Чӑваш наци музейӗнче «Музей тата ачасем» вӗренӳ программипе килӗшӳллӗн «Музейри шкул» проект старт илнӗ. Ҫак кунсенче Шупашкарти 49-мӗш шкул ачисем Культура тата Литература ҫулталӑкӗсене халалланӑ мероприятисене хутшӑннӑ.
Ачасем Чӑваш наци музейӗнчи тата унӑн филиалӗнчи экспонатсемпе паллашнӑ. 2-мӗш класра вӗренекенсем валли «Ҫутҫанталӑкри улшӑнусем. Хӗлле» заняти ирттернӗ. Вӗсем чӗрчунсем хӗле мӗнле хатӗрленнине аса илнӗ.
5-мӗш класра вӗренекенсем Ҫар мухтавӗн музейӗнче «Салют, Ҫӗнтерӳ!» акцие старт панӑ. Акципе килӗшӳллӗн сӑвӑ вулакансен конкурсӗ иртнӗ.
8-мӗш классем «Ҫӗнӗ ҫул экспресӗпе» ҫула тухнӑ. 5 минутра вӗсем Италие, Альбиона ҫитсе курнӑ, ӑсталӑх класӗсене хутшӑннӑ.
Литература музейӗнче 6-мӗш классем валли экскурси ирттернӗ. Вӗсем «Чӗрӗ театр» интерактивлӑ занятие хутшӑннӑ. 3-мӗш классем «Асанне арчинчен» занятие хутшӑннӑ. Вӗсем пуҫа тӑхӑнмалли хатӗрсемпе, чӑваш халӑх юмахӗсемпе, савӑт-сапапа паллашнӑ. «Тӗрӗ паллисем» ӑсталӑх класӗ йӗркеленӗ, ачасем хӑйсем те тӗрленӗ. Ытти классем те тӗрлӗ занятисене хутшӑнса тавракурӑмне анлӑлатнӑ.
Сӑнсем (20)