӑш патне вӑл кивелнӗрен те ҫитнӗ-мӗн. Тата, эпир ӑнланнӑ тӑрӑх, унта тӑрӑшакансене хӑйсен тивӗҫне пурнӑҫласа ҫитерейменшӗн те министерство кӑмӑлсӑр-мӗн. Ара, паян унта пурӑнакан 41 ачаран ҫиччӗшӗ вӑл е ку енӗпе харсӑрланнӑшӑн ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекен инспекцире шутра тӑрать иккен.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кашкӑр Микули, чӑваш сӑвӑҫи, юрӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Константин Иванов, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Хусанта Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи вырӑс мар халӑхсен пӗрремӗш пухӑвӗ иртнӗ. | ||
| Андреев Иван Андреевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Павлова Надежда Васильевна, чӑваш балерини ҫуралнӑ. | ||
| Парамонов Тимофей Парамонович, халӑх пултарулӑхне пухакан вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |