Вӑрмар районӗнче вырӑнти потребкооперацин обществин аптекин заведующийӗнче тӑрӑшнӑ хӗрарӑма судпа айӑпланӑ. Алефтина Федорова фармацевта шаннӑ ют пурлӑха вӑрланӑшӑн РФ Пуҫиле кодексӗн 160-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе суда илсе ҫитернӗ.
Хӗрарӑм хӑйӗн ӗҫ вырӑнӗпе 2015 ҫулхи ҫӗртмен 3-мӗшӗнчен тытӑнса 2016 ҫулхи кӑрлачӑн 12-мӗшӗччен усӑ курнӑ тесе палӑртнӑ. Пӗтӗмпе вӑл 500 пине яхӑн укҫана хӑйӗн кӗсйине пӗтӗрсе чикнӗ.
Аптека заведующийӗнче тӑрӑшнӑскер хӑйӗн айӑпне йышӑннине, тӑкакӑн пӗр пайне хӑй кӑмӑлӗпе саплаштарнине кура ӑна икӗ ҫуллӑха тӗрмене хупмасӑр айӑпланӑ, тӗрӗслев вӑхӑтне 1 ҫул та 8 уйӑхлӑха панӑ. Республика прокуратури пӗлтернӗ тӑрӑх, ют укҫана куҫ хывнӑ тата хапсӑннӑ хӗрарӑма укҫа-тенкӗпе ҫыхӑннӑ ӗҫре тӑрӑшма икӗ ҫуллӑха чарнӑ.