Ҫӗр ҫинче тӗрлӗрен кӗнчеле тесе ахальтен каламан пуль ҫав. Акӑ, Чӑваш Енри 33 ҫулти хӗрарӑм юлташ хӗрарӑмӗпе эрех ӗҫнӗ, унтан хайхисем патӗнчех ҫывӑрма юлнӑ. Ҫӗрле вара хӗрӗнкӗ хӗрарӑм кил хуҫин 5 ҫулхи хӗрӗ патне ҫулӑхма тытӑннӑ пулать.
Ҫулӑхнӑ тесе айӑплаканни хӑй апла тытман тесе хирӗҫлет иккен-мӗн те, ҫапах та тӗпчевҫӗсем ҫыпӑҫнах тесе ҫирӗплетнӗ. 5 ҫулхи ача ыйхӑ тӗлӗшпе аташманах пуль тесси кӑна юлать-тӗр ӗнтӗ.
33-ри хӗрарӑм еплине кура (кунта сӑмах ун пирки калакан характеристикӑсем пирки пырать-тӗр) айӑплава чи пӗчӗк вӑхӑтран та сахалтарах палӑртмалла йышӑнни пирки пӗлтерет республика прокуратури. Хӗрарӑма пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 3 ҫуллӑха ямалла тунӑ, ирӗклӗхе 1 ҫуллӑха хӗсме йышӑннӑ. Айӑплав хальлӗхе вӑя кӗмен-ха. Вӑл суд йышӑнӑвӗ пирки аппеляци ҫӑхавӗ ҫырмалли вӑхӑт иртсен кайсан кӑна саккунлӑ пулӗ.