Юлашки вӑхӑтра республикӑра фанфурик сутма чарассипе ҫанӑ тавӑрсах ӗҫлеҫҫӗ. Хӑш-пӗр аптека меморандум алӑ пусса спиртлӑ настойкӑсене сутма пӑрахнӑ. Анчах фанфурикпа сутӑ тӑвакансем ҫук мар-ха.
Шупашкарта «хӗрӳ лини» уҫнӑ. Унта шӑнкӑравласа фанфуриксем сутни пирки пӗлтерме пулать.
Линие Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков хушнипе хута янӑ. Ҫынсен спирт настойкисене сутнине курсанах чиновниксем патне шӑнкӑравласа пӗлтерме май пур.
Саккуна пӑснине пӗлсенех 23-50-57 е 23-50-58 номерсемпе шӑнкӑравламалла. Специалистсем ирхи 8 сехетрен пуҫласа 17 сехетчен ӗҫлеҫҫӗ. Е электронлӑ почтӑна ҫыру янӑ: torg@gcheb.cap.ru.
Нумаях пулмасть Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев сывлӑхшӑн уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ эмелсемпе тивӗҫтерессине епле йӗркеленипе тата хаксемпе паллашнӑ. Ҫак тӗллевпе вӑл «Фармаци» патшалӑхӑн унитарлӑ предприятийӗн 6-мӗш аптекинче пулнӑ.
Аптека тӗрлӗ препаратпа пуянни палӑрнӑ. Курупкисем пӗри тепринчен чипер. Пӗр чиртенех сиплекен эмел хакӗ ӑна кам туса кӑларнине кура уйрӑлса тӑрать. Хамӑр ҫӗршывра кӑларнисем ют ҫӗртен кӳрсе килнисенчен йӳнӗрех пулин те теприсем хаклинех туянма ӑнтӑлаҫҫӗ иккен. Кун пирки Элтепере аптекӑра ӗҫлекен пӗлтернӗ.
Республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Алла Самойлова ӗнентернӗ тӑрӑх, вӗсен пахалӑхӗ пӗрешкел, анчах кашни препарат тӗрлӗ ҫынна тӗрлӗ витӗм кӳме пултарать. Министр хӑй хамӑр ҫӗршывра туса кӑларнине илес шухӑшлӑ.
Шупашкар хула администрацийӗ хӑш-пӗр аптекӑпа меморандум алӑ пуснӑ. Унпа килӗшӳллӗн, аптекӑсем «фанфурик» сутмаҫҫӗ.
Ҫав вӑхӑтрах Шупашкарта «фанфурик» сутакан банкомат лартнӑ. Настойка ӗҫме юратакан хаваслӑ ушкӑн ун умне пухӑнма ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ.
Темӗнле предприниматель ҫак банкомата Граждан урамӗнчи 48-мӗш ҫурт умне лартнӑ. Унӑн хӑтланӑвӗ ЧР Сывлӑх сыхлавӗн ӗҫченӗсене те питӗ тӗлӗнтернӗ. «Про Город» журналисчӗ кун пирки систериччен вӗсем кун пирки пачах пӗлмен.
Малтанах эрех ӗҫме юратакан ҫынсем банкоматпа мӗнле усӑ курмаллине ӑнкарман. Укҫа яма хӑнӑхнӑ халӗ, хаваспах «фанфурик» туянаҫҫӗ. Укҫана ятарлӑ шӑтӑка ярсан кӗленче аялалла ӳкет.
Министерство ку пулӑма айккинче хӑварманнине пӗлтернӗ. Чи малтанах вӗсен ҫакӑ интереслӗ: усламҫӑ автомата стена ҫине вырнаҫтармашкӑн мӗнле ирӗк илнӗ?
Вӑрмар районӗнче вырӑнти потребкооперацин обществин аптекин заведующийӗнче тӑрӑшнӑ хӗрарӑма судпа айӑпланӑ. Алефтина Федорова фармацевта шаннӑ ют пурлӑха вӑрланӑшӑн РФ Пуҫиле кодексӗн 160-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе суда илсе ҫитернӗ.
Хӗрарӑм хӑйӗн ӗҫ вырӑнӗпе 2015 ҫулхи ҫӗртмен 3-мӗшӗнчен тытӑнса 2016 ҫулхи кӑрлачӑн 12-мӗшӗччен усӑ курнӑ тесе палӑртнӑ. Пӗтӗмпе вӑл 500 пине яхӑн укҫана хӑйӗн кӗсйине пӗтӗрсе чикнӗ.
Аптека заведующийӗнче тӑрӑшнӑскер хӑйӗн айӑпне йышӑннине, тӑкакӑн пӗр пайне хӑй кӑмӑлӗпе саплаштарнине кура ӑна икӗ ҫуллӑха тӗрмене хупмасӑр айӑпланӑ, тӗрӗслев вӑхӑтне 1 ҫул та 8 уйӑхлӑха панӑ. Республика прокуратури пӗлтернӗ тӑрӑх, ют укҫана куҫ хывнӑ тата хапсӑннӑ хӗрарӑма укҫа-тенкӗпе ҫыхӑннӑ ӗҫре тӑрӑшма икӗ ҫуллӑха чарнӑ.
ЛДПР депутачӗ Александр Шерин автозаправкӑсенче аптека тума сӗнет. Унта кашни водитель чи кирлӗ эмелсене туянма пултартӑр.
«Мускав» агентство пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗлӗхе ҫул ҫинчи хӑрушсӑрлӑхшӑн тӑвасшӑн. Ӑна хӑҫан тӑвассине тата аптека мӗнле пулмаллине каламан-ха. Ку ӗҫе Правительствӑна тума сӗнеҫҫӗ.
Аптека гильдийӗн ертӳҫи Елена Неволина ку ҫӗнӗлӗхе кӗртме хирӗҫ мар. «Пӗрремӗшӗнчен, унта специалист ӗҫлемелле. Иккӗмешӗнчен, препаратсене упрамалли условисене пӑхӑнмалла. Виҫҫӗмӗшӗнчен, аптекӑсем валли хатӗрсем тата лаптӑк кирлӗ. Ҫаксене йӑлтах пӑхӑнсан мӗншӗн ку проекта пурнӑҫа кӗртсе мар?» — тенӗ вӑл.
Шупашкарти тӳре-шара рейда тухнӑ. Вӗсем хальхинче аптекӑсене тӗрӗсленӗ. Тӳре-шара спиртлӑ настойкӑсене сутнипе сутманнине пӑхнӑ.
Рейда ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче тухнӑ. Ҫакна пурнӑҫлама Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков хушнӑ. Пӗтӗмпе чиновниксем 213 аптекӑна тӗрӗсленӗ.
103 аптекӑра «фунфурик» сутнине палӑртнӑ. Вӗсенчен 63-шӗ «фунфурик» сутмасси пирки меморандум алӑ пусман. 40-шӗ вара меморандума йышӑннӑ.
Рейд хыҫҫӑн меморандум алӑ пусмашкӑн аптекӑсен хуҫисене хула администрацине чӗнӗҫ.
Сӗнтӗрвӑрринчи аптӑкӑсенчен пӗрин пуҫлӑхне фармацевт ӗҫ-хӗлне пӑснишӗн айӑпланӑ. «Фармаци» патшалӑхӑн унитарлӑ предприятийӗн филиалӗ шутланакан Сӗнтӗрвӑрринчи 17-мӗш номерлӗ аптекӑра пулнӑ ку кӑлтӑк.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи прокуратура ӗҫченӗсем аптекӑна Росздравнадзор специалисчӗсемпе пӗрле тӗрӗсленӗ. Ҫав вӑхӑтра вӗсем эмел тата медицина хатӗрӗсен ҫаврӑнӑшне епле йӗркеленине хакланӑ. Шӑпа ҫав вӑхӑтра тӗрӗслевҫӗсем кӑлтӑк асӑрханӑ та.
Аптӑкӑн суту-илӳ залӗнче хӑш-пӗр эмеле ытлашши ӑшӑ вырӑнта, тӗрӗсрех, производительсем кӑтартнинчен ӑшӑрах ҫӗрте, упранине асӑрханӑ. Ку вара йӗркеллӗ япала мар, ҫавӑншӑн аптека пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе пуҫарнӑ административлӑ ӗҫе миравай тӳре патнех ҫитернӗ. Лешӗ пуҫлӑха 4 пин тенкӗ штраф пама йышӑннӑ.
Ҫак вӑхӑтра, кӗр вӗҫӗнче тата хӗл пуҫламӑшӗнче, ҫынсем ОРВИпе тата гриппа чирлеме тытӑнаҫҫӗ. Халӗ ав урамра нӑшлатса ҫӳрекен, апчхулатакан ҫын нумай. Специалистсем палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫалхи сезонта «грипп эпидемийӗ» кӑрлач уйӑхне лекӗ. Анчах паянхи кун та чирлекенсем самаййӑн.
Паллах, никамӑн та чирлес килмест. Анчах ку аптекӑсемшӗн питӗ тупӑшлӑ тесе калас килет. Ара, Шупашкарта миҫе аптека пулнине шутланӑ-и эсир? Кашни утӑмрах, кашни чарӑнурах… Шутлама пуҫласан ҫухалса кайма пулать. Ҫапах кашни аптекӑнах ҫынсем кӗреҫҫӗ-тухаҫҫӗ… Пурте эмел туянаҫҫӗ. Ӑҫта ан кӗр – пур ҫӗрте те халӑх, пурне те эмел кирлӗ.
Нумаях пулмасть, ҫак кунсенче, юлташӑм чирлерӗ. Иксӗмӗр аптекӑналла ҫул тытрӑмӑр. Пӗр эрне маларах хам та пырпа аптӑраса ӳкнӗччӗ те ӑна «Амброксол» туянма сӗнтӗм. Ара, вӑл хаклах мар-ҫке-ха. Аптекӑна кӗтӗмӗр. «Чи йӳнӗ хаксем» тесе ҫырнине. «Ладушка» текеннине. Халӑхра унта йӳнӗ тесе калаҫаҫҫӗ вӗт. Анчах хӑшӗ-пӗри ҫакна хирӗҫлет. Фармацевтран ҫак эмеле пама ыйтрӑмӑр. Пур тет, анчах темле «гексал» тесе ҫырни.
Чӑваш Енре аптекӑна тивертсе яракана… йытӑ шыраса тупма пулӑшнӑ. Вӑл полицейскисене ирсӗр ҫын йӗрӗ ҫине ӳкме пулӑшнӑ.
Раштав уйӑхӗн 2-мӗшӗнче ирхине Етерне хулинче аптека ҫунма тытӑннӑ. Ҫулӑм хатӗр-хӗтӗре, эмелсене, сӗтел-пукана тӗп тунӑ. Специалистсем аптекӑна такам чӗртсе яма пултарнине палӑртнӑ.
Вырӑна оперативлӑ ушкӑн ҫитнӗ. Ҫав йышра Блэк ятлӑ йытӑ та пулнӑ. Йытӑ хурах йӗрӗ ҫине ӳксе полицейскисене ҫурт патне илсе ҫитерекен сукмакпа ертсе кайнӑ. Унти пӗр хваттерсенчен пӗринче унччен те судпа айӑпланнӑ, Муркаш районӗнче пурӑнакан арҫынна тытса чарнӑ. Вӑл ун чухне преступлени йӗрӗсӗнчен хӑтӑлма тӑрӑшнӑ.
Халӗ кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарас ыйтӑва пӑхса тухаҫҫӗ.
Шупашкарти пӗр аптека ӗҫченӗ суя укҫа пама хӑтланнӑ преступника тытса чарма пулӑшнӑ. Ҫакӑншӑн ӑна ШӖМ тав тунӑ.
Ҫамрӑк арҫын аптекӑра пилӗк пинлӗх суя укҫапа тӳлеме хӑтланнӑ. Провизор ӑна детектор ҫинче тӗплӗн тӗрӗсленӗ, унтан лупӑпа пӑхнӑ. Укҫа суя пулнине асӑрхасан вӑл полицейскисене чӗнмелли пускӑча вӑрттӑн пуснӑ. Анчах арҫын теме сиссе тарма ӗлкӗрнӗ.
Хулари пӗр камерӑсенчен пӗри преступникӑн урапин номерне ӳкерсе юлнӑ. Унтан полицейскисем ҫав урапа ӑҫталла ҫул тытнине йӗрленӗ, ытти регион йӗрке хуралҫисене асӑрхаттарнӑ. Ҫамрӑк арҫынна Новосибирск хулинче тытса чарнӑ. Ушкӑнри ҫамрӑксенчен 5 пинлӗх 100 ытла суя укҫа туртса илнӗ.
Кун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе кӗҫех суда ярса парӗҫ. Преступниксене тытса чарма пулӑшнӑ Татьяна Никифоровӑна вара полици полковникӗ Сергей Павлов тав туса парнепе тата чечек ҫыххипе чысланӑ. Хӗрарӑм полицейскисене пӗрремӗш хут мар пулӑшать-мӗн. Вӑл тата аптекӑри хуралҫӑ пулӑшнипе малтан та суя укҫапа тӳлеме тӑнӑ ҫынна тытса чарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.11.2024 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |