РАШ | 15 |
Хӗллехи каҫсем питӗ вӑрӑм, кунӗсем вара питех те кӗске. Кун ҫути вӑй илсе ҫеҫ ҫитерет, часах йӗри-тавра чатӑр карса илнӗ евӗр ҫанталӑк тӗксӗмленет, часах тепӗр каҫ та ҫитет. Иртнӗ ҫулсенче хӗле хирӗҫ сехетсене пӗр сехет каярах куҫарнине пула ирхине ӗҫе кайнӑ вӑхӑта кӑшт ҫуталма та тытӑнатчӗ ӗнтӗ. Кӑҫал вара пачах та урӑхла: сехет йӗпписем саккӑр тӗлне ҫитеҫҫӗ — урамра вара куҫран йӗп чышсан та нимӗн те курӑнмасть!
Хулара, пырать-ха, кашни юпа ҫинче тенӗ пекех хунарсем ҫутатаҫҫӗ. Хӑш-пӗр урамсенче кӑнтӑрлахирен те ҫутӑрах, тейӗн. Ялсенче вара урамра хирӗҫ пулакансем пӗр-пӗрин ҫине пырса тӑрӑнма та пултараҫҫӗ, мӗншӗн тесен хунарсем сайра-сайра ҫеҫ вырнаҫнӑ.
Час ҫутӑлманни, уйрӑмах, ачасене терт кӳрет. Мӑн ҫыннӑн та ирхине ӑшӑ вырӑн ҫинчен тӑруках сиксе тӑрас килмест, ача-пӑчан вара тутлӑ ыйхӑран татӑлса, ҫурӑм хыҫне сумкка уртса ярса шкулалла ҫул тытма тивет. Кӗҫӗн класри ачасене тата та йывӑртарах. Пыраҫҫӗ вара, куҫӗсене сӑтӑркаласа, ҫул хӗррипе (чылай ялсенче ятарласа тунӑ тротуарсем ҫук пирки ҫапла тума лекет) иртсе ҫӳрекен машинасене те курмаҫҫӗ. Руль умӗнче ларакансем те ҫын кӗлеткине аякран асӑрхаса ӗлкӗреймеҫҫӗ, ҫывӑха ҫитсен тӑруках тормозне пусса лартаҫҫӗ.
Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ умӗн, Ҫӗнӗ Шупашкара никӗсленӗренпе 50 ҫул ҫитнине халалланӑ мероприятисен шутне кӗртсе ҫурлан 23-мӗшӗнче кил-йышри пӗрремӗш ача-пӑча сачӗ уҫӑлчӗ. Ача-пӑча сачӗн альтернативлӑ формӑллӑ учреждение Белинскийсен ҫемьи йӗркеленӗ. Вӗсен кил-йышӗнче пурӗ 7 ача — чи аслине, Лизӑна, 12 ҫул. Шкул ҫулне ҫитменнисем виҫҫӗн — ултӑ ҫулти Андрей, виҫӗ ҫулти Анюк, тата ҫулталӑк ытларах тултарнӑ пӗчӗк Виктор.
Кил-йышри ача-пӑча сачӗ «Калинка» ятлӑ 2№ ШАПМУ-на пӑхӑнать. Амӑшӗ, воспитатель пулса ӗҫленӗскер, ачисене килте пӑхӗ. Ачасен сывлӑхне «Калинкӑра» тӗрӗслесе тӑрӗҫ. Ҫаван пекех физкультура тата музыка урокӗсене те ачасен ача-пӑча садне ҫӳреме тивӗ.
Кил-йышри ача-пӑча сачӗ виҫӗ пӳлӗмлӗ хваттерте вырнаҫнӑ. Белинскийсем ӑна нумай ачаллӑ ҫӗмьесене хваттерпе тивӗҫтерекен республика программипе илнӗ пулнӑ. Хваттерте мӗн кирли пурте пур: спорт кӗтесӗ те; ҫывармалли, апат ҫимелли пӳлӗмсем те.
Ҫак кил-йышри ача-пӑча садне уҫма Ҫӗнӗ Шупашкар хулин пуҫлӑхӗ Владимир Тимофеев та килчӗ — вӑл ачасемпе пӗрле хӗрлӗ хӑйӑва касрӗ.
Чӑваш этеплӗхне аталантаракансем эсир – ПУТЕНЕСЕМ!
Чӳк уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Ульяновскри филармонире облаҫри чӑваш ачисен пӗрремӗш юрӑ фестивалӗ – “Путене” иртрӗ. Ӑна йӗркелекенсем – УОЧНКА тата облаҫри вӗрентӳ департаменчӗ. Уява И.Я. Яковлев 160 ҫул тултарнине халалланӑ. Унта тӗрлӗ районсенчен пурӗ 195 ача хутшӑнчӗ.
Пӗчӗк артистсене саламлама кӗпeрнаттӑра пулӑшаканӗ Т.В. Сергеева, вӗрентӳ департаменчӗн представителӗ Е.Н. Моргун, Хула Думин ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗ П.К. Столяров, УОЧНКА ертӳҫи В.И. Сваев, вӗрентӳ департаменчӗн тӗп специалисчӗ Ф.Т. Улендеева пынӑ.
Малтанах сӑмах Татьяна Сергеева илчӗ:
- Паян сирӗншӗн чӑн-чӑн уяв. Ман шутпа, сирӗн хушӑрта ҫӗнтерӳҫӗсем пулмалла мар. Туслӑх ҫӗнтерӳҫӗ пултӑр!
Елена Моргун чӑваш ачисен уявӗнче пӗрремӗш хут. Вӑл пултаруллӑ ачасемшӗн савӑнни пирки пӗлтерчӗ. "Эсир – халӑх культурине аталантаракансем", – терӗ вӑл ӑнӑҫусем сунса.
Владимир Сваев чи малтан ачасемпе ырми-канми тӑрӑшакан вӗрентекенсене, ашшӗ-амӑшне тав сӑмахӗ каларӗ. "Малашне те чӑвашлӑха аталантарас ӗҫе ачасене явӑҫтармалла. Чӗлхе, культура сыхланса юласси—вӗсенче", – терӗ вӑл.
«Тантӑш» таҫатӑн, «Теттепе» «Самант» журналӑн сайчӗ уҫӑлчӗ. Хыпарсемпе статьясем рубрикӑсем тӑрӑх йӗркеленӗ. Вӗсене пӗтӗмӗшле е уйрӑмӑн вулама май пур.
«Тантӑшӑн» рубрикисем: Шкул пурнӑҫӗ, Ҫунатлӑ ҫамрӑклӑх, Спорт, Ӑшӑ саламсем, Конкурссем, т.ыт.те
«Самантӑн» рубрикисем:
Хуплашкари сӑнӳкерчӗк, Ыйтӑм, Поликлиника, Юрату антологийӗ, т.ыт.те
«Тетте» рубрикисем:
Пирӗн пултарулӑх, Сӑвӑҫсем - ачасене, Савӑнӑҫ урокӗ, Чӑвашла-вырӑсла-акӑлчанла, т.ыт.те
Ку хаҫатсемпе журналсене пурне те «Тантӑш» редакцийӗ кӑларать. Тӗп редакторӗ Г.Е. Платонова. Ҫыхӑнмалли электронлӑ адресӗ: tantas@list.ru. Ҫырӑнас килсен (Чӑваш Ен тулашӗнче те ҫрӑнма май пур) ҫак страницӑпа паллашӑр.
Хаҫат адресӗ: http://www.tst.smi21.ru
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |