
Ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, Чӑваш Енри хастарсем техника наукисен докторӗ Василий Николаев ҫуралнӑ кун пулнине асра тытса унӑн палӑкӗ патне кайса пуҫ тайнӑ. Ку хыпара Марина Карягина тележурналист халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
Вӑл Василий Васильевич чӑваш халӑхӗн мухтавлӑ ывӑлӗ, техника наукисен докторӗ, хӑй вӑхӑтӗнче «Оренбургазпромӑн» тӗп директорӗ пулнине пӗлтернӗ.
Василий Николаев (11.02.1939 - 28.06.2007) Пушкӑртстанри Авӑркас тӑрӑхӗнче ҫуралса ӳснӗ. Вӑл «тӑван халӑх историне тӗпчесе, несӗлсемпе мӑнаҫланса» кӗнекесем, «Чӑваш костюмӗ» альбом кӑларнӑ.

Кӑҫалхи кӑрлачӑн 22-мӗшӗнче Чӑваш халӑх поэчӗ, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ премин малтанхи лауреачӗсенчен пӗри Петӗр Хусанкай (1907-1970) ҫуралнӑранпа 119 ҫул ҫитрӗ. Ҫак ятпа Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ преми лауреачӗсем — Раиса Сарпи, Марина Карягина, Юрий Сементер, Валери Туркай, Валерий Гордеев, Олег Цыпленков тата поэзие чунтан юратакан ытти хисеплӗ ҫынсем, ҫанталӑк сивӗ пулнине пӑхмасӑр, манӑҫми поэтӑмӑрӑн Шупашкарти вилтӑприйӗ ҫине чӗрӗ чечексем хунӑ.
Петр Петрович Хусанкая сума суса ҫав кун Богдан Хмельницкий урамӗнчи кивӗ масар ҫумӗнчи пантеон патне пуҫтарӑннисем пурте ун пирки чӗререн тухакан ӑшӑ сӑмахсем каланӑ.
Асӑну митингӗнче Петӗр Хусанкайӑн Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай вулакан «Элкере» сӑвви янӑранӑ.

Красноармейски тӑрӑхӗнчи чӑваш хастарӗсем Нестер Янкас музейне уҫма ӗмӗтленеҫҫӗ. Анчах ку енӗпе хӑш-пӗр чӑрмав пур иккен.
Красноармейскинчи культура ҫуртӗнче нумаях пулмасть Нестер Янкас ячӗллӗ культурӑпа искусство тата литература пӗрлӗхӗн пӗтӗмлетӳллӗ ларӑвӗ иртнӗ. Унта пӗрлӗх ертӳҫи Иван Прокопьев 2025 ҫулта туса ирттернӗ ӗҫсем ҫинчен каласа кӑтартнӑ.
Янкасри ача сачӗ пулнӑ ҫурт (халӗ унта вулавӑш иккен) ҫумӗнче Нестер Янкас поэтӑн музейне йӗркелесси пирки сӑмах хускатнӑ май вӑл поэт ҫуралнӑ кун тӗлне (вӑл 1909 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче ҫуралнӑ) ҫак музее уҫма ӗмӗтленнине пӗлтернӗ. Ӑна тума материалсем ҫитменни чарса тӑрать-мӗн.

Раштав уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Чӑваш академи драма театрӗнче чӑваш театрӗн 6 ӑстин юбилейӗ ячӗпе пуҫтарӑннӑ.
Унта пуҫтарӑннисем Николай Айзман драматурга, куҫаруҫӑна, артиста; Чӑваш Енре театр ӗҫне йӗркеленӗ, театрта 1920-1935-мӗш тата 1937-1940-меш ҫулсенче ӗҫленӗ Кирилл Егорова; Михаил Акимов-Аруй писателе; Иван Илларионов (Иван Мучи) писатель-сатирика, актера; Георгий Зайцев (Тал-Мӑрса) поэт-тӑлмача тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистне Игнатий Молодова аса илнӗ.

Ӗнер, раштав уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх гумнанитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче «Вак жанрсене тӗпчессипе ҫыхӑннӑ ҫивӗч ыйтусем» ятпа ҫавра сӗтел ирттернӗ. Ӑна Н.Р. Романов фольклор ӑсти ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Мероприятире институт ӗҫченӗсем тӗрлӗ темӑпа тухса калаҫнӑ май Никита Романович ҫинчен те, паянхи чӑваш анекдочӗпе вак жанрсене тӗпчес йывӑрлӑхсем таранах сӳтсе явнӑ.

Раштав уйӑхӗн 16-мӗшӗнче чӑваш сӑвӑҫи, прозаикӗ, журналисчӗ Любовь Мартьянова ҫуралнӑранпа 75 ҫул ҫитнӗ май Чӑваш Енен Наци вулавӑшӗнче асӑну каҫӗ иртессине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха.
«Эп чӗртнӗ вучах» асӑну каҫне Сергей Павлов, Арсений Тарасов, Марина Карягина, Светлана Асамат, Улькка Эльмен, Василий Кервен, Ольга Австрийская-Иванова, Александр Ильин тата ытти ҫыравҫа, культурӑпа вӗренӳре ӗҫлекен Надежда Кириллова, Николай Осипов, Леонид Петров, Чӑваш патшалӑх гуманитари институчӗн ӑсчахӗсем Виталий Родионов, Альбина Мышкина, Вера Никифорова, Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн студенчӗсем тата Любовь Васильевнӑн ҫывӑх ҫыннисемпе Галина хӗрӗ хутшӑннӑ.
Асӑну каҫне пухӑннисем Любовь Мартьянова пирки ӑшшӑн аса илсе калаҫнӑ.

Раштав уйӑхӗн 16-мӗшӗнче чӑваш сӑвӑҫи, прозаикӗ, журналисчӗ Любовь Мартьянова ҫуралнӑранпа 75 ҫул ҫитнӗ май Чӑваш Енен Наци вулавӑшӗнче асӑну каҫӗ иртессине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха.
«Эп чӗртнӗ вучах» асӑну каҫне Сергей Павлов, Арсений Тарасов, Марина Карягина, Светлана Асамат, Улькка Эльмен, Василий Кервен, Ольга Австрийская-Иванова, Александр Ильин тата ытти ҫыравҫа, культурӑпа вӗренӳре ӗҫлекен Надежда Кириллова, Николай Осипов, Леонид Петров, Чӑваш патшалӑх гуманитари институчӗн ӑсчахӗсем Виталий Родионов, Альбина Мышкина, Вера Никифорова, Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн студенчӗсем тата Любовь Васильевнӑн ҫывӑх ҫыннисемпе Галина хӗрӗ хутшӑннӑ.
Асӑну каҫне пухӑннисем Любовь Мартьянова пирки ӑшшӑн аса илсе калаҫнӑ.

Чӑваш академи драма театрӗнче иртекен «Чӗкеҫ» фестивале хутшӑнакансем СССР халӑх артисчӗ Вера Кузьмина ҫуралса ӳснӗ тӑрӑхра, Тӑвай районӗнчи Енӗш Нӑрваш ялӗнче, пулнӑ. Марина Карягина журналист ӗнер халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, унта тараватлӑ ентешӗсем хӑнасене мухтавлӑ артист ҫинчен каласа панӑ, театр тӗпелӗнчи экспонатсемпе паллаштарнӑ.
Каҫхине Тӑвайри культура ҫуртӗнче Алтай Республикинчен килнӗ этноансамбль концерт кӑтартнӑ. «Алтай халӑх музыка инструменчӗсен сассинче пирӗн тахҫанхи несӗлсен ахрӑмӗ илтӗнет. Карланкӑран тухакан саспа юрласа пурин кӑмӑлне те ҫавӑрнӑ артистсене чылайччен хыттӑн алӑ ҫупса тав турӗҫ куракансем», — пӗлтернӗ маларах асӑннӑ ҫӑлкуҫ.
Ун хыҫҫӑн Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗсем «Карчӑксем качча каяҫҫӗ» камит кӑтартнӑ.

Паян Чӑваш академи драма театрӑн ӗҫченӗсем СССР халӑх артисткин Вера Кузьминан асӑну палӑкӗ патӗнче пуҫтарӑннӑ. Аса илтерер: Вера Кузьминична Тӑвай районӗнчи Енӗш Нӑрваш ялӗнче 1923 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче ҫуралнӑ.
Сумлӑран та сумлӑ сцена ӑстине асра тытнине палӑртса пухӑннӑ вӗсем. Театр халӑх тетелӗнчи хӑйӗн пабликӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, «сцена ҫинчи мӑнаҫлӑ рольсемшӗн, пурнӑҫри ырӑ кӑмӑлшӑн тав туса» вил тӑпри ҫине чӗрӗ чечек хунӑ.
«Вера Кузьмина ӗмӗрлӗхех пирӗн асра, пирӗн театрӑн чунӗнче…», – теҫҫӗ театрта.

Паян, чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, вилӗмсӗр чӑваш поэчӗ Ҫеҫпӗл Мишши (1899-1922) ҫуралнӑранпа 126 ҫул ҫитрӗ.
Тӑван халӑхӑмӑр культуринче тарӑн йӗр хӑварнӑ поэт-реформатора, драматурга, прозаика, тӑлмача асра тытса паян Шурашкарти ун ячӗллӗ скверти палӑкра митинг ирттернӗ, чечек хунӑ.
Унта ҫыравҫӑсем, культура ӗҫченӗсем, ҫамрӑксем пуҫтарӑннӑ.
