Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.0 °C
Качакан сухалӗ вӑрӑм та ӑсӗ кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Кипеч Анатолий Ильич

Кипеч Анатолий Ильич (чӑн хушамачӗ Ефимов) — чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, драматургӗ. 1937 ҫулхи ҫурлан 10-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Чулкӑмакара ҫуралнӑ.

1998 ҫултанпа РФ ҪП членӗ. 1976 ҫултанпа педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ. 1977 ҫулта Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ятне тивӗҫнӗ.

Пурнӑҫӗ

Канаш педагогика училищинче, Чӑваш педагогика институтӗнче, СССР педагогика ӑслӑлӑхӗсен академийӗсенче пӗлӳ илнӗ.

Чӑваш патшалӑх университетӗнче философи кафедрин доценчӗ пулса ӗҫленӗ. Халӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче ӗҫлет.

Ӗҫӗсем

Анатолий Кипеч «Ӗмӗр сакки сарлака», «Телей», «Уяр» юрӑсен сӑввисене ҫырнӑ.

Пичетленсе тухнӑ кӗнекисем:

  • «Юратнӑ юрӑсем» (1995);
  • «Пурнӑҫ ҫулӗ такӑр мар» (1995);
  • «Чӑваш пулма ҫӑмӑл мар» (1996);
  • «Хӗҫ тумалли хурҫӑ» (1997);
  • «Юратусӑр телей ҫук» (2000);
  • «Улӑп таврӑнни» (2001);
  • «Пурнӑҫ кӗнеки» (2002);
  • «Кӗлӗсем» (2004);
  • «Шартлама» (2005).

Статьисем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр



 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2012-10-28 11:54:07 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 11229 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org