
Ҫӗрпӳ районӗнче Кивӗ Тутайкасси ҫыннисем Ҫӗпӗр мурӗпе чирлени ҫинчен хыпарласах тӑратпӑр. Ҫак кунсенсе пуснӑ вӑкӑр какайне камсем туяннине палӑртнӑ. Вӗсем - Шупашкар районӗнчи Явӑш ялӗнче пурӑнакансем.
Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри тата Чӗмпӗр облаҫӗнчи управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнче инфекциллӗ какая крематорире ҫунтарса янӑ. Аш упраннӑ вырӑна дезинфекци тунӑ. Явӑшра Ҫӗпӗр мурӗпе чирлеме пултаракан выльӑх ҫуккине палӑртнӑ. Ҫаксене шута илсе ку ялта карантин тесе йышӑнман.

Республикӑра крематори тӑвасси пирки унчченех калаҫатчӗҫ. Вӑл Шупашкар районӗнчи Явӑш ялӗ ҫывӑхӗнче пулӗ.
Анчах Явӑшра пурӑнакансем ҫакна хирӗҫ. Вӗсем ку ыйтупа РФ Президенчӗ Владимир Путин патне видеоҫыру янӑ. Ял ҫыннисем унта палӑртнӑ тӑрӑх, вӗсемпе крематори ыйтӑвӗ пирки никам та калаҫман, нимӗнле сасӑлав та ирттермен. «Эпир хамӑрӑн, тӑвансен, ҫывӑх ҫынсен сывлӑхӗшӗн хӑратпӑр. Сире ку объекта урӑх ҫӗре куҫарассине витӗм кӳме ыйтатпӑр», - тенӗ ҫынсем видеоҫырура.
Паян 16 сехетре явӑшсене Шупашкар хула администрацине чӗнсе илнӗ.

Шупашкар районӗнчи Хыркасси патӗнчи развязкӑна юпа уйӑхӗнче, Ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн ӗҫченӗсен кунӗнче, уҫма палӑртни пирки пӗлтернӗччӗ. Ӑна маларах уҫнӑ - водительсем ҫак ҫулпа ҫӳреҫҫӗ ӗнтӗ.
М-7 федераци трасси ҫинчен Етӗрне ҫулӗ ҫине пӑрӑнмалли вырӑна хупнӑ. Машинӑсем пурте развязка урлӑ каяҫҫӗ. Халӗ Явӑш еннелле те пӑрӑнма меллӗ.
Ҫӗнӗ ҫула уҫнӑ пулин те трассӑн ытти пайӗнче ӗҫсем вӗҫленмен-ха.

Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем: Игорь Моляков, Николай Степанов тата Виктор Горбунов — Явӑш ҫӑви патне ҫитмелли ҫула пӑхса ҫаврӑннӑ. Тӗрӗслеве ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, тухнӑ.
Вӗсем халӑхра «Киров урамӗ» текен ҫула хакланӑ. Чапаев ячӗллӗ завод патӗнчен Явӑш ҫӑви патне илсе ҫитерекен ҫула ятарлса никам та сарман. Хуларан унпа масар ҫине ҫитме тата М-7 ҫул ҫине тухма ҫывӑхрах пулнӑран водительсем ҫавӑнтан ҫӳреме кӑмӑллаҫҫӗ.
Хальхи вӑхӑта илсен, Чапаев ячӗллӗ завод хыҫӗнчи ҫула «Дорэкс» предприяти кӑштах йӗркене кӗртнӗ. Шӑтӑк-путӑка пӗтерес тӗллевпе вӑл асфальт ваккине сапма пуҫланӑ. Подряд организацийӗн представителӗ депутатсене ӗнентернӗ тӑрӑх, ҫанталӑк хитреленсенех (ӗнер ҫумӑр ҫуса тӑчӗ) ӗҫе малалла тӑсма шантарнӑ.

Шупашкар районӗнчи Явӑшран Кӳкеҫе ҫити каякан ҫула юсама палӑртнӑ.
Асӑннӑ ялпа посёлока М-7 федераци пӗлтерӗшлӗ ҫул ҫыхӑнтарать. Ҫулӑн 13-мӗш километрӗнче асфальтӑн ҫиелти сийне ылмаштарӗҫ. Кивви вырӑнне ҫӗннине, 4 сантиметр сарлакӑшне, сарӗҫ.
Ҫул-йӗрҫӗсем юсав ӗҫне ҫу уйӑхӗн ҫурринче тытӑннӑ. Контракт хакӗ — 198 миллион тенкӗ. Юсав ӗҫне юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗ тӗлне вӗҫлемелле.

Чӑваш Енре крематори пулатех тесе Чӑваш халӑх сайчӗ унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Унран та ытларах. 5 ҫул каялла крематорие 2020 ҫулта уҫассине хыпарланӑччӗ. «Крематорие Шупашкар районӗнчи Атайкасси ял тӑрӑхӗн 10 пин тӑваткал метр лаптӑкӗнче туса лартӗҫ. Тӳрех палӑртса хӑварар, ку ҫӗр Явӑш ялӗ патӗнче вырнаҫнӑ», — пӗлтернӗччӗ ун чухне Никита Сурский.
Анчах тем сӑлтава пула ҫав ӗҫе вӗҫлеме май килмен. Халӗ вара Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Декнис Спирин крематори валли 10 пин тӑваткал метр лаптӑк ҫинчи ҫӗре тара парасси ҫинчен калакан йышӑнӑва алӑ пуснӑ иккен. Заявкӑсене пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗччен йышӑнӗҫ.

Федераци пӗлтерӗшлӗ «Атӑл» М-7 ҫулӑн 637-643-мӗш километрӗсене юсаса ҫӗнетес ӗҫ малалла пырать. Асӑннӑ лаптӑк – Шупашкар районӗнчи Хыркасси тата Явӑш ялӗсем хушшинче.
«Дорисс» строительство организацийӗ ӗҫе 2019 ҫулта пуҫӑннӑ, палӑртнине 2023 ҫул тӗлне вӗҫлемелле.
Проектра пӑхса хӑварнӑ тӑрӑх, унта транспорта иртсе ҫӳреме икӗ хутлӑ ҫул пулӗ, ҫул сарлакӑшӗ 4 йӗртен тӑрӗ.
Хальхи вӑхӑта илсен, 6 километр тӑршшӗ ҫултан 4,9 километрне юсаса ҫӗнетнӗ. Апла пулин те пурнӑҫламалли паянхи кун тӗлне самай-ха.

Ҫӗртме уйӑхӗн 19 тата 20-мӗшӗсенче халӑха ҫӑва ҫине турттаракан общество транспорчӗ ятарлӑ графикпа ӗҫлӗ.
Муниципалитетсем хушшинчи 249-мӗш маршрутпа (вӑл вокзал ҫумӗнчи «Цветы» (чӑв. Чечексем) лавкка патӗнчен ҫула тухать) – Явӑш (хула масарӗ)» ҫӳрекен автобуссен йышне 20 единицӑна ҫитерӗҫ. Вӑл маршрутпа автобуссем ирхи 6 сехетрен пуҫласа 20 сехетчен хутлӗҫ.
30-мӗш номерлӗ автобусӑн ҫулне вӑхӑтлӑха ылмаштарӗҫ. Вӑл Чукун ҫул вокзалӗ умӗнчи вокзал умӗнчи лапамран Явӑш ялӗ патӗнчи ҫӑва патне кайӗ. Ку маршрутпа 28 автобусран кая мар ҫӳрӗ. 30-мӗш маршрутпа 10 автобус унчченхилле ҫулпах ҫӳрӗ.
Вӑрнар шосси хӗрринче вырнаҫнӑ масар патне 46-мӗш маршрутпа ҫӳрекен 8 автобус турттарӗ. Заовражнӑй урамри ҫӑва патне 52-мӗш маршрутпа кайма май килӗ.
Муниципалитетсем хушшинчи 331-мӗш «Шупашкар-Ҫӗнӗ Шупашкар» маршрут Карачурана ҫити ҫӳрӗ. Лини ҫинче 20 единица транспорт пулӗ.
Шӑматкунпа вырсарникун 5:00 сехетрен пуҫласа 20:00 сехетчен Улатӑр шоссине Г. Айги урамӗнчен тытӑнса Карачура патӗнчи чукун ҫул каҫҫи таран хупласа хурӗҫ.

Ӗнер Шупашкар районӗнчи Карачура ҫывӑхӗнче хӑрушӑ авари пулнине пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: унта «Тойота» бетон ҫӑракан машина ҫине пырса кӗнӗ, унтан тепӗр машинӑна тӑрӑннӑ.
Аварире «Тойота» водителӗ, 74 ҫулти арҫын, вилнӗ. Александр Кутырев хӑй вӑхӑтӗнче Ҫӗмӗрлери ҫӑкӑр савутне ертсе пынӑ, управляющи компани директорӗ пулнӑ. Ҫавӑн пекех тренерта ӗҫленӗ. Вӑл ЧР физкультурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ.
Александр Андреевич 1946 ҫулта Ҫӗмӗрлере ҫуралнӑ. Вӑл унти «Ҫӑлтӑр» футбол командин тренерӗ пулнӑ.
Александр Кутыревпа ыран Шупашкар районӗнчи Явӑш масарӗ ҫинче сывпуллашӗҫ.

Чӑваш Енре ҫынсене хула ҫумӗнчи дачӑсене турттаракан маршрутсем уҫӑлнӑ. Республикӑн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, 107-мӗш «Шупашкар (Хулаҫум автовокзал) – Шемшер (Шупашкар районӗ)» тата 117-мӗш «Шупашкар (Хулаҫум автовокзал) – Тутаркасси (Шупашкар районӗ)» маршрутсем ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен уҫӑлнӑ. Вӑл маршутсемпе 1-ер пӗчӗк автобус ҫӳрет, кунне вӑл иккӗ хутлать.
108э-мӗш «Ҫӗнӗ Шупашкар – Кукашни пахчисем (Сӗнтӗрвӑрри районӗ)» маршрут ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнчен уҫӑлнӑ. Вӑл маршрутпа 1 автобус ҫӳрет, кунне 4 рейс тӑвать.
193-мӗш «Шупашкар (Хулаҫум автовокзал) – Шоркка (Шупашкар районӗ)» маршрута ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче уҫнӑ. Вӑл маршрутпа 15 рейс пӑхса хӑварнӑ.
249-мӗш «Шупашкар (Хулаҫум автовокзал) – Явӑш (Хула масарӗ)», 2706-мӗш «Ҫӗнӗ Шупашкар – «Чӑваш Ен» санатори («Заволжъе» коллективлӑ пахчана ҫити) маршрутсем те пахчаҫӑсем валли уҫӑлнӑ.
